Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗпне (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капла мӗнле-ха ӗнтӗ, эпӗ хамӑн яшкана сыпса ятӑм та ак, вӑл хырӑм тӗпне сарӑлнипе сарӑлманнине те туйса юлаймарӑм…

А то вот похлебку я съел и не почувствовал даже…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Куҫлӑхӗ вара ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пекех ниҫта та курӑнмарӗ.

Очки же как будто сквозь землю провалились.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫамрӑкскерне вӑл чи малтан сӑмсинчен шаклатса пӑхрӗ, хӑлхи хушшине хӗстернӗ чӗлӗм тӗпне кӑларса илчӗ, унтан вара аллинчи паяльникне ярса тытрӗ.

Дав малышу щелчок, по носу, он вынул из-за уха окурок и взял из рук работавшего паяльник.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӗлӗм тӗпне пӳрне вӗҫӗпе асӑрханса тытса, Хородничану ӑна пӳлӗм кӗтессинче ларакан яка сӗтел ҫинчи рак хуранӗнчен тунӑ пепельница ҫине кайса хучӗ.

Осторожно подняв окурок кончиками пальцев, Хородничану отнес его на полированный столик в углу комнаты, где стояла чудесная пепельница-раковина.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Турилкке тӗпне ҫӑкӑрпа шӑлса ҫини пӗрре те аван мар, — тата темӗн те пӗр хушса каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Вӑл вара ман ҫемҫе кӑмӑла сисрӗ пулмалла, васкасах ӑнлантарма пуҫларӗ: «Пирус тӗпне е усӑ курнӑ шӑрпӑка урайне ан пӑрах, вӗсене валли урна лартса панӑ. Хӑяр татӑкӗ ҫине ан пус, асӑрханса ҫаврӑнкала. Мӗн упа ҫури пек кӗрӗс-мерӗс эсӗ, чавсупа перӗнсе пушӑ куркасене ҫӗмӗрсе пӗтеретӗн ӗнтӗ», — тет мана ҫакӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Чейник тӗпне пӗр стакан пек шыв яратӑп та газ чӗртме тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Вӗсене хирӗҫ темле чаплӑ хуҫа килетчӗ пулас (лаши карин ҫинчи пек капӑр, ҫуни — тимӗр, ун ҫине хаклӑ кавир сарнӑ, ҫуна тӗпне сӑсар ҫӗлӗклӗ, тилӗ тӑлӑплӑ этем упа пек сарӑлса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑн чух хам мӗн палканине аса илсен, эпӗ халь те, вӑтаннипе, ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗр, тӑванӑм…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тинӗс тӗпне виҫме пулать, анчах ҫын чӗрине мӗнле виҫӗн?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӗҫе пӗтерсен, опрыскивателе салатса ҫӑвас умӗн, ун тӗпне ҫур стакан пек ҫеҫ юлнӑ шӗвеке юлашки йӑранӑн пӗр речӗ ҫине тӗпӗнчен ҫеҫ шӑвартӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унтан вӑл, ҫырма тӗпне анса, аллисемпе ывӑҫла-ывӑҫла, виле ҫине тӑмпа хӑйӑр ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кашниех юратакан каччине улаххӑн ҫитерме кӗсйи тӗпне хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пулштух тӗпне ывӑҫ тупанӗ ҫине ҫапса пӑккине сирпӗтсен, Лукарье халӗ те пӑхса тӑнине астуса, Михха аллине сулчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шыв валашки тӗпне чулпа пусарса хунӑ мӑшӑр милӗке кӑларса илчӗ те мунча еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Киле Хветутпа карчӑкӗ те ҫемҫе лутра пукан ҫинче кивӗ пушмак тӗпне йывӑҫ пӑтасем ҫапса ларакан уксах Усли ҫеҫ юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл халь хӑйне ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пек, ҫак аслӑ тӗнчере пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей кӗленче тӗпне юлнӑ эрех ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ, анчах кӳршипе пӗрле унӑн та тӑмах тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрринче мӗн тӗпне ҫитиех витӗр курӑнать, шаларах вара, тарӑнланса пынӑҫемӗн, тӗксӗмленсе, хуралса пырать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫак пӑр сӑвая килсе ан ҫаптӑр тесе, пакурпа ун ҫулне айккинерех пӑрса яма тӑчӗ, анчах шутланӑ пек пулмарӗ: шӑнса ларнӑ ҫӑпати пӑрлӑ хӑма ҫинче шуса кайрӗ те, карлӑкран та, сӑвай юпинчен те тытса ӗлкӗреймерӗ — ури-аллисене чармакласа, Палас тӗпне чӑмрӗ…

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех