Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехет сăмах пирĕн базăра пур.
сехет (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран-кайран, каҫпа вунпӗр сехет ҫитерехпе, разведчиксем тавӑрӑнчӗҫ.

Наконец около одиннадцати часов ночи разведчики вернулись.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫхине сакӑр сехет.

Восемь часов ночи.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн каҫпа сакӑр сехет ҫитсен тухса каймалла.

Отъезд его был назначен на восемь часов вечера.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Дункана» Туфольд бухтине илсе килме кун ҫумне тата икӗ кун хушса хурӑр, тепӗр ҫирӗм тӑватӑ сехет лагере ҫитме.

Прибавьте к этому два дня для того, чтобы привести «Дункан» к бухте Туфольда, и двадцать четыре часа, чтобы достигнуть лагеря.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Усӑсӑр шыраса ҫӳресе пӗр сехет ирттерчӗҫ.

Напрасные поиски продолжались уже около часа.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫхине, вунпӗр сехет ҫитерехпе, майор йывӑр ыйхӑран вӑранчӗ.

Около одиннадцати часов вечера майор очнулся от тяжёлого сна.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах станци ҫӗрӗсем татах пилӗк миле ҫитиччен тӑсӑлса пычӗҫ, ҫавӑнпа та тӑхӑр сехет тӗлӗнче тин скваттерсен юлашки ҫӗрӗнчен тухса, Виктори провинцийӗн никам килсе курман ҫӗрӗсене шалалла кӗрсе кайрӗҫ.

Но владения станции тянулись ещё целых пять миль, и только к девяти часам утра путешественники выехали за последнюю ограду и углубились в почти неисследованную область провинции Виктория.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑна пӗр литр шыв ҫине ҫур кӗрепенке чей ярса тӑватӑ сехет вӗретнӗ.

Литр воды, в которой четыре часа варилось полфунта чаю.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫпа ултӑ сехет ҫывхарса пырать.

Было уже около шести часов вечера.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехет ҫитерехпе йытӑсем ҫав тӗлӗнтермӗш хутаҫлӑ чӗрчунсене кӗтӗвӗпех хӑваласа кӑларчӗҫ.

Около четырёх часов пополудни собаки вспугнули стаю этих любопытных сумчатых животных.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑватӑ сехет хушши кавалькада хӑйӗн пысӑкӑшӗпе Германинчи хӑш-пӗр государствӑсенчен ирттерекен станцин аллейисемпе хирӗсем тӑрӑх ҫӳрерӗ.

В продолжение четырёх часов кавалькада галопировала по аллеям и полям станции, превосходившей своими размерами некоторые из германских государств.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак вуникӗ сехет кая юлни вуник сехетлӗ кану пулса тӑмалла, вӑл ҫынсемшӗн кӑна мар, станцинчи ирӗк витесенче питӗ аван вырнаҫтарнӑ лашасемпе вӑкӑрсемшӗн те ҫавах пулмалла.

Эти двенадцать часов запоздания должны были превратиться в двенадцать часов отдыха и не только для путешественников, но и для лошадей и быков отлично разместившихся в просторных конюшнях станции.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку чӑнах та тӗрӗсе килме пултараймасть, ҫавӑнпа ученый темле пӗлмелле мар кайӑк Эрарпа Плейель сассисене ҫавӑн пекех ӑнӑҫлӑ ӳкернӗ пулӗ тесе шухӑшласан, мая та килӗ терӗ, мӗншӗн тесен Австралин ытти кайӑкӗсем те сехет пек аванах шаккаҫҫӗ, е пушӑ пек шартлаттарса яраҫҫӗ.

И это действительно было настолько неправдоподобно, что учёный считал более вероятным предположение, что это какая-то неизвестная птица так же удачно подражает звукам Эрара или Плейеля, как другие австралийские птицы подражают тиканью часов или хлопанью бича.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сеймурӑн юлашки ҫурчӗсем куҫран ҫухалнӑ хыҫҫӑн тата ҫур сехет кайсан, отряд каллех хӗвелтухӑҫнелле таҫта ҫитичченех тӑсӑлса пыракан эвкалипт йывӑҫҫисен вӑрманне кӗрсе кайрӗ.

Через полчаса после того как исчезли из виду последние дома Сеймура, отряд снова вошёл в эвкалиптовый лес, тянущийся далеко на восток.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫпа, вунӑ сехет ҫитсен, пурте Ольбинет кӑтартнисемпе хатӗрленӗ сӗтел тавра пуҫтарӑнса ларчӗҫ.

В десять часов вечера они уселись за стол, накрытый по указаниям мистера Ольбинета.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫпа, тӑхӑр сехет тӗлнелле, караван Сеймурӑн сарлака урамӗсене кӗнӗ чухне, уйӑх анма пуҫларӗ.

Было около девяти часов вечера, Луна склонялась уже к горизонту, когда караван вступил на широкие улицы Сеймура.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Икӗ сехет ҫӳресен Паганель пӗр лайӑх трактир курчӗ те, хӑйӗн тусӗсемпе отряда тавӑрӑниччен, ҫавӑнта кӗрсе канма шутларӗ.

После двухчасовой прогулки Паганель заметил вполне приличного вида трактир и предложил своим спутникам зайти туда и отдохнуть перед возвращением в караван.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кунта ҫавӑн пек йӗрке пур: эксплуатацине кӗнӗ вырӑнсенчи пӗр-пӗр участкӑра, пысӑк праҫниксемсӗр пуҫне, ӗҫлекенсем ҫирӗм тӑватӑ сехет хушши пулмасан, вара ҫав участкӑ пӗтӗм халӑхӑн тивӗҫӗ пулса тӑрать.

Здесь существует такое правило, что если на каком-нибудь участке в эксплуатируемой местности не производятся разработки в течение двадцати четырёх часов подряд, за исключением больших праздников, то такой участок становится общественным достоянием.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Фургона вӑл Айртонпа Мюльреди аллине парса малтан ячӗ те, темиҫе сехет иртсен, вӗсене хӑваласа ҫитме пулчӗ.

Он отправил фургон вперёд под присмотром Айртона и Мюльреди и пообещал нагнать их несколькими часами позднее.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вунпӗр сехет тӗлӗнче ҫулҫӳревҫӗсем ӗҫе кӗнӗ рудниксен варрипе пычӗҫ.

В одиннадцать часов путешественники находились уже в самом центре рудных разработок.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех