Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗпне (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шахвӑртса каласан, ҫавӑн пек роман авторӗ тылра ҫӳрекен салтака аса илтерет: унта салтак хӗрсем-хӗрарӑмсем, ача-пӑчасем умӗнче мухтанса ҫӳрет-ҫӳрет те, ҫапӑҫма патне ҫитсен, вута кӗме хӑраса чӗтрене ерет, ним тума аптраса, траншея тӗпне кукленсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ун тӗпне анма Тина кӑшт шикленет те.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗленче тӗпне юлнӑ шӗвеке виҫ-тӑват ҫӑвар сыпрӗ те юлашкине тӑпра ҫине сапрӗ:

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ иккен вӑл Хӗветӗрпе Роза чуптунине, мӗнле кӑна ҫӗр тӗпне анса кайман-ши?..

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗпне хӑвар-ха, юлташ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улька ишнӗ ҫӗрелле ҫитсе, шыв тӗпне ҫити чӑмса шырарӗ — тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр тӗпне анса каяс патне ҫитнӗ ҫавӑн чух ҫамрӑк учительница.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан пӳлмери тыра тӗпне ҫитиех шӑтарса шырама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепле майпа эпӗ ярӑнса анса кайрӑм та ҫырма тӗпне ҫитсен пӗтӗрӗнсе ӳксе урана хуҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӑл ӑна темшӗн хут ҫине пӑхса вулам пек турӗ те арча тӗпне тирпейлесе чиксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Пӗрле чухне Виталий, ҫумри хӗр ҫапла хӑтланнишӗн, ҫынсен умӗнче намӑсланса, ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫӳлтен кустара-кустара яракан мӑн муклашкасем вӗтӗр-шакӑра каялла ҫырма тӗпне ҫити йӑвантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫав вӑхӑтра Кентти салтакӗсем ур-ра! кӑшкӑрса ҫырманалла вирхӗнчӗҫ, тӗпне ҫитсе ҫӳлелле ӑнтӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Черкке тӗпне — куҫ хыван.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Пӗр остановка кӑна кайнӑччӗ, ҫаннисене хул тӗпне ҫити тавӑрса янӑ, аллисем ҫине тӗрлӗрен ҫӗлен-калтасем йӗплесе ӳкернӗ, вӑтӑр ҫулалла ҫитнӗ патвар этем, «халӑха пӑлхатса пыран» тесе, ӗнсерен ярса илчӗ те троллейбусран вӗлт! кӑна сирпӗтсе антарчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Куҫне-пуҫне чарса пӑрахнӑскер, вӑл унталла-кунталла пӑхрӗ те ҫунакан кивӗ пӳрт еннелле ыткӑнчӗ, ҫӑраҫҫине хирсе вӑркӑнтарчӗ те тӗттӗм алӑк анинче ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пек ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫҫа урӑх сӑмах тупаймасӑр пӳрнипе кӑмакана шакӑртаттарчӗ, такам пӑрахнӑ пирус тӗпне пушмак пуҫӗпе лапчӑтса, урайӗнче шутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрача хӗрелсе кайса, вӑтанса куҫӗсене тартатчӗ, ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗрччӗ вӑл ҫав вӑхӑтра, астармӑшран тата ҫылӑхран таҫта ҫити тарса пытанма хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк чечек ӳссе-ӳссе пычӗ те шыв тӗпне ҫутатакан хӗвел пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Унта ӑна такам та хӑраса вилмелле хӑрушӑ сӑн-питлӗ, вут пек ҫунакан куҫлӑ, этем те мар, пулӑ та мар, темле чӗрчун пӗве тӗпне сӗтӗрсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех