Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

правилӑна (тĕпĕ: правило) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Правилӑна эсӗ вӗрентӗн вӗт-ха?

Ты ведь учил правило?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Правилӑна вӑл хӑвӑрт вуласа тухрӗ те хӑнӑхтарӑва тума пуҫӑнчӗ.

Он быстро повторил правило и принялся делать упражнение.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Ав, — тет, — «очк» тата «ечк» суффикссем, тата мана Ольга Николаевна ударенисӗр уҫӑ сасӑсем ҫинчен калакан правилӑна тепӗр хут пӑхса тухма тата хӑнӑхтару туса килме парса ячӗ.

— Да вот, — говорит, — суффиксы «очк» и «ечк», и еще мне Ольга Николаевна задала повторить правило на безударные гласные и сделать упражнение.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ҫакӑн пек правилӑна тытса пыраҫҫӗ: арлӑ-арӑмлисене, ҫӗнӗ ҫынсемсӗр тата пӗрлехи пурнӑҫа уявлакансемсӗр пуҫне, уйӑраҫҫӗ.

Придерживаются и второго основного правила: супружеские пары разъединяют, за исключением новобрачных и празднующих годовщины супружеской жизни.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫак тӗп правилӑна асра тытмалла: кӗҫӗннине аслипе, арҫынна хӗрарӑмпа, пӑхӑнаканнине пуҫлӑхпа паллаштараҫҫӗ т. ыт. те.

При этом основное положение: младшего представляют старшему, мужчину женщине, подчиненного начальнику.

Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хура халӑхӑн пуяннисем кӑтартса панӑ пӗр правилӑна анчах пӗлмелле пулнӑ: «Ху тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ ҫӑкӑршӑн эсӗ хӑвӑн хуҫуна тав ту».

Простой народ должен был знать только одно предписанное власть имущими правило: за хлеб, заработанный в поте лица своего, ты должен быть покорен и благодарен своему господину.

Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хаярлӑхпа тискерлӗх пирӗн правилӑна кӗмест.

Жестокость не в наших правилах.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Таня правилӑна питӗ лайӑх астӑвать.

— Таня отлично помнит правило.

V // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

— Ну, юрӗ эппин, правило тӑрӑх Джимӑн пусма пулмалла пулсан, ан тив, пултӑр, ара, — тетӗп, — эпӗ правилӑна пачах хирӗҫлесшӗн мар.

— Ну, — говорю, — если уж так полагается по правилам, чтоб у него была лестница, — ладно, пускай будет, я вовсе не хочу идти против правил.

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унӑн шухӑшӗпе, виҫӗ правилӑна пӑхӑнсан ҫак вӑхӑт хушшинче «хаваслӑ кӗнеке» ҫырма пулать: лайӑх ыйхӑ, уҫӑлса ҫӳрени тата концентраци.

По ее мнению, за это время можно написать «веселую книгу», если соблюдать три правила: хороший сон, прогулки и концентрация.

КВН-щиксен чиперукӗ Америкӑна куҫса кайнӑ // Илья Туманов. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -kusa-kayn

Эсир вара ман правилӑна пӗлетӗр: хам усӑ тӑвас текен ҫыннӑн кӑмӑлне кайман пӗр япала та тумастӑп.

Вы знаете мое правило: не делать ничего без воли человека, в пользу которого я хотел бы действовать.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫапла, ҫак ансат правилӑна ҫӑмӑлах ӑнланас туртӑмпа ҫуралнисем телейлӗ, эпӗ те ку тӗлӗшпе ҫителӗклех телейлӗ.

Да, счастливы те, которые родились с наклонностью понять это простое правило, и я довольно счастлив в этом отношении.

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах ку карчӑка унӑн ҫапах та вӗрентес килнӗ — ахаль кӑна, йӗркене пӗлтӗр тесе, пурнӑҫри пӗр правилӑна асра тытса: юлашки сӑмаха ялан унӑн, Лушкӑн, каламалла.

Но старуху она все же решила проучить — так просто, порядка ради, руководясь одним жизненным правилом: чтобы за ней, Лушкой, всегда оставалось последнее слово.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Наука тӗпчевӗсенчи ҫак правилӑна Крылов мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пӑхӑнса пынӑ.

Потом, в течение всей своей жизни, Крылов придерживался именно такого правила.

Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

«Ыйӑх» тесе авторӗ хӑй ҫырса хӑварнӑ иккен: сӑмаха шурӑ хут ҫине халӑхра каланӑ пекех правилӑна пӑхӑнмасӑр «шӑрҫаласа» ку камитре никам та никама та, нимӗнле йӗркене те пӑхӑнманнине систересшӗн пулнӑ, ахӑртнех, Николай Терентьев драматург.

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

— Эпир ҫак правилӑна улӑштарас терӗмӗр, — калаҫӑва тӑсать фонд директорӗ. — 2014 ҫултанпа поликлиникӑсенчи ӗҫшӗн вӗсен ҫумне ҫирӗплетнӗ ҫынсен шутне кура тӳлемелли йӗрке ҫине куҫма тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех