Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫар канашлӑвӗ евӗрскер ирттерчӗҫ, татса пачӗҫ: тармалли куна кирлӗ вӑхӑта пӑхӑнса палӑртмалла.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Куҫӑм хӑш-пӗр ҫынна шухӑшлама пулӑшать; Галераншӑн куҫӑм яланах — саланкӑрлӑ тӑрӑм, ҫӑра ирӗлчӗк евӗрскер, унран перӗнсен тулаш вӑй тӗрлӗ-тӗрлӗ ӗренкеллӗ-канашлӑ кристалсем туса хурать.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Урания сӑнӗнче те йӑл кулӑ евӗрскер ҫӗленленчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтпа тачка ҫунаттисене ҫатӑлтаттарса ӑсансем ҫырлалӑхран вӗҫе-вӗҫе хӑпараҫҫӗ, пилеш кайӑкӗсем шуйханса кӑшкӑрашаҫҫӗ, унтан каллех шӑплӑх хуҫаланать — лӑпкаса юрланӑ евӗрскер, канӑҫсӑрлантараканскер.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Хӗрӗн сӑнчӑрланӑн, тӳп-тӳррӗн пӑхакан куҫӗсем, хевтесӗр кулли, сӑнӗпе темӗн каласшӑн евӗрскер — телейлӗ тепӗр аптӑрав — арестанта кӗтмен ҫӗртен шартах сиктерсе уттине чарма хистерӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Кунта, тархасшӑн, Посолсен дворӗ те — Иван Грознӑй вӑхӑтӗнчи Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви евӗрскер, боярсен керменӗсем те, Китай стени те, «Кӗтесри Анна» чиркӗвӗ те, ытти те…
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Особняк — уйрӑммӑн, пайӑррӑн палӑрса ларакан ҫурт вӑл, пӗр хӑйне кӑна евӗрскер.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл калӗ: «Мӗнпур тӗнчерен туса хурӑттӑм эп пӗр пысӑк ҫӑрӑ шӑтӑкӗ евӗрскер. Хам, ҫав шӑтӑка ҫур пӳпе вырнаҫса, аран пуҫтарса сӗлеке шӗвекне, пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхӑттӑм эп, сӑнаса ҫынсен ӗҫ-хӗлне те тӳшекӗ ҫине».
Суя сӑмах саракан // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 106–109 с.
Темиҫе самант каярах вӗсем пӗрне-пӗри чунӗсене уҫса пани — ытла та вӑйлӑ, ҫӗнӗ те, тӗлӗнмелле япала пулнӑ; сасартӑк вӗсен пурнӑҫӗнчи пур япаласем те пӗр-пӗрин вырӑнне улӑштарчӗҫ, пурте улшӑнса кайрӗҫ; Джеммӑпа Санин мӗн пулса иртнине лайӑх ӑнланса та илеймерӗҫ, хӑйсене ҫавӑрса илнӗ ҫавраҫиле ҫеҫ туйрӗҫ вӗсем; ку леш каҫхи хӑйсене кӑшт ҫеҫ пӗр-пӗрин ытамне пӑрахман ҫавраҫил евӗрскер пулчӗ.
XXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пантелей Прокофьевич, тин ҫеҫ шыва кӗрсе тухнӑ евӗрскер, паккуссем хушшипе утса ҫӳрет.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Йӗксӗк сӗрмекупӑсҫӑ, тара кӗрӗшнӗ евӗрскер, унтан сасартӑк — ман арӑм, хисеплӗ хӗрарӑм, ҫемье амӑшӗ!
XXIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Пӗртен-пӗр чӳречеллӗ, пушӑ та сивӗ чӑлан евӗрскер ку вӑл.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫарӑн таса херугвӗ, турӑш евӗрскер.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унӑн ӗмӗрлӗхех, ҫуралнӑ кунран пуҫласах, чӗмсӗр, пӑхӑнуллӑ сехре хӑппи хытса ларнӑ евӗр анра-сухралла куҫӗсемпе тӗл пулсан, подпоручик чӗринче яланах темӗн ӑнланмалла марри, кичемлӗхпе кӑмӑла кӑшлакан намӑслӑх евӗрскер, йӑшӑлтата-йӑшӑлтата илет вара.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кунта пач та айӑплассинчен хӑрани марччӗ, паллах ӗнтӗ, тӳркӑмӑллӑхпа ӳкӗнӳ те марччӗ ку, шӑп та шай «куҫ пӑвни» хӑйччӗ, ҫитӗннисем тӑвакан ҫав тери мӑнаҫлӑ та тавҫӑрса пӗтерме ҫукла хӑтланусен умӗнчи тӗшмӗшле сехӗрленӳ евӗрскер, ютшӑнчӑк, тискер кайӑкла ҫын шаманӑн асамлӑ ҫаврашки умӗнче хисеплӗн чӗтӗресе тӑнӑ чухнехи пекскер.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Чӑнкӑртатса янӑранӑ та савӑнӑҫлӑ ҫиҫсе ялтӑранӑ пӗтӗм пурнӑҫ, анчах тӑшманла тӗттӗм пӑнчӑ, хура мӗлке евӗрскер, вӑрттӑн йӗрлесе, сыхласах тӑнӑ Ромашова, хӑй черечӗ ҫитессе кӗтнӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл, пусарӑннӑ кӑмӑллӑскер, паянхи кунпа пӗтӗмпех таптанса лапчӑннӑ евӗрскер, вырӑн ҫине пырса выртрӗ, вара, тӗлӗрме пуҫланӑ майӑн: «Шухӑшӗсем унӑн, салтак тӑли пекех, тӗссӗрччӗ», — терӗ каҫхине Назанскирен илтнӗ сӑмахсемпе хӑй ӑшӗнче.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тепӗр тесен, хӗрӗн ашшӗ те пурччӗ, пӗлетӗр-и, — хӗп-хӗрлӗ, шыҫмак, кӑвакарса кайнӑ нӗрсӗр пит-куҫ, ватӑ та тулашакан меделян анчӑкӗ евӗрскер.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ун чухне хӗре вӑйпах каччӑ тупса панӑ, каччи ун йӗрӗнчӗк ҫын, ҫав йӗрӗнчӗк ҫын хӗр кӑмӑлне кайман ӗнтӗ, вӑл, путсӗрскер, мӗн чухлӗ нумайрах пурӑннӑ, ҫавӑн чухлӗ путсӗрленсе пынӑ пулӗччӗ, анчах вӑл ирӗксӗрех хӗр ҫывӑхӗнче пурӑннипе хӗре пӑхӑнать те майӗпенех ҫын хӑраххи евӗрскер, лайӑх та мар, начар та мар ҫын пулса тӑрать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
10. Кам-ши вӑл, шурӑмпуҫ ялтравӗ евӗрскер, уйӑх пек чиперскер, хӗвел ҫутийӗ евӗрскер, элем ҫӗкленӗ ҫӗнтерейми ҫар евӗрскер?
Юрӑ 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2