Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аптрамӑпӑр (тĕпĕ: аптра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шухӑшӗ япӑх мар, анчах арман чулӗ те ҫӑмӑл япала мар, ҫапах та аптрамӑпӑр, мӗнле те пулин кустарса килкелӗпӗр.

Мысль была неплохая, да и жернов тоже был ничего себе, и мы решили, что как-нибудь справимся.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ну, аптрамӑпӑр, ман ун йышши ҫеҫ мар пулнӑ, вырӑн ҫинчех выртма тиврӗ, халӗ куратӑн ав, чӗп-чӗрех.

Ну ничего, у меня были дела похуже, я было совсем в лежанку перешел, а теперь, видишь, бодрюсь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Сывӑ пул, манӑн савнӑ Варюха-горюха, ан тунсӑхла, лайӑх вӗрен, эпир унта сансӑр аптрамӑпӑр.

— До свидания, милая моя Варюха-горюха, не скучай и хорошенько учись, а мы там без тебя не пропадем.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аптрамӑпӑр.

Ничего.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Аптрамӑпӑр, ӗҫне хамӑрах тӑвӑпӑр, апат ҫимелле пулнӑ ҫӗре вӗсем те, иккӗмӗш фронт тенисем те персе ҫитӗҫ.

— Ничего, с работой, бог даст, и одни справимся, а к обеду, чай, и они поспеют, второй-то фронт.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех