Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Выртрӑм (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малараххисенче аван паллӑсемех илнӗ, тепӗр утӑм ҫеҫ тумалла тесе шутласа сумкӑна кирлӗ ручкӑсем тата экзамена илсе кӗме юранӑ ытти ӑпӑр-тапӑра хутӑм, тумтире хатӗрлерӗм, будильнике ирхине ултӑ сехетре шӑнкӑравласа ятӑр тесе лартрӑм та кӑнтӑр иртсенех ҫывӑрма выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Киле шӑпӑрт ҫеҫ кӗтӗм те никама систермесӗр урана, хӑрах пушмака пылчӑкран тасатса ҫывӑрма выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ку хутӗнче вӑл мана асӑрхаттарма-ятлама пултарайманнишӗн савӑнса Ирина Алексеевна патне чупсах васкарӑм, — ура сӑнчӑртан ҫакланчӗ, — ун умне, ури патне, хӗвелре ӗнтӗркенӗ ӑман пек, тӑсӑлса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эпӗ кунта пульницӑра чылай шутласа выртрӑм та, чӑн малтан, пӗтнӗ ӗне фермине тепӗр хут хута ямалла терӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпӗ те выртрӑм.

Я тоже лег.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эсир пӗлнӗ вӗт-ха: эпӗ, базӑна ҫитсе пӑр ҫинче мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлтерсенех, хӑрушла вӑйлӑ гриппа чирлесе ӳкрӗм те икӗ эрне хушши пӳлӗмрен тухмасӑр выртрӑм».

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ выртрӑм та, епле… — Кирле ҫумне хыттӑн тӗршӗнчӗ Курак матки.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Темӗнччен шухӑшласа выртрӑм вӑрансан.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

- Пӗр кунхине вара торф тиесе килтӗм те баракри виҫ хутлӑ нар ҫине хӑпарса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Ҫӑлӑнас шанчӑк юлмарӗ ун чухне, анчах ҫав вӑхӑтра ман вилӗм сехечӗ ҫитмен пулнӑ-ши: хӑватлӑ юхӑм темлерен сӗвек вырӑналла ҫаврӑнчӗ те, ура ҫӗре перӗннине туйса эп мӗнпур вӑя пухрӑм, шыв юхӑмӗн ытамӗнчен хӑтӑлса аран-аран тип ҫӗр ҫине тухса тӑсӑлса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Каҫхине килен-каякансен ҫуртне вырнаҫсан, эпӗ каллех ҫав йӗкӗте аса илтӗм, вырӑн ҫинче чылайччен ун ҫинчен шухӑшласа выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Питӗ йывӑр выртрӑм пӗр вӑхӑтра, чӗрӗлейместӗп пуль, тенӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫывӑрма выртсан та эпӗ ун ҫинчен кӑна шухӑшласа выртрӑм, ӑсра, сисмесӗрех, хамӑр калаҫӑва тепӗр хут кала пуҫланӑ:

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Юлашкинчен, хӗвелтухӑҫ енӗ шурала пуҫланине тупса, эпӗ кӗҫналӑкран малтанхи пекех асӑрханса кӗтӗм те аслӑк ҫине хӑпарса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Паҫӑртанпах эпӗ пуҫ тӑрринче темскер сӑрлатнӑ сасӑ илтсе выртрӑм, кашта синче шурӑ япаласем ҫакӑнса тӑнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ нумайччен куҫа хупмасӑр выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ ачана ача ҫуртне вырнаҫтартӑм та, общежитие кайса, ҫывӑрма выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кинеми мана тарӑхман-ши тесе кравать ҫинче пӗр хушӑ хускалмасӑр выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрсех утӑ ҫулакансем умӗнче саркаланса-сӗркеленсе тӑма аван мар — вӑрманалла кӗтӗм, лӑпӑска ҫӑка айӗнчи ҫемҫе курӑк ҫине выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӑхӑр сехет кӑна пулин те, ҫывӑрма выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех