Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗн (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗкки силленет те, ун айӗн кӑлкан пек ҫилхи вӗҫсе пыни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михха, куҫ харши айӗн сӑнаса лараканскер, малтанхи хӑрушлӑх иртсе кайнине ӗненсен, кӑмӑллӑн сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурин ҫине те куҫ айӗн сиввӗн, пӑталаса хурасла пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Вӑл пысӑках мар та сарлака хулпуҫҫиллӗ, кӑшт курпунланнӑ, куҫ айӗн витӗр шӑтарасла пӑхакан ҫынччӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Вылякан ушкӑнра паллакан ҫамрӑксем те, хулара ӳснӗ яшсем те, тӗрмере ларса тухнӑ, куҫ айӗн витӗр шӑтарасла пӑхакансем те пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Хӗр ман ҫине пуҫне усса куҫ айӗн шӑтарасла пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Пӗлетӗр-и?.. — Кӑкӑр умӗнчи кӗсьерен симӗс хуплашкаллӑ пысӑк мар блокнот тата шариклӑ кӗске ручка кӑларчӗ те сӑмса айӗн мӑкӑртата-мӑкӑртата ҫырчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Монтажниксен сарлака пиҫиххийӗпе ҫыхӑнса ҫекӗл карабинӗпе колонна ункинчен-кӑканӗнчен ҫакланнӑскер, ҫак ҫӳллӗшре те вӑл хӑйне «килти» пекех туять пулмалла, пӗр шиксӗр хӑй ӗҫне тӑвать, «Юлашки электричка» юрра сӑмса айӗн ӗнерлет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кабинӑран тухнӑ Степнов унталла куҫ айӗн пӑхса шӑл йӗрчӗ те, ним пулман пекех, апата кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Тӗрӗсле, тӗрӗсле, — сӑмса айӗн мӑкӑртатрӗ Ваҫҫа, — пӗр ҫыпҫӑннӑскер, уйрӑлас ҫук эс манран.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тунката ҫине кайса ларчӗ те Дубов пӑчка урлӑ-пирлӗ ҫавӑркаласа пӑхакан Яккӑва куҫ айӗн сӑнама пуҫларӗ: мӗн хӑтланӗ-ха ку малалла?

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Бухгалтер ун ҫине куҫ айӗн, самаях чеен, ҫапах та яланхи пекех кӑмӑллӑн, ним пӑлханмасӑр пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ вӗсем кашни кӗреҫе ывӑтмассерен Васса ҫине куҫ айӗн те пулин пӑхса илеҫҫӗ, тем мӑкӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

И стало все равно Есть он или нет Тот волшебный свет, — сӑмси айӗн мӑкӑртатса, лакӑмсемпе лупашкасене уямасӑр утрӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ку ҫырма кӑнтӑрла урӑхларахчӗ пек: ӑшӑхрахчӗ те типӗччӗ. ту айӗн лапамӗнче тыллапуҫҫисем те ҫукчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак хушӑра Сурӑм шывӗ леш енчен пӗр арҫын ал айӗн Саньӑпа Сухви еннелле пӑхса тӑни, унтан умлӑн-хыҫлӑн виҫӗ хутчен вӑрӑм пушӑпа шартлаттарни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унтан сӗрӗмленекен вӑрман тӑрринелле хӗвеле хирӗҫ ал айӗн пӑхрӗ те шартах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗрача, палламан ҫынсенчен ютшӑнса, хӑрах аллипе куҫне, тепӗр аллипе кӗпе аркине хуплать, кӗҫ-вӗҫ йӗрсе ярас пек, куҫ айӗн пӑхса, тутине тӑсать, унтан сиксе тӑрать те тара парать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗсӗкрех ҫырӑ куҫӗ сайра куҫ харши айӗн пӗрехмай куларах пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Хушшӑн-хушшӑн пӳлӗмре каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳретӗп те ҫапла — кускер ман ҫине куҫ айӗн тӗлӗнсе-е пӑхать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех