Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑплӑх сăмах пирĕн базăра пур.
шӑплӑх (тĕпĕ: шӑплӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калӑн вара: тулашри шӑплӑх ытамне пула унӑн чунӗ тӗпӗнчен темӗнле пӗр уншӑн ҫеҫ паллӑ сасӑсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫав сасӑсене вӑл пӗтӗм вӑйран тимлесе итлет.

Казалось, под влиянием внешней тишины из глубины его души подымались какие-то ему одному доступные звуки, к которым он будто прислушивался с напряженным вниманием.

I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, кӑнтӑрлахи шӑрӑх самантсенче ҫынсем те ҫӳреме пӑрахсан, пӗр вӗҫӗмсӗр те ним сас-чӗвсӗр шӑвакан пурнӑҫ вӑйне кӑна палӑртса, ҫутҫанталӑкра яланхи пек мар шӑплӑх пуҫлансан, суккӑр ачан пичӗ ҫинче уйрӑмах расна йӗрсем палӑратчӗҫ.

По временам, в жаркий полдень, когда вокруг все смолкало, когда затихало людское движение и в природе устанавливалась та особенная тишина, под которой чуется только непрерывный, бесшумный бег жизненной силы, на лице слепого мальчика являлось характерное выражение.

I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Суд ларӑвӗ пыракан пӳлӗмре масар ҫинчи пек шӑплӑх.

Если бы все присутствующие на заседании суда вдруг очутились в гробу, то и тогда бы в зале не могло быть тише.

III. Сасӑлани // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Башньӑри ялт хыпса илекен йӑмӑх ҫутӑсемпе уҫҫӑн мар илтӗнекен сасӑсем тата тӗттӗмпе шӑплӑх — тертленсе пӗтнӗ мӗскӗн хӗрарӑма нумайччен шухӑша ярса асаплантарчӗҫ.

Свет и звуки исходили из башни, как мы только что сказали, с перерывами, представляя собой мучительную загадку для несчастной матери.

I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫӗрӗ лӑпкӑ, ҫав тери тӗттӗм, хупӑрласа илнӗ башня тавра, вӑрманта та, тӳрем сӑртлӑхра та, виле шӑтӑкӗнчи евӗр шӑплӑх тӑрать.

Ночь выдалась темная, над равниной и в лесу, подступавшему к башне, стояла зловещая тишина.

IX. Улӑпсем гигантсене хирӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хушӑран хушӑ сасартӑк шавран та хӑрушӑ шӑплӑх хупласа илет.

Временами воцарялась тишина, еще более гнетущая, чем шум битвы.

IX. Улӑпсем гигантсене хирӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ун хыҫҫӑн каллех шӑплӑх пуҫланчӗ.

Затем снова воцарилась мертвая тишина.

V. Ҫул вӗҫленчӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Уҫӑ чӳречерен ҫуллахи каҫӑн ӑшӑ ҫилӗ вӑркӑшса кӗрет; сӑртсемпе лапамсенчен килекен чечек шӑрши лӑпкӑ ҫилпе хутшӑнса каять; йӗри-тавра никам пӑсман шӑплӑх тӑрать; пурте ялкӑшса ҫиҫет; пур ҫӗрте те ырӑ.

В открытые окна вливалось теплое дуновение; аромат полевых цветов, доносившийся из оврагов и холмов, смешивался с дыханием вечера; мирные просторы звали к милосердию, все сияло, все умиротворяло.

VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Шӑплӑх вӑл — ҫын хӑйӗн хурлӑхне пӗтӗм чӗререн тӳссе ирттернине палӑртать.

Молчание — прибежище простых душ, вступивших в зловещие недра скорби.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ӑна шӑплӑх вӑратрӗ.

Его разбудила тишина.

Ашшӗн аттисем // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 26–27 с.

Чун-чӗрипе те, хӑй таврашӗнче курни-илтнипе ҫавӑн чухлӗ тертленсе ирттернӗ ҫыншӑн каҫхи ҫак лӑпкӑ вӑхӑтра пӗлӗтпе ҫӗре хупласа тӑракан шӑплӑх илемсӗр пулма пултараймасть.

В глазах этого человека, жертвы стольких бурь, и внешних и внутренних, эти переживаемые им минуты покоя получали особую прелесть, ввиду полной и безусловной тишины как на небе, так и на земле.

II. Хӑлхаллӑ пулин те илтмест // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Талӑк хушшинче пӗр сас-чӳ илтӗнмен вӑхӑт та пулать, вӑл вӑхӑт — каҫхи шӑплӑх.

В сутках бывают часы безмолвия и тишины.

I. Хӑйӑр сӑрчӗн тӑрри // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫутҫанталӑкра, яланхи пекех, хӗвел анса ларас умӗнхи темле ӑнланса илмелле мар шӑплӑх тӑрать.

В природе ощущалась та смутная тревога, которая предшествует наступлению ночи.

II. Мужик ӑс-тӑнӗ полководец пӗлнин тӗшне тӑрать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Корвета шӑплӑх пусса илчӗ.

На корвете водворилось мертвое молчание.

VIII. 9-380 // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пӗве ҫинче халӗ те тӗлӗнмелле шӑплӑх тӑрать.

На пруду снова было таинственно и тихо.

6 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Шӑплӑх

Куҫарса пулӑш

1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Таврара шӑплӑх.

Полнейшая тишина.

XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Таврара темле, ӑнланмалла мар шӑплӑх тӑрать.

Стояла какая-то особенно строгая тишина.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Шарӑх, шӑплӑх, ирӗк вырӑнсем, — вӑл, керлыга ҫине таянса, хуллен кӑна асаттесен ашшӗсен похочӗсем ҫинчен юрлать.

Зной, тишина, просторы, а он, опершись на герлыгу, поет в треть голоса о прадедовских походах.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Сивӗсемпе пӗрле килекен юмахри пек шӑплӑх тӑрать.

Стояла та сказочная тишина, которая приходит с морозами.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех