Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Варнава (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӑванӑм! — терӗ Варнава витӗмлӗн.

— Брат мой! — сказал он проникновенно.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Варнава аллине Дюк хул пуҫҫи ҫине хучӗ.

Варнава положил руку на плечо Дюка.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Варнава тӑванӑм, каҫарсамӑр мана!

Извините меня, брат Варнава.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Дюк тӑванӑм! — ӳпкевлӗн хашлатрӗ Варнава.

— Брат Дюк! — укоризненно вздохнул Варнава.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Варнава ҫӗнӗ ҫыннӑн питне тимлӗн тинкерет: ҫирӗп пӗркелентернӗ, яланах ҫиллес ҫамкине, ун айӗнче йӑлтӑртатакан пӗчӗк те йӑваш, кирлӗ чухне сиввӗн те хаяррӑн тӗксӗмленме пӗлекен куҫӗсене; унӑн вушар-кутӑн ҫӑварне, мӑнтӑр пит ҫӑмартисемпе шыҫмак сӑмсине, ӗмӗрхи мухмӑра пула кӑшласа пӗтернӗ, кӑштах кӑвак ҫапнӑ мӑйӑхне тата пӑхӑнтаракан сӑнлӑ янахне.

Варнава пристально изучал лицо новичка, его вечно хмурый, крепко сморщенный лоб, под которым блестели маленькие, добродушные, умеющие, когда надо, холодно и грозно темнеть глаза; его упрямый рот, толстые щеки, толстый нос, изгрызенные с вечного похмелья, тронутые сединой усы и властное выражение подбородка.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Варнава сюртук аркине пӳрне вӗҫӗсемпе якатса курӑк ҫине асӑрхануллӑн ларчӗ.

Варнава, расправив кончиками пальцев полы сюртука, осторожно присел на траву.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Хӗпӗртетӗп те хӑпартланатӑп, — хӑлхана ҫурасла кӑшкӑрчӗ Варнава.

— Радуюсь и торжествую! — закричал Варнава пронзительным голосом.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Варнава тачӑ тӳмеленӗ хура сюртукпа, хулӑн кӗлеллӗ пушмакпа, хура шӑлаварпа.

Варнава носил черный, наглухо застегнутый сюртук, башмаки с толстыми подошвами и черные брюки.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Авӑ аслӑ тӑван Варнава килет!

Вот идет старший брат Варнава.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Унтан Варнава коллектива ырӑ ӗҫсем тума пил пачӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Варнава, Василий атте /Пьер Паскье/ служба ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

10. Манпа пӗрле тӗрмене хупнӑ Аристарх сире салам ярать, тата Варнава тӑванӗн ывӑлӗ Марк та салам ярать (ун ҫинчен эпӗ сире каланӑччӗ; вӑл сирӗн пата пырсассӑн, ӑна хапӑл тӑвӑр); 11. Иуст теекен Иисус та салам ярать; ӳт кастарнисенчен вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ манпа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ.

10. Приветствует вас Аристарх, заключенный вместе со мною, и Марк, племянник Варнавы [о котором вы получили приказания: если придет к вам, примите его], 11. также Иисус, прозываемый Иустом, оба из обрезанных.

Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Унпа пӗрле ытти иудейсем те икӗпитлӗн хӑтланчӗҫ, Варнава та вӗсен икӗпитлӗхне ҫакланчӗ.

13. Вместе с ним лицемерили и прочие Иудеи, так что даже Варнава был увлечен их лицемерием.

Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Ҫавна пула тавлашу тухнӑ та, вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ; Варнава Марка илнӗ те шывпа ишсе Кипра кайнӑ; 40. Павел хӑй валли Силана суйласа илнӗ; тӑвансем ӑна, Турӑ тивлетне шанса, ҫула кӑларса янӑ.

39. Отсюда произошло огорчение, так что они разлучились друг с другом; и Варнава, взяв Марка, отплыл в Кипр; 40. а Павел, избрав себе Силу, отправился, быв поручен братиями благодати Божией.

Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Варнава хӑйсемпе пӗрле Марк теекен Иоана та илсе каясшӑн пулнӑ.

37. Варнава хотел взять с собою Иоанна, называемого Марком.

Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Павелпа Варнава ӗнтӗ Антиохире юлнӑ; унта вӗсем ытти чылай ҫынпа пӗрле Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗрентсе, Ырӑ Хыпар сарса пурӑннӑ.

35. Павел же и Варнава жили в Антиохии, уча и благовествуя, вместе с другими многими, слово Господне.

Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Павелпа Варнава вӗсемпе хытӑ тавлашнӑ, вӗсем хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ, вара ҫав ӗҫ пирки Павелпа Варнавӑна тата хӑш-пӗр ӗненекенсене Иерусалима апостолсемпе пресвитерсем патне яма шутланӑ.

2. Когда же произошло разногласие и немалое состязание у Павла и Варнавы с ними, то положили Павлу и Варнаве и некоторым другим из них отправиться по сему делу к Апостолам и пресвитерам в Иерусалим.

Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иконире те Павелпа Варнава иудейсен синагогине кӗнӗ, унта вӗсем питӗ витӗмлӗн вӗрентнӗ; ҫавӑнпа темӗн чухлӗ иудей, темӗн чухлӗ эллин Турра ӗненнӗ.

1. В Иконии они вошли вместе в Иудейскую синагогу и говорили так, что уверовало великое множество Иудеев и Еллинов.

Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Вара Павелпа Варнава хӑюллӑн та ҫирӗппӗн ҫапла каланӑ: Турӑ сӑмахне чӑн малтан сире каласа кӑтартмаллаччӗ; анчах эсир ӑна йышӑнмастӑр, хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме тивӗҫсӗр тӑватӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир суя тӗнлисене вӗрентме тытӑнатпӑр.

46. Тогда Павел и Варнава с дерзновением сказали: вам первым надлежало быть проповедану слову Божию, но как вы отвергаете его и сами себя делаете недостойными вечной жизни, то вот, мы обращаемся к язычникам.

Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Антиохири ӗненекен ушкӑнра ҫакӑн пек пророксемпе вӗрентекенсем пулнӑ: Варнава, Нигер теекен Симеон, Киринея ҫынни Лукий, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑракан Иродпа пӗрле вӗренсе ӳснӗ Манаил тата Савл.

1. В Антиохии, в тамошней церкви были некоторые пророки и учители: Варнава, и Симеон, называемый Нигер, и Луций Киринеянин, и Манаил, совоспитанник Ирода четвертовластника, и Савл.

Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех