Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирпейлеҫҫӗ (тĕпĕ: тирпейле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн каҫ пуличчен, трубач трубине кӑшкӑртса яричченех, ҫуран тата утлӑ строй занятийӗсенче хӑшкӑлаҫҫӗ, кӑкарса тӑратнӑ учӗсене тирпейлеҫҫӗ, тасатаҫҫӗ, тӑрантараҫҫӗ, нимӗн тӑрлавсӑр словеснӑҫа вӗренеҫҫӗ, вунӑ сехетре кӑна, тӗрӗслев ирттерсе хуралсене янӑ хыҫҫӑн, каҫхи кӗлле тӑратаҫҫӗ те, вахмистр, йӗркеленсе тӑнӑ ретсем тӑрӑх тӑхлан пек куҫӗсемпе пӑхса тухса, урмӑшнӑ сассипе ӗмӗртенхи «Эй, ҫӳлти аттемӗрне» мӗкӗрме тытӑнать.

До вечера, пока трубач не проиграет зо́рю, мотались на занятиях в пешем и конном строю, убирали, чистили и выкармливали на коновязях лошадей, зубрили бестолковщину «словесности» и лишь в десять часов, после поверки и назначения на караулы, становились на молитву, и вахмистр, обводя построенную шеренгу круглыми оловяшками глаз, заводил отроду сиповатым голосом «Отче наш».

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӑхӑт сахал пулчӗ, — такӑнса калама пуҫларӗ Обломов, — ирхине тӑратӑн — пӳлӗмсене тирпейлеҫҫӗ, чӑрмантараҫҫӗ, кайран апат ҫинчен калаҫма тытӑнаҫҫӗ, ҫав хушӑрах тата кил хуҫи арӑмӗн ачисем килеҫҫӗ те задача тӗрӗслесе пама ыйтаҫҫӗ, кайран вара апат вӑхӑчӗ те ҫитет.

— Времени мало было, — начал он, запинаясь, — утром встанешь, убирают комнаты, мешают, потом начнутся толки об обеде, тут хозяйские дети придут, просят задачу поверить, а там и обед.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сӑмах май каласан, ӑна пирӗн районта чылай ялта ӑнланса йышӑнаҫҫӗ, ҫак программӑпа нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ: ҫулсене тирпейлеҫҫӗ, масар территорине йӗркене кӗртеҫҫӗ, спорт залсем тунӑ ҫӗре те хутшӑнаҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Мӗншӗн тесен вӗсем хӑмлана лартса ҫитӗнтереҫҫӗ кӑна мар татса тирпейлеҫҫӗ, туянакан ыйтакан кондицие ҫитерсе тӗрлӗ ҫӗре ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Праҫнике хатӗрленсе ҫынсем хӑйсен кассине тата илемлӗрех тӑвас тесе кил-ҫурт таврашне тирпейлеҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ, умӗсенчи ҫӳп-ҫапа пуҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех