Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫав йӗкехӳре кунта ларать эппин! — хулӑн сассипе столовӑйне янратрӗ Мамарланов.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл чуссӑнккипе пальто тӑхӑннӑ, хулӑн тутӑр ҫыхнӑ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫавине сарлакан сула-сула ярать, ун хыҫҫӑн хулӑн паккус вырта-вырта юлать.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ара, кӑтрарах хулӑн ҫӳҫӗ хӗп-хӗрлех-ҫке унӑн!
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Тек калаҫса чӑрманмарӗ, икӗ хулӑн ҫивӗтне лӑст та лӑст силлентерсе урам тӑрӑх анаталла ярӑнтарчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Ман ҫинчен вӗсем ку вилнӗ тесе те шутлама пултарнӑ, — куҫне хулӑн тутӑр вӗҫӗпе шӑлкаларӗ вӑл.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫул ҫинчех выртать тен, — хулӑн тутӑрне тути ҫинчен сирсех каларӗ вӑл.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Хӗрарӑм хура кӗрӗк тӑхӑннӑ, хӗрлӗ тӑваткал куҫлӑ кӑвак хулӑн тутӑр ҫыхнӑ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Кунта сирӗн хулӑн енчӗклисем апатланаҫҫӗ пулмалла, — пирус илмесӗрех пӑрӑнчӗ ҫӑмламас хӑмӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ арҫын.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Кузовран аннӑ ҫамрӑк арҫыннӑн ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ питӗ хӳхӗм: сарӑрах хӑмӑр тӗслӗскер пысӑк, хулӑн.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Крыльца умӗнче хулӑн туталлӑ лутра каччӑ пирус мӑкӑрлантарса тӑрать.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
— Камсем ҫырнине калама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен эп Шерлок Холмс мар, — хулӑн сассипе пӳлӗме янратрӗ Владимир Лукич ҫырусене вуласа тухсан.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Хура пустав сӑхман тӑхӑннӑ, кӗрен хулӑн тутӑр ҫыхнӑ.
III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Чӑпар тутӑрӗ айӗнчен сарӑ ҫӳҫ кӑтрашки вӗлтӗртетет, ҫурӑм хыҫӗнче сарӑ хулӑн ҫивӗт явкаланать.
II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Эпӗ ентӗ хулӑн укҫи те тӳленӗччӗ.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Акӑ, юлашкинчен, хулӑн ҫӗртен ярса илтӗм те пӗтӗм чун хавалӗпе ҫӳлелле туртӑнтӑм.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Ҫак самантра Кирук сарай хыҫне тӗрӗслерӗ: ӑна хулӑн хӑмасемпе ҫапса тунӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Каҫхине вӗсем хӑйсем хатӗрленӗ утта, кунӗпе типшӗрнӗскере, чул ӳплен урайне тултса, тӳшек пек хулӑн сарчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Сасӑ хуҫин чӗркуҫҫийӗ ҫинче хулӑн портфель, хура ҫӗлӗкпе пальто тӗреклӗскерӗн сӑн-питне татах та капӑрлатать.
Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.
Кирек-ӑҫта пӑрӑнсан та, ун умне купи-купипе хулӑн кӗнекесем тухса тӑраҫҫӗ; кӑвак сухаллӑ, куҫлӑхлӑ мучисем ҫулне картлаҫҫӗ.
Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.