Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ав сăмах пирĕн базăра пур.
Ав (тĕпĕ: ав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патша влаҫӗ чухне ав помещиксемпе капиталистсем валли, ҫав улпутсемпе фабрикантсене пуйтарас тесе, сирӗн аллӑрсемпе ют ҫӗрсене тыта-тыта илнӗ.

А при царской власти для помещиков и капиталистов завоевывались вашими руками земли, чтобы обогатились на этом те же помещики и фабриканты.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсӗ, тен, кунта япаласене ҫуррине вӑрласа пӗтернӗ пулӗ, эпӗ ав

Ты тут, может, половину имущества разворовал, а я…

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Хӑвӑн урупах утса кӗрӗн тенӗччӗ сана, хуҫамӑр, халӗ ав ҫӗклесе кӗртрӗҫ, — аран-аран илтӗнчӗҫ вӑл темле кулнӑ пекрех сасӑпа пӑшӑлтатса пӗшӗкленӗ сӑмахсем.

— Думала, войдешь ты на своих ноженьках, хозяин наш, а тебя внесли, чуть слышались ее шепот и всхлипы, дико похожие на смех.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мелехов ав, вӑхӑтлӑха пулин те, ӗлкернӗ тарса.

А вот Мелехов, хоть и временно, а ускользнул.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Рабочи ҫын, хӑй ав интеллигент манкине юхтарать…

Рабочий парень, а слюни интеллигентские…

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ ав ухмахла тӗрӗслӗх шырарӑм.

А я дурную правду искал.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ав чӗрене мӗнле пырса тиврӗ!

Вот до чего забрало!

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Темтепӗр сӳпӗлтете пуҫларӗ те ав, эпӗ чӑтма ҫук тарӑхса кайрӑм, чӗре кӳпчесе тӑртанчӗ, кӑкӑра арбуз чиксе хунӑ пек пулчӗ.

А вот начал городить, и до того я озлел, ажник сердце распухло, как арбуз в груде сделалось.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Калаҫса кайрӑмӑр ав Гришкӑпа…

А вот начался с Гришкой разговор…

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ав мӗнле усал вӑл политика, Алексеевич, эсрел!

— Вот, Алексеевич, какая она, политика, злая, черт!

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсӗ ав уссӑр хӑлтӑртататӑн.

А ты на холостом ходу работаешь.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ав мӗнле вӑл, эпир килӗштерекен власть!

Вот она, наша власть-любушка!

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Икӗ ҫул каялла ав пустуй япалашӑнах — вӑкӑрсем таптаса ватнӑ утӑ купишӗн ҫеҫ — арӑмне чут ҫеҫ сенӗкпе тирсе пӑрахмарӗ.

А два года назад за пустяк, за копну, истоптанную быками, едва не запорол вилами жену.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ав мӗнлерех вӑхӑтсемччӗ!

Вот времена были!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Манӑнне ав тытса кайрӗҫ, тепринне…

У меня вот забрали, у другого…

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ав мӗнлерех казаксем кайрӗҫ!

Вот они какие казачки-то пошли!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Митюшкӑна ӑсатрӑмӑр ав.

А Митюшку проводили мы в отступ.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юласса юлнӑ, хӑйсен ав — ӑсӗсенче урӑх шухӑш.

Остались, а сами — себе на уме.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ ав, пакунсем тесе, тем курса ларас пулать…

И теперь за погоны за ихние, того и гляди…

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петрона тивмерӗҫ, мана ав… пакунсем пирки чӗрре кӗре пуҫларӗҫ.

Петра не тронули, ну а меня… за погоны возгорелось дело.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех