Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнтӑм (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла Ҫӗрпӗве каясси пулмарӗ, ӗҫлесе ҫеҫ пурӑнтӑм.

Так не получилось ехать в Цивильск, жила и только работала.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пӗр талӑк ытла пурӑнтӑм ҫав вырӑнта кун хыҫҫӑн, никама та курмарӑм, нимӗн те тупаймарӑм, – тенӗччӗ Александр Григорьевич пире.

Куҫарса пулӑш

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Атте-анне вӗрентнӗ чӑнлӑха ӗмӗрӗпех чӗре ҫывӑхне илсе пурӑнтӑм, — инҫетри ачалӑха таврӑнса калаҫрӗ ӗҫ ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫурҫӗрте, Вӑтам Азире, Монголире ӗҫлесе пурӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

7. Эпӗ тӑрӑшса ырӑ ӗҫ туса пурӑнтӑм, пурӑнӑҫ чуппине вӗҫлерӗм, чӑн тӗне пӑрахмарӑм.

7. Подвигом добрым я подвизался, течение совершил, веру сохранил;

2 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Кайран, виҫӗ ҫул иртсессӗн, эпӗ Иерусалима Петрпа курӑнӑҫма кайрӑм, ун патӗнче пӗр вунпилӗк кун пурӑнтӑм.

18. Потом, спустя три года, ходил я в Иерусалим видеться с Петром и пробыл у него дней пятнадцать.

Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эпӗ халиччен мӗнле пурӑнтӑм, малашне те ҫаплах пурӑнӑп: «эпир те сирӗн пекех ӗҫлесе тӑратпӑр» тесе мухтанмашкӑн сӑлтав шыракансене эпӗ ун пек сӑлтав тупма памӑп.

Но как поступаю, так и буду поступать, 12. чтобы не дать повода ищущим повода, дабы они, чем хвалятся, в том оказались такими же, как и мы.

2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Сирӗншӗн ӗҫленӗ чухне мана ытти ӗненекен ушкӑнсем пулӑшса тӑчӗҫ, эпӗ вӗсене тӑккалантарса пурӑнтӑм; сирӗн патӑрта ҫитменнипе асапланаттӑм пулсан та, эпӗ никама та аптӑратмарӑм: 9. манӑн ҫитменнине Македонирен килнӗ тӑвансем ҫитерчӗҫ; эпӗ сире унччен те чӑрмантарман, малашне те чӑрмантармӑп.

8. Другим церквам я причинял издержки, получая от них содержание для служения вам; и, будучи у вас, хотя терпел недостаток, никому не докучал, 9. ибо недостаток мой восполнили братия, пришедшие из Македонии; да и во всем я старался и постараюсь не быть вам в тягость.

2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эпӗ сире сӗтпе тӑрантарса пурӑнтӑм, хытӑ ҫимӗҫ памарӑм: эсир халсӑрччӗ, эсир халӗ те халсӑр, 3. мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ те ӳтшӗн пурӑнатӑр.

2. Я питал вас молоком, а не твердою пищею, ибо вы были еще не в силах, да и теперь не в силах, 3. потому что вы еще плотские.

1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Сирӗн патӑрта эпӗ халсӑрччӗ, хӑраса, темӗн тӗрлӗ чӗтресе пурӑнтӑм.

3. и был я у вас в немощи и в страхе и в великом трепете.

1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Мана иудейсем пурте мӗн ҫамрӑкранпах пӗлсе тӑраҫҫӗ: эпӗ малтан пуҫласах хамӑн халӑхӑм хушшинче, Иерусалимра, пурӑнтӑм, 5. вӗсем мана тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ, каласа кӑтартас тесессӗн, эпӗ фарисей пулса хамӑр тӗнри чи ҫирӗп вӗренӗве пӑхӑнса пурӑннине каласа пама пултараҫҫӗ.

4. Жизнь мою от юности моей, которую сначала проводил я среди народа моего в Иерусалиме, знают все Иудеи; 5. они издавна знают обо мне, если захотят свидетельствовать, что я жил фарисеем по строжайшему в нашем вероисповедании учению.

Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Павел синедрион ҫыннисем ҫине пӑхса каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмсем! эпӗ ҫак кунчченех Турӑ умӗнче таса кӑмӑлпа пурӑнтӑм, тенӗ.

1. Павел, устремив взор на синедрион, сказал: мужи братия! я всею доброю совестью жил пред Богом до сего дня.

Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

50. Халӑх, эпӗ каланӑ пек, хулана кайрӗ, 51. эпӗ вара, хама хушнӑ пек, ҫичӗ кун хушши хиртех пурӑнтӑм, ҫав кунсенче хир чечекӗпе ҫеҫ тӑранса пурӑнтӑм, маншӑн курӑк апат пулчӗ.

50. И пошел народ, как я сказал ему, в город, 51. а я оставался в поле в продолжение семи дней, как повелено мне, и питался в те дни только цветами полевыми, и трава была мне пищею.

3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: 43. эпӗ, санӑн чуру, типӗ варлӑ пулнӑ, упӑшкам пур ҫинчех вӑтӑр ҫул ҫуратаймасӑр пурӑнтӑм.

И она отвечала мне: 43. я была неплодна, раба твоя, и не рождала, имея мужа, тридцать лет.

3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринчи Тел-Авив теекен вырӑна куҫарса килнӗ халӑх патне ҫитрӗм, вӗсем пурӑнакан вырӑнта чарӑнса тӑтӑм та вӗсем хушшинче ҫичӗ кун тӗлӗнсе пурӑнтӑм.

15. И пришел я к переселенным в Тел-Авив, живущим при реке Ховаре, и остановился там, где они жили, и провел среди них семь дней в изумлении.

Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Асапӑм ҫакӑ: Мосох патӗнче ют ҫӗр ҫынни пек пурӑнтӑм, Кидар чатӑрӗсем таврашӗнче ҫӳрерӗм.

5. Горе мне, что я пребываю у Мосоха, живу у шатров Кидарских.

Пс 119 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

67. Асап куриччен эпӗ аташса пурӑнтӑм; халӗ вара Санӑн сӑмахна уяса пурӑнатӑп.

67. Прежде страдания моего я заблуждался; а ныне слово Твое храню.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫылӑха каламасӑр пурӑнтӑм та — куллен ахлатнӑран, йынӑшнӑран шӑммӑм-шаккӑм та хӑрӑнчӗ: 4. Санӑн аллу мана кунӗн-ҫӗрӗн пусса тӑчӗ; ҫуллахи шӑрӑхпа типнӗ евӗр, хӗрлӗ сӑнӑм шуралчӗ.

3. Когда я молчал, обветшали кости мои от вседневного стенания моего, 4. ибо день и ночь тяготела надо мною рука Твоя; свежесть моя исчезла, как в летнюю засуху.

Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иаков хӑй умӗнчен Исав пиччӗшӗ патне Эдом ҫӗршывне, Сеир ҫӗрне, хыпарҫӑсем янӑ, 4. вӑл вӗсене хытарса каланӑ: манӑн Исав хуҫама ҫапла калӑр: санӑн Иаков чуру акӑ ҫапла калать, тейӗр: эпӗ Лаван патӗнче пурӑнтӑм, халичченех унта пурӑнтӑм; 5. манӑн вӑкӑрсем, ашаксем, вак выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем те пур, хамӑн [Исав] хуҫамӑм умӗнче ырӑлӑх тупасчӗ тесе, эпӗ [санӑн чуру] хам ҫинчен пӗлтермешкӗн хыпарҫӑсем ятӑм, тейӗр.

3. И послал Иаков пред собою вестников к брату своему Исаву в землю Сеир, в область Едом, 4. и приказал им, сказав: так скажите господину моему Исаву: вот что говорит раб твой Иаков: я жил у Лавана и прожил доныне; 5. и есть у меня волы и ослы и мелкий скот, и рабы и рабыни; и я послал известить о себе господина моего [Исава], дабы приобрести [рабу твоему] благоволение пред очами твоими.

Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Акӑ эпӗ сан патӑнта ҫирӗм ҫул пурӑнтӑм; санӑн сурӑхусемпе качакусем пӑран пӑрахмарӗҫ; эпӗ санӑн кӗтӗвӳнти такасене пусса ҫимерӗм; 39. тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине сан патна илсе пымарӑм, вӑл сиенӗ ӗнтӗ ман ҫие пулатчӗ; кӑнтӑрла мӗн ҫухалнине те, ҫӗрле мӗн ҫухалнине те эсӗ манран шыраса илеттӗн; 40. кӑнтӑрла шӑрӑхпа, ҫӗрле сивӗпе асапланаттӑм; ыйӑхӑм вӗҫнипе куҫ хупмастӑм.

38. Вот, двадцать лет я был у тебя; овцы твои и козы твои не выкидывали; овнов стада твоего я не ел; 39. растерзанного зверем я не приносил к тебе, это был мой убыток; ты с меня взыскивал, днем ли что пропадало, ночью ли пропадало; 40. я томился днем от жара, а ночью от стужи, и сон мой убегал от глаз моих.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех