Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшалӑх сăмах пирĕн базăра пур.
патшалӑх (тĕпĕ: патшалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс депутачӗсем хирӗҫ пулчӗҫ, вара икӗ чӗлхе — патшалӑх чӗлхи тесе сасӑлама тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Унта республикӑра чӑваш чӗлхи — пӗртен-пӗр патшалӑх чӗлхи, вырӑс чӗлхи официаллӑ чӗлхе тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

«ЧР патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен декларацири» «Чӗлхесем ҫинчен» пункт пирки уйрӑм сасӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Пӗрремӗш ӗҫ «Чӑваш Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен деклараци» пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Чӑваш чӗлхи республикӑра патшалӑх чӗлхи пулса тӑчӗ пулсан та, ӑна аталантарма программа йышӑннӑ пулин те — ҫивӗч ыйту татӑлман-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Ларӑва Чӑваш Патшалӑх Канашӗн асӑннӑ комитетӑн председателӗ Олег Мешков уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

- «Халӑха ӗҫ тупма пулӑшасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн асӑннӑ пулӑшупа пӗлтӗр 2 ҫын усӑ курнӑ, 2014 ҫулта виҫҫӗн харпӑр хӑй ӗҫне пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

- Патшалӑх уйӑракан тӗллевлӗ субсидипе усӑ курса харпӑр хӑй ӗҫне пуҫӑннисем пур-и?

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Пирӗн районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр та патшалӑх ун умне лартнӑ тӗллеврен пӑрӑнмасӑр малалла аталанать, ҫынсене ӗҫлӗ пулма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

ЧР Патшалӑх Канашӗн профильлӗ комитечӗ те пысӑк ӗҫ туса ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫавӑн пекех потребительсен правине хӳтӗлекен обществӑн ыйтӑвне тивӗҫтерсе уйрӑм предпринимательтен 38400 тенкӗ тата вырӑнти бюджета 5504 тенкӗ патшалӑх пошлинине шыраса илме йышӑну тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхсӑр тавар сутнӑшӑн явап тытма тивет // А.ТУМАЛАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Алексей Александрович хуҫалӑх ӗҫченӗсемпе ӗҫ килӗшӗвӗ ҫырмасӑр тӑрӑшасси ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗ, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен районти центра ҫитсе учета тӑма, патшалӑх паракан пулӑшусемпе усӑ курма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Халӑх пурӑнакан вырӑнсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ҫулсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ пулса пырать, ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, шкулсене юсаҫҫӗ, пурӑнмалли условисене лайӑхлатас текенсем патшалӑх программисене хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Чӑваш Енрен унта ЧР Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ, комитет председателӗ, «Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов тата Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ, «Единая Россия» партин Шупашкар уйрӑмӗн секретарӗ Леонид Черкесов хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Патшалӑх Канашӗнчи пирӗн профильлӗ комитет та ку тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вырӑнти влаҫ — ҫынсемшӗн чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн суйлавӗн малтанхи сасӑлавне хутшӑнас текенсен заявленийӗсене ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Патшалӑх Думин депутачӗ пулас текен 44 ҫынран 61 заявка йышӑннӑ, ҫак шутран 41 заявкӑна регистрациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Чӑваш Енре Раҫҫей Федерацийӗн 7-мӗш суйлаври Патшалӑх Думин суйлавӗн малтанхи сасӑлавне хутшӑнакан кандидатсене регистрацилесе пӗтернӗ пирки «Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

«АККОНД» акционерлӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Иванов вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса панӑ чухне ялсенче пурӑнакансем тӑрӑшни те пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ В.Иванов амӑшӗн капиталӗн сертификачӗсене илнӗ амӑшӗсене ҫак паллӑ пулӑмпа саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех