Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапхаран (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хапхаран тухсанах Якурӑн йӗлтӗрӗсем йӗр хӑварнӑ.

Из ворот тянутся по снегу две борозды от Егоркиных лыж.

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.

Вӑл упӑшкине васкатас шутпа ӑна хирӗҫ кайма та шутланӑччӗ, анчах хапхаран Васька чупса тухрӗ.

Она уже совсем решилась итти навстречу мужу, чтобы поторопить его, но из ворот выбежал Васька.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Маня, икӗ хул хушшине икӗ ҫухӑракан сысна ҫури хӗстерсе, хапхаран тухса чупрӗ.

Из ворот выбежала Маня, прижимая к бокам двух визжавших поросят.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Василиса Прокофьевна унчченхи пекех мӑкӑртатса хапхаран тухрӗ, ун хыҫҫӑн Михеич утать.

Все еще ворча, Василиса Прокофьевна вышла за ворота, и следом за ней Михеич.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӑш вӑхӑтра пӳрт алӑкне уҫса хупнӑ, хапхаран тухса тӑнӑ — астумастӑп.

Не помню, как выскочил из дома и очутился за воротами.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

— Йӑлтах ҫав хапхаран: кӗсре хӑмласа панӑ.

— Все из тех же ворот: кобыла ожеребила.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий янк уҫса пӑрахнӑ хапхаран кил хушшине кӗрсе кайрӗ.

Григорий вошел в настежь распахнутые ворота.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Кӗр ак ҫак хапхаран.

— Иди вот в эти ворота.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Райкома хирӗҫ ҫуртри хапхаран пирӗн «Снабжени пӑйӗ» — Тимош вӑрӑм хӑма сӗтӗрсе тухни курӑнчӗ.

Из ворот напротив райкома выбежал наш «отдел снабжения» — Тимошка, волоча большую доску.

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Хапхаран кӗрсенех йӗри-тавра лайӑх карта тытса ҫавӑрнӑ участока курах кайрӑм эпӗ, Участокӗ пысӑк, унта улма йывӑҫҫисем те, чиесем те, хурлӑхан та, хӑмла ҫырли тунисем те вӗтлӗхри пек ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. Ҫитрӗмӗр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Таҫта урамра хапхаран шаккани илтӗннӗ те, пӗчӗк сарайра сысна нӑриклетнӗ.

Где-то на улице застучали в ворота, и в сарайчике хрюкнула свинья.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Анчах кӗрӗк тӑхӑннӑ мужик пӳртрен сиксе тухнӑ та вӗсене пушӑпа хӑваласа янӑ; Тетка вара лаххан патне пырса тӑрса ҫиме тытӑннӑ, анчах мужик хапхаран тухсанах, хура йытӑсем иккӗшӗ те вӗрсе ун ҫине сиксе ӳкнӗ, унтан сасартӑк каллех ҫивӗччӗн кӑшкӑрни илтӗннӗ:

Но из дому выбежал мужик в шубе и прогнал их кнутом; тогда Тетка подошла к лохани и стала кушать, но, как только мужик ушел за ворота, обе черные собаки с ревом бросились на нее, и вдруг опять раздался пронзительный крик.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Анса ларакан хӗвел еннелле тинкернӗ май, вӑл хай тахҫан, Григорин ҫураҫса хунӑ хӗре пулнӑ чух, Григорий хӑйне курма пынине, ӑна хапхаран ӑсатса яма тухнине аса илчӗ; ун чухне те хальхи пекех хӗвел аннӑ вӑхӑтчӗ; анӑҫра каҫ пулас умӗнхи шуҫӑм шевлисем йӑм-хӗрлӗн чӗнтӗрленсе ҫунатчӗҫ, ҫӳҫӗсем ҫинче кураксем кӑраклататчӗҫ…

Она вспомнила, глядя на закат, как когда-то давно, когда она была еще невестой Григория, приезжал он ее проведать, и она вышла проводить его за ворота, и тогда так же горел закат, малиновое зарево вставало на западе, кричали в вербах грачи…

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хапхаран тухсан, Григорий каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, виҫӗ ординарец хыпалансах Фицхалауров генерала хыпӑнчӑклӑн шукӑль йӗнерпе йӗнерленӗ ҫӳллӗ лаша ҫине утлантарнине курчӗ.

Выехав за ворота, Григорий оглянулся: трое ординарцев, суетясь, помогали генералу Фицхелаурову взобраться на высоченного, подседланного нарядным седлом коня…

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пилӗк утӑм хыҫалтан пынӑ пул! — сиввӗн хушрӗ Григорий хапхаран тухнӑ май.

Езжай пять шагов сзади! — приказал Григорий, выезжая из ворот.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Наталья, пуҫӗ ҫине хунямӑшӗн хура тутӑрне уртса, хапхаран тухрӗ.

Наталья, накинув на голову черную свекровьину косынку, вышла за ворота.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хапхаран пилӗкӗ тӗлӗнче кӑрӑн-кӑрӑн туртӑнса тӑракан хӑмӑр бешмет тӑхӑннӑ шыҫмак есаул тухрӗ.

Из ворот вышел дебелый есаул в коричневом, туго затянутом в талии бешмете.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав вӑхӑтра пӳртрен кӗрӗк тӑхӑннӑ мужик чупса тухрӗ пек те вӗсене пушӑпа хӑваласа ячӗ пек; тинех вара Тётка лаххан патне чупса пырса ҫиме тытӑнчӗ пек; анчах мужикӗ хапхаран тухса кайрӗ ҫеҫ, хайхи хура йытӑсем, ҫилленсе те хӑрлатса, ун патнелле ыткӑнчӗҫ пек, сасартӑк хӑлхана ҫуракан киревсӗр сасӑ тепӗр хут янӑраса кайрӗ.

Но из дому выбежал мужик в шубе и прогнал их кнутом; тогда Тетка подошла к лохани и стала кушать, но, как только мужик ушел за ворота, обе черные собаки с ревом бросились на нее, и вдруг опять раздался пронзительный крик.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Вӗсем, юр айӗнче лапчӑнса ларакан тӗттӗм пӳрт патнелле пӑрӑнса, уҫӑ хапхаран картишне кӗчӗҫ, Мажаров ҫунашкана крыльца картлашкисем патнех туртса ҫитерчӗ.

Они свернули к низко придавленной снегом темной избе, вошли через настежь открытые ворота во двор, и Мажаров подтащил салазки почти к ступенькам крыльца.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хапхаран кӑларатӑп та, алла пӗр ҫӑкӑр тыттаратӑп — кай, ҫӗр ҫинче вырӑн нумай, шыра хӑвӑнне!

Выведу за ворота, дам буханку хлеба в руки — иди, места на земле много, ищи свое!

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех