Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патне сăмах пирĕн базăра пур.
патне (тĕпĕ: патне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Иисус вара вӗсене тӳррӗнех каланӑ: Лазарь вилнӗ; 15. Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп: сире ҫирӗпрех ӗнентересшӗн Эпӗ унта пулмарӑм; эппин, каяр ун патне, тенӗ.

14. Тогда Иисус сказал им прямо: Лазарь умер; 15. и радуюсь за вас, что Меня не было там, дабы вы уверовали; но пойдем к нему.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Ҫӳлхуҫамӑр, акӑ Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ выртать» тесе калама ҫын янӑ.

3. Сестры послали сказать Ему: Господи! вот, кого Ты любишь, болен.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Ун патне нумай ҫын ҫӳренӗ.

41. Многие пришли к Нему

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ӗнтӗ ҫак ӗлӗк суккӑр пулнӑ ҫынна фарисейсем патне илсе кайнӑ.

13. Повели сего бывшего слепца к фарисеям.

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫавӑнта Ун патне кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем аскӑн ӗҫ тунӑ ҫӗрте тытнӑ арӑма илсе пынӑ; ӑна вӑта ҫӗре тӑратса, Иисуса каланӑ: 4. Вӗрентекен! ҫак арӑма аскӑн ӗҫ тунӑ ҫӗрте тытнӑ; 5. саккунра Моисей пире ун пеккисене чулпа персе вӗлерме хушнӑ, Эсӗ мӗн калӑн? тенӗ.

3. Тут книжники и фарисеи привели к Нему женщину, взятую в прелюбодеянии, и, поставив ее посреди, 4. сказали Ему: Учитель! эта женщина взята в прелюбодеянии; 5. а Моисей в законе заповедал нам побивать таких камнями: Ты что скажешь?

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ирхине каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ; пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ; Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗренте пуҫланӑ.

2. А утром опять пришел в храм, и весь народ шел к Нему. Он сел и учил их.

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

50. Вӗсенчен пӗри, Иисус патне ҫӗрле пынӑ Никодим, вӗсене каланӑ: 51. пирӗн саккун ҫын мӗн тунине малтан хӑйӗнчен ыйтса пӗлмесӗр ӑна айӑплать-и вара? тенӗ.

50. Никодим, приходивший к Нему ночью, будучи один из них, говорит им: 51. судит ли закон наш человека, если прежде не выслушают его и не узнают, что он делает?

Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Хуралҫӑсем ӗнтӗ аслӑ священниксемпе фарисейсем патне таврӑннӑ, лешӗсем вӗсене: мӗншӗн тытса килмерӗр Ӑна? тенӗ.

45. Итак служители возвратились к первосвященникам и фарисеям, и сии сказали им: для чего вы не привели Его?

Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл эллинсем хушшине саланнӑ иудейсем патне кайса эллинсене вӗрентесшӗн мар-и?

Не хочет ли Он идти в Еллинское рассеяние и учить Еллинов?

Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ҫавӑн чухне Иисус каланӑ вӗсене: Эпӗ ӗнтӗ сирӗнпе нумаях пулмӑп, Хама Яракан патне кайӑп; 34. Мана шырӑр та — тупаймӑр; Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр, тенӗ.

33. Иисус же сказал им: еще недолго быть Мне с вами, и пойду к Пославшему Меня; 34. будете искать Меня, и не найдете; и где буду Я, туда вы не можете придти.

Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

68. Петр Симон хуравласа каланӑ Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кам патне каяс пирӗн?

68. Симон Петр отвечал Ему: Господи! к кому нам идти?

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Тепӗр кунне тинӗс леш енче тӑракан халӑх Иисус вӗренекенӗсем ларнӑ кимӗсӗр пуҫне унта урӑх кимӗ пулманнине тата Иисус ҫав кимӗ ҫине Хӑйӗн вӗренекенӗсем патне ларманнине, вӗренекенӗсем хӑйсем анчах ишсе кайнине пӗлнӗ.

22. На другой день народ, стоявший по ту сторону моря, видел, что там, кроме одной лодки, в которую вошли ученики Его, иной не было, и что Иисус не входил в лодку с учениками Своими, а отплыли одни ученики Его.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Пӗр ҫирӗм пилӗк е вӑтӑр стади чухлӗ ишсе кайсан, вӗсем Иисус тинӗс ҫийӗн утса пынине, кимӗ патне ҫывӑхарнине курса хӑраса ӳкнӗ.

19. Проплыв около двадцати пяти или тридцати стадий, они увидели Иисуса, идущего по морю и приближающегося к лодке, и испугались.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тӗттӗмленнӗ ӗнтӗ, Иисус ҫаплах вӗсем патне пыман-ха.

Становилось темно, а Иисус не приходил к ним.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхать те, Хӑй патне темӗн чухлӗ халӑх пынине курса, Филипа калать: вӗсене тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илес-ши пирӗн? тет.

5. Иисус, возведя очи и увидев, что множество народа идет к Нему, говорит Филиппу: где нам купить хлебов, чтобы их накормить?

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Эсир ӗнтӗ Иоанн патне ҫынсем ятӑр, вӑл чӑнлӑх ҫинчен ҫирӗплетсе каларӗ.

33. Вы посылали к Иоанну, и он засвидетельствовал об истине.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫав ҫын вара иудейсем патне кайнӑ та хӑйне Сыватаканӗ Иисус пулнине пӗлтернӗ.

15. Человек сей пошел и объявил Иудеям, что исцеливший его есть Иисус.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

47. Иисус Иудейӑран Галилейӑна килни ҫинчен илтсессӗн, вӑл Ун патне пынӑ та Ӑна хӑйӗн вилес пек выртакан ывӑлне пырса сыватма тархасланӑ.

47. Он, услышав, что Иисус пришел из Иудеи в Галилею, пришел к Нему и просил Его придти и исцелить сына его, который был при смерти.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус патне пырсан, Самари ҫыннисем Ӑна кӑштах хӑйсем патӗнче пурӑнма ыйтнӑ; Вӑл вара унта икӗ кун пурӑннӑ.

40. И потому, когда пришли к Нему Самаряне, то просили Его побыть у них; и Он пробыл там два дня.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Ҫынсем хуларан тухса Ун патне кайнӑ.

30. Они вышли из города и пошли к Нему.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех