Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Инкекӗ (тĕпĕ: инкек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫырма-ҫатра — чӑваш ҫӗршывӗн инкекӗ, унпа ҫине тӑрса кӗрешмесен пирӗн уйсене вӑл вупӑр карчӑкӗ пекех ҫӑтса ярать, халӑха выҫӑ хӑварать», — ҫапла ҫырнӑччӗ пӗр ҫырӑвӗнче Сантӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ара, кусем драгунсем-ҫке! — аллисене ҫыхнӑ ҫынсене тумӗсенченех палласа кӑшкӑрсах ячӗ Тимофей-хусах, вара паҫӑр хӑйсен инкекӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ ирҫерен: — Апла эсир вӗсене тапӑнса ӗлкӗртӗр-им? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хырӑм инкекӗ пӗтерчӗ мана, — кулса ячӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм Хунчар йӑхӗн инкекӗ пулчӗ-ҫке ку!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара ним инкекӗ те пулмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахӑртнех, ҫавӑн пиркиех инкекӗ те.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Участок вӗҫӗнчи станок патӗнче пулса иртрӗ те ӗнтӗ пӗтӗм инкекӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

«Инкекӗ иккӗн, усалӗ улттӑн килсех тӑраҫҫӗ», — тенӗччӗ пӗркун Лавр Кузьмич Макара ҫурма шӳтле.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Мӗн эсӗ, тӑванӑм, питӗ салхуллӑ, тем инкекӗ пулмарӗ пуль-ҫке?

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Инкекӗ иккӗн, усалӗ улттӑн килех тӑраҫҫӗ, тусӑм.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Темӗн инкекӗ пулмарӗ пуль-ҫке? — пӑшӑрханса ыйтрӗ Макар.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эсир пӗрре чӑннипех пулӑшма килсе ҫитетӗр, кирек мӗнле майсӑр лару-тӑрӑва та, ан тив вӑл техногенлӑ сӑлтавпа е ҫут ҫанталӑк витӗмӗпе пулакан пушар, шыв илни, ҫул ҫинчи транспорт инкекӗ е ытти пӑтӑрмах пултӑр, пуринчен малтан тӗплӗн тишкерсе тухса ӑна сирмелли майсене палӑртатӑр.

Вы приходите на помощь по первому зову, первыми реагируете на любую чрезвычайную ситуацию, будь то техногенные и природные пожары, наводнения, дорожно-транспортные происшествия или другие бедствия.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Ҫӑлавҫӑ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/27/gla ... et-s-dnyom

Ашшӗ вӑтӑр тенкӗ укҫа кӑларса пачӗ те парӑнса килӗшме сӗнекен сасӑпа: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачам, тем пулсан та кӑмӑлна тӳлеккӗн тытма тӑрӑш. Ятлаҫса ҫӗнтерес те, хӑратас та ҫук ӑна. Хуна валли инкек шырани ҫеҫ. Аннӳ тем чул та каларӗ мана… Чунӗ сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр… — Ҫтаппан сӑхсӑхса илчӗ. — Ан ҫыхлан ҫавӑнпала, пӑрӑн ун ҫулӗ ҫинчен терӗ. Эпӗ итлемерӗм. Мӗнпур инкекӗ те ҫавӑнтан сиксе тухрӗ. Эсӗ ӑслӑрах пул. Кӑмӑллӑн калаҫса татӑлма тӑрӑш. Ҫӗре ҫеҫ каялла ҫавӑрса илесчӗ. Каллех ӗлӗкхи пек пурӑнма пуҫлӑттӑмӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хресченсен инкекӗ вырӑнти тӳре-шарасем тата Михха пек киревсӗр пуянсем ашкӑннине патша пӗлменнинчен килет тенӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурнӑҫра тем инкекӗ килсе тухас пулсан та, пӗр-пӗрне пӑрахас марччӗ пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Владимир Ильич питех йывӑр чирлӗ пулсан, ӑна пушар пирки пӗлтерсе ҫырнӑ ҫырӑва памалла мар, хӑйсен инкекӗ ҫинчен сӑмахпа та каламалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӗсен инкекӗ урӑхларах пулнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унсӑрӑн кайран инкекӗ пысӑкрах пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри мӑрсан Сӗве хулинче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен, хӑйӗн инкекӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пама тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫутҫанталӑк инкекӗ чылай ҫӗрте сиен кӳнӗрен, паллах, аварипе кӗрешесси тунтикун та тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех