Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшӗнче (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Улпут» тет-ха тата! — мӑшкӑланӑ пек хӑй ӑшӗнче кулса илчӗ Фабиан господин, — Хородничану «демократиллӗ» политика тытни, ӑна служащисен шутӗнчен ӗҫ камерине суйлани вӗсемшӗн ним тума та кирлӗ мар.

«Барином» величает! — иронически улыбнулся про себя господин Фабиан, — Что Хородничану занимается «демократической» политикой, что в камеру труда он выбран от служащих — это для них не важно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Курпун кӗлеткеллӗ, ырханкка та ҫӗр сӑнӗ ҫапнӑ пит-куҫлӑ, кӑвак мӑйӑхлӑ Цэрнэ ҫӑварӗнчи чикаркине нихҫан та кӑлармасть темелле, ҫавӑнпа та вӑл яланах сарӑрах тӗтӗм ӑшӗнче ишсе ҫӳренӗ пек туйӑнать.

Сгорбленный, морщинистый, с землистыми впалыми щеками, с седыми прокуренными усами, с вечным окурком в зубах, Цэрнэ, казалось, всегда плавал в желтоватых клубах дыма.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Колхоз чӑтать» тет вӑл хӑй ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Пазухин Тӑхти пӗр стражнике мӗнле улталанине аса илчӗ те ӑшӗнче кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара пуп-атте Пазухина антихрист вырӑнне хучӗ, ӑна хӑй ӑшӗнче юнаса пурӑна пуҫларӗ, кашни кӑлтӑкшӑн айӑплама, ура хума пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Ухмах вӑл, пуҫӗнче нимӗнле шухӑш та ҫук унӑн», — хирӗҫлетчӗҫ вӗсене ӑслӑрах курӑнма тӑрӑшакан упӑшкисем, анчах хӑйсем ӑшӗнче Матвие ухмах теме мар, чее ӑслӑ теме те хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Питӗ хисеплеҫҫӗ иккен тавӑтсем хӑйсен ҫамрӑк учительне», — терӗ ӑшӗнче Пазухин, юлташӗшӗн савӑнса.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Эй, чуна ҫӗклентерекен, хавхалантаракан, этеме телей, савӑнӑҫ кӳрекен хӑватлӑ искусство! — терӗ хӑй ӑшӗнче музыкҫӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Музыка вӗт ку, сӑмахпа каласа пама ҫук илемлӗ кӗвӗ! — хӗпӗртесе кӑшкӑрчӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Анчах ӑҫтан пӗр харӑс ун чухлӗ укҫа тупас?» — шухӑшласа илчӗ вӑл ӑшӗнче, ҫапах хӑй пӑшӑрханнине палӑртмарӗ, Натюш ҫине пӑхса илчӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Манпа ҫырӑнасшӑн ҫеҫ: санран йывӑрлантӑм, — тесе суйрӑн. Ҫамрӑк ҫерҫие хывӑхпа улталарӑн иккен, Пульхерия Феофилактовна», — терӗ хӑй ӑшӗнче Лавр.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Пӗрремӗш хут — юлашки хут пултӑр ку», — терӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Эх, мана Макарӑн чӗрӗк талантне те пулин парсанччӗ!» — тет вӑл ӑшӗнче час-часах.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Таня хӑй ӑшӗнче йӗрӗнсе кулчӗ те ҫавӑнтах ун ҫинчен манчӗ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унтан хӑй ӑшӗнче темӗн капланса пырӗ патнелле хӑпарнине туйрӗ, мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илчӗ, вара, вӑрт ҫаврӑнса, Атӑл хӗрринелле вӗҫтере пачӗ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Ҫакӑн пек халӑха кам, мӗнле хура вӑй ҫӗнтертӗр!» — терӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анне — аннех ҫав», — терӗ те ӑшӗнче Таня, хӑйӗн амӑшне хӗрхенсе аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кулькка ӑшӗнче кӳренӳ капланса ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Мӗн чухлӗ хуйхӑ, мӗн чухлӗ ырату пуҫтарӑннӑ унӑн ӑшӗнче, анчах сӑнӗнче вӑл ытлашшиех палӑрмасть.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Шӑтӑрнака пылчӑк ӑшӗнче ҫавӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех