Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑвать (тĕпĕ: шу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑнӗ-вырӑнӗпе, юр ирӗлнӗ тӗлсенче, ҫуна тупанӗ шӑннӑ ҫӗре сӑтӑрттарса пырать, ҫуна йывӑррӑн туртӑнса шӑвать, утсем пичев пӑявӗсене кӗҫ-вӗҫ татса пӑрахас пек карӑнтарса туртаҫҫӗ.

Местами, где слез снег, полозья липли к земле, сани двигались толчками, лошади налегали, натягивая постромки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӗлке ҫул хӗррипе шӑвать, тиевлӗ ҫунасем те, лавҫӑ пуҫӗсем те, лашасем те, вӑкӑр мӑйракисем те — пурте юр ҫинче, хут ҫинчи пек, уҫҫӑн палӑраҫҫӗ.

Тень двигалась обочь дороги, и все — сани с грузом, головы возчиков, лошади, бычьи рога — отчетливо рисовалось на снегу, точно отражение на полотне.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Асамат кӗперӗн тӗсӗсемпе выляса тӑракан сывлӑшра лӑпкӑн кӑна, ерипен-ерипен эрешмен карти каркаланса шӑвать, пӗр ҫӳлелле хӑпарать вӑл, пӗр ҫӗр ҫумӗпе сарӑлать.

В радужном сиянии плывет паутина, плывет тихо-тихо — то подымается вверх, то падает на землю.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Захар Королев тутине йӳҫҫӗн чалӑштарса кулать, шӑратнӑ чукун чӑмакки пек хура сухалӗ ҫеҫ кӗпи тӑрӑх сӗркеленсе шӑвать.

Захар Королев криво улыбался, черная борода его плавилась по рубахе застывшим чугунным потоком.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Татарски хуторӗ айккипе, ула-чӑла шурӑ пӗлӗтсемпе каркаланнӑ тӳпе тӑрӑх кӗрхи хӗвел ярӑнса шӑвать.

Сбочь хутора Татарского, по небу, изморщенному седой облачной рябью, колесило осеннее солнце.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Поезд хыҫӗнче хӗвел тухать — сывлӑмлӑ курӑк ҫинче мӗлке шӑвать.

Вслед поезду всходит солнце — узкая тень змейкой скользит по росистой траве.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ав Ирина та шӑвать.

— Ирина ползет!

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сулахаярахра Австри чикки леш енне каҫнӑ 11-мӗш кавалерийски дивизи шӑвать.

Левее, перевалив австрийскую границу, продвигалась 11-я кавалерийская дивизия.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр тапхӑр кӑнтӑртан, тепӗр тапхӑр ҫурҫӗртен ылмашӑнса ҫил вӗрет; кӑвакрах шурӑ пӗлӗт тӳпинче ҫӑмарта сарри пек сар хӗвел ерипен шӑвать.

Меняясь, дул ветер то с юга, то с севера; плыло в синеватой белизне неба солнце.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кимӗ, кӑштах ҫӗкленчӗк сӑмсипеле шыв юхӑмне ҫӑмӑллӑн касса, Донӑн тепӗр хӗрринелле шӑвать.

Баркас приподнятым носом мягко резал стремя, направляясь к противоположному берегу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кимӗ сике-сике малалла шӑвать.

Баркас заходил скачками.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗрлехи кӑвак тӳпере йӑмӑх сарӑ пӑхӑр пек тулли уйӑх шӑвать; ун тавра сенкер кӑшӑл ҫуталса тӑрать.

В ночном голубом небе был полный, как густая желтая медь, месяц; вокруг него светился голубой венец.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗвел аялтан, вӑрман ҫийӗн шӑвать, — хӗллехи чи кӗске кунсем килсе ҫитрӗҫ.

Солнце проходило низко над лесом, — наступали самые короткие дни зимы.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑхӑт мӗнле майӗпен шӑвать!

Как медленно идет время!

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл ура сине ҫӗкленнӗ тӗле йӗри-таврара шӑплӑх тӑрать, вӑрман ҫийӗн уйӑх шӑвать

Когда он поднялся, вокруг было тихо и над лесочком гуляла луна…

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Илья Васильевич, — терӗ Сергей, пушӑ илсе лашине ҫаптарса, — ман шухӑшпа редактора ҫак транспорт килӗшмест — питӗ майӗпен шӑвать.

— Илья Васильевич, — сказал Сергей, беря кнут и подстегивая кобылу, — по-моему, для редактора такой транспорт не годится, — очень медлительный.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пурнӑҫӗ вара килте малаллах шӑвать.

А жизнь дома идет.

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Йынӑшать хӑй, анчах пурӗпӗр шӑвать, аллисемпе ак ҫапла чаваланса пырать.

Стонет и ползет, царапает вот так руками.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь ӗнтӗ вӑл хӑй хӗвелтухӑҫнелле, юлашки эрнесенче ҫитме ӗмӗтленнӗ ҫӗре ҫитессе шанса шӑвать.

Уверенный в том, что ползет на восток, куда так стремился последние недели.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл чӗтрекен аллисемпе курӑксенчен тыта-тыта, тӗлкӗшсе ыратакан сулахай урине сӗтӗркелесе шӑвать.

Он полз, судорожно цепляясь за траву, волоча левую пылающую ногу.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех