Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑннӑ (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан пӗр йӗпе, лутӑрканчӑк пилотка тӑхӑннӑ сержант, ҫывӑхри чӑрӑш вулли хыҫӗнчен пуҫне кӑларса, шанмасӑр ыйтрӗ:

Затем один коренастый сержант в мокрой помятой пилотке, высунувшись из-за комля ближней ели, недоверчиво спросил:

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫапӑҫу умӗн шинель вырӑнне улӑштарса тӑхӑннӑ симӗсрех тӗслӗ салтак ватникӗпе Яхно тата ҫӑмӑлтараххӑн, ҫӗкленсерех утнӑн туйӑнать.

В зеленоватом солдатском ватнике, на который он сменил перед боем шинель, Яхно казался еще подбористей и легче в ходьбе.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Крыльца ҫинче тата тепӗр нимӗҫ курӑнса кайрӗ: ҫӳлӗ те мӑнтӑрскер, урине вӑл сарӑ сӑран атӑ тӑхӑннӑ, атти тӗпне тимӗр ҫапнӑ пулас, чӑнклаттарса утнӑ сасӑ илтӗнет.

На крыльце показался еще один гитлеровец: высокий, тучный, в желтых сапогах, гремящих железом.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Иккӗшӗ те хулари тумпа, чаплах мар костюмсем тӑхӑннӑ.

Обе в простых городских костюмчиках.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗсемпе юнашар куҫлӑх тӑхӑннӑ пӗр вӑрӑм та типӗ ҫын, сӑнран пӑхма ялти учитель пекскер, тӑрмашать.

Рядом с ними возился высокий сухощавый человек в очках, по виду учитель сельской школы.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ икӗ ҫын сӗтел ҫине лартнӑ станковӑй пулемёта сӳтнӗ те тасатса тӑраҫҫӗ.

Два человека в военной форме разбирали и чистили на столе станковый пулемет.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Иккӗш те кӗрӗк пиншак, ҫӗлӗк тата лайӑх сӑран атӑ тӑхӑннӑ.

Оба были в полушубках, шапках и добрых сапогах.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӑматне тӑхӑннӑ хушӑра вӑл ҫапла каларӗ:

Надевая валенки, он сказал:

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл ӗҫ патне ҫӳремелли кивӗ пиншак тӑхӑннӑ, уринче ун ҫӗтӗлкелесе пӗтнӗ сӑран атӑ.

Он был в старом рабочем пиджаке и сильно разбитых сапогах.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑй вӑл типшӗм ҫын, ҫарти врач формине тӑхӑннӑ.

Это был сухопарый человек в форме военного врача.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫынни ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ, анчах ҫара уран, пиҫҫиххийӗ те, пилотки те ҫук.

Человек был в военной форме, но босый, без пояса и пилотки.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗр лутрарах та лӑстӑр-ластӑр чӑрӑш айӗнче ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ ҫын выртать.

Под невысокой, но разлапистой елью лежал человек в военной форме.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пике плюшран ҫӗлетнӗ темскерле хӗрлӗрех тӗслӗ кулӑшла тумтир тӑхӑннӑ, тумтирне йӳле янӑ, хӑй ҫара пуҫӑн, ҫӳҫне вырӑсла яка тураса лартнӑ, тӗрлӗ тӗслӗ тутӑрне мӑй ҫинелле антарнӑ.

Она была в рыжеватой плюшевой одежке, расстегнутой на груди, с открытой, по-русски, гладко причесанной головой и в цветном полушалке, сброшенном на шею.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Окопран тӗксӗм симӗс тӗслӗ каска тӑхӑннӑ Андрейӑн пуҫӗ курӑнса кайрӗ.

Из окопа показалась голова Андрея в тускло-зеленой каске.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл комбинезон тӑхӑннӑ, комбинезонӑн тӳмелемеллийӗ кӑкӑрӗ ҫинче пӗчӗк ҫӗлен пек йӑлтӑртатса тӑрать.

На нем был комбинезон, на груди на пуговицах комбинезона блестела змейка.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑй ҫара пуҫӑнах, сарӑ ҫӳҫлӗскер, хӑрах урине атӑ тӑхӑннӑ.

С непокрытой светлой головой и в одном сапоге.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ку та пысӑк ҫын, хӑй йӳле янӑ ваткӑллӑ куртка тӑхӑннӑ, сӑн-пичӗ кӑшт шатраллӑрах, тахҫантанпах Ҫӗпӗрте пурӑнакан ҫын евӗрлӗскер.

Это был человек тоже крупный, в расстегнутой ватной куртке, с простым, слегка рябоватым лицом сибирского старожила.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Куҫ хӑнӑхман ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ ывӑлӗ ҫине пӑхса илсен, ун ҫинчен хӑй ӑшӗнче темскер шухӑшласа илнӗ хыҫҫӑн пулас, вӑл кӗскен, йывӑррӑн сывласа илчӗ.

Осмотрев сына в непривычной военной одежде и, должно быть, втайне сделав о нем какие-то заключения, он вздохнул коротко и тяжко:

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Килти ҫӑмӑл пушмак тӑхӑннӑ хурӑрах ӳтлӗ вӑрӑм урисен мускулӗсене ерипен пружинӑлатса, Марийка каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, хуллен ҫеҫ крыльца ҫине хӑпарчӗ те ҫенӗк алӑкӗ умӗнче, сирсе те сирӗлми шухӑшне сирсе ярас тенӗ пек, сылтӑм хулпуҫҫийӗпе мӑнкӑмӑллӑ пуҫне силлентерсе илчӗ.

Марийка, не оглядываясь, медленно поднялась на крыльцо, плавно пружиня мускулы высоких смугловатых ног, обутых в легкие домашние башмачки, и перед дверью в сени, словно отбиваясь от навязчивой мысли, встряхнула правым плечом и гордой головой.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лозневой лашине тӑратрӗ те йӗнерӗ ҫинчех каялла ҫаврӑнса, перчетке тӑхӑннӑ аллине ҫӳлелле ҫӗклесе ытти юлташӗсене хӗвеланӑҫ еннелле кӑтартрӗ, — алӑ сыппинчен казак чӑпӑркки, хитрелетнӗ авӑрлӑскер, ҫакӑнса тӑрать.

Остановив коня, Лозневой обернулся в седле и о чем-то заговорил со своими спутниками, указывая рукой на запад, — на запястье висела казачья плетка с резной рукояткой.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех