Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтри (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ туса кӑларакан продукцие локализацилессине палӑртнӑ вӑхӑтри шая ҫитересси тӗп вырӑнта тӑрать.

Теперь важно достичь в обозначенные сроки уровня локализации производимой продукции.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хальхи вӑхӑтри ҫак объект 2020 ҫулта хупӑннӑ «Спартак» Спорт ҫуртне улӑштарӗ, шывра ӑмӑртакан пирӗн спортсменсен ӑсталӑхне туптама тата пысӑк ӑмӑртусем йӗркелесе ирттерме май парӗ.

Этот современный объект заменит закрытый в 2020 году Дом спорта «Спартак», позволит нашим спортсменам-водникам оттачивать мастерство и проводить масштабные соревнования.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫывӑх вӑхӑтри «Ҫемье абонеменчӗн» мероприятийӗсемпе культура учрежденийӗсен сайчӗсенче паллашма пулать.

Куҫарса пулӑш

Февралӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Ҫемье абонеменчӗ» проект хута кайрӗ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -xuta-kair

Наука вӑй-хӑвачӗн тӗп пайне республикӑри малта пыракан аслӑ шкулсем йӗркелеҫҫӗ, унта хальхи вӑхӑтри центрсемпе лабораторисем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем пирӗн ӑсчахсемпе предприяти-ӗҫтешсем стратегилле пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрсем енӗпе пӗрле туса хатӗрлекен проектсене пурнӑҫлама май параҫҫӗ.

Основная часть научного потенциала сосредоточена в ведущих вузах республики, где действуют современные центры и лаборатории, позволяющие реализовывать совместные проекты наших ученых с предприятиями-партнерами по стратегически важным направлениям.

Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/02/08/oleg- ... skoj-nauki

Вӗсем ҫинче барокко тапхӑрӗнчи (1689 ҫ. ), Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫичченхи (1939 ҫ. ), вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи (1945 ҫ. ) тата хальхи вӑхӑтри хула тавралӑхне кӑтартнӑ.

На них изображен городской пейзаж в период барокко (1689 г. ), до Второй мировой войны (1939 г. ), после войны (1945 г. ) и в нынешнем состоянии.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Голсуорси пьесӑсем те, романсем те ҫырнӑ пулин те, ҫак тапхӑрта вӑл ҫапах та пьесӑсемпе ӗҫлеме кӑмӑлланӑ, вӗсен тӗп теми, вӑл вӑхӑтри ытти нумай ҫыравҫӑсенни пекех, расна классемпе халӑх хушшинчи хутшӑнусем пулнӑ.

Хотя Голсуорси писал и пьесы, и романы, он в этот период всё-таки предпочитал работать над пьесами, основной темой которых, как и у многих других писателей того времени, были классовые и социальные взаимоотношения.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Художница тӑвакан кашни япала пирӗн вӑхӑтри йӑла-йӗркесемпе тачӑ ҫыхӑнни кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Анчах ҫав тумсемпе йӑласем чӑвашсен иртнӗ вӑхӑтри пурнӑҫӗнче пулнӑ, ҫавӑнпа та Тилли юррисем пек произведенисенче тӗл пулма пултараҫҫӗ те, вырӑнлӑ та.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Радиовещанипе телевиденири партин подручнӑйӗсем хӑйсен тивӗҫне ҫакӑнта кураҫҫӗ: хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалӑн, вӑйлӑ рупӑрӑн, «хутсӑр тата инҫете ҫитекен хаҫатӑн» тата сенкер экранӑн пысӑк майӗсемпе усӑ курса, пӗтӗм пултарулӑхпа ӗҫ ҫыннисене коммунизм строительствинче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантармалла, хальхи вӑхӑтри геройсен ӗҫӗпе пурнӑҫне уҫӑмлӑн та витӗмлӗн кӑтартмалла, Тӑван ҫӗршыва коммунизм патне ҫывхартма пулӑшса пымалла, халӑх ырлӑхӗшӗн парти хушнӑ тата чӗре сӗннӗ пек пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Хуҫалӑхпа культура ыйтӑвӗсене «Партин XXII съезчӗн решенийӗсене пурнӑҫлатпӑр», «КПСС Центральнӑй Комитечӗн мартри Пленумӑн решенийӗсене — пурнӑҫа», «Пирӗн вӑхӑтри геройсем», «Ҫичӗ ҫуллӑх ҫыннисемпе ӗҫӗсем», «Пирӗн маяксем», «Пирӗн экономика районӗнче» радиохаҫатра, «Чӑваш ҫӗршывӗ стройкӑра», «Чӑваш ҫӗршывӗнче» радиожурналсенче, «Ҫӗнӗ стройкӑсем ӗҫе кӗреҫҫӗ» тата ытти передачӑсенче анлӑ ҫутатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пирӗн вӑхӑтри герой — коммунизм тӑвакан ҫын.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Акӑ вӑл пирӗн вӑхӑтри герой!

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл хӑй пурӑнакан вӑхӑтри кун-ҫула, хӑй вӑхӑтӗнчи халӑхсен, ҫынсен нумай енлӗ пурнӑҫне ҫырса-сӑнласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Сӑмахран, 2000-2011 ҫулсенче Ҫурҫӗр Рейн-Вестфали ҫӗрӗн халӑхӗ 0,9 % чакнӑ, Германие пӗтӗмӗшле илсен ҫав вӑхӑтри кӑтарту 0,5 % пӗчӗкленнӗ, Рур облаҫӗнче вара халӑх йышӗ 4,2 % таранах чакнӑ.

Например, с 2000 по 2011 гг. население земли Северный Рейн Вестфалия сократилось на 0,9 %, тогда как в Германии в целом оно уменьшилось на 0,5 %, а в Рурской области на 4,2 %.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Хальхи вӑхӑтри кит тытас ӗҫ

Современный китобойный промысел

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Маларах ҫырнӑччӗ ҫемьесенче тӗрлӗ вӑхӑтри ачасем йышлӑ пулнӑ тесе.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Касӗ ытла вӑрӑм пулмасан та, кил шучӗ нумаях мар пулин те хамӑр вӑхӑтри ача ушкӑнӗсем виҫҫе-тӑватта ҫитетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Хамӑр вӑхӑтри каччӑсене вӗлерсе пӗтерсен кам пирӗн ҫине пӑхӗ?

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Адриан императорта ларнӑ вӑхӑтри Египет провинцинчи Адриан ҫулӗ.

Адрианова дорога на карте провинции Египет во времена императора Адриана.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Граждан вӑрҫин эпизочӗсенче вӑл хӑйне евӗрлӗ уйрӑмлӑх тупма пӗлнӗ, ҫав вӑхӑтри революциллӗ романтикӑна чӗррӗн кӑтартма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех