Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
пурӑнӑҫ (тĕпĕ: пурӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле-ха санӑн пурӑнӑҫ ҫав тери тирпейсӗр пулса пырать… — терӗ Тоня, унпа юнашар пынӑ май.

Как это неудачно у тебя жизнь сложилась… — заговорила Тоня, идя рядом с ним.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ав мӗнле улшӑнса кайнӑ пурӑнӑҫ!

Как все переменилось!

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Халӗ вӗсем пурте юнашар ярт тӑсӑлса выртнӑ хурҫӑ рельссене вутӑ пуянлӑхӗ патне — ӑшӑпа пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ патне ҫитерес шухӑшпа ҫунаҫҫӗ.

А сейчас они охвачены единым стремлением довести стальные жилы рельсов до заветных дровяных богатств — источника тепла и жизни.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Фронтран инҫетре — пурӑнӑҫ ҫав-ҫавах: унта ҫынсем кулаҫҫӗ, куҫҫуль тӑкаҫҫӗ, хуйхӑраҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ, илемлӗхе курасшӑн ҫунаҫҫӗ, кӑмӑллаҫҫӗ, пӑлханаҫҫӗ, юратаҫҫӗ…

А вдали от фронта жизнь все та же: смех, слезы, горе и радость, жажда зрелищ и наслаждений, волненье, любовь…

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унта пурӑнӑҫ сисӗмне вилӗм ҫывӑхра тӑни пусарса тӑрать.

Там ощущение жизни придавлено близостью смерти.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хула варринче те, хула хӗррисенче те пурӑнӑҫ хӑйӗн ҫулӗпех пынӑн туйӑнать, революциллӗ влаҫӑн пуҫ миминче — Губкомра та пурте хӑй йӗркипе пулса пырать.

В центре и на окраинах жизнь, казалось, не выходила из проложенного русла, и даже там, где был мозг революционной власти — в губкоме, — все шло обычным чередом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хулари пурӑнӑҫ хӑй майӗпе шӑвӑнса пырать.

Жизнь в городе плелась обыденным ходом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ӗҫеҫҫӗ ӑна вӗсем, ҫӑтмассерен вӗсем патне пурӑнӑҫ килнӗ пек туйӑнать.

И почувствовали, что жизнь возвращается к ним с каждым глотком.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн планӗ ӑнӑҫлӑн вӗҫленсен, вот пулать те вара ырӑ пурӑнӑҫ

Если его план удастся, вот будет нам лафа!»

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та Австралинчи туземецсем пурӑнӑҫ правине ҫухатса, хӗстерсе килнӗ ҫынсем ӗҫтерсе ӳсертнипе цивилизацине ҫӗнтерӳллӗн пыма ҫулсене вилесемпе сарса тухаҫҫӗ, ҫапла вара, юлашкинчен, вилсе пӗтмелли ҫул ҫине тӑраҫҫӗ.

Поэтому туземное население Австралии, потерявшее право на существование, спаиваемое пришельцами, устилает трупами дорогу для победного шествия цивилизации и становится на путь полного вымирания.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑй тупнӑ утрав ҫинче колони тума май пурри ҫинчен вӑл пӗрре те иккӗленсе тӑман, мӗншӗн тесен хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнчен куҫса килес текенсемшӗн унта чечеклӗ пурӑнӑҫ тума май пулнӑ.

Он не сомневался, что открытый им остров безусловно годен для колонизации и что процветание обеспечено тем из его соотечественников, кто согласится переселиться сюда.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗнӗ ҫӗре кайсан та тулли кӗрекеллӗ пурӑнӑҫ вырӑнне тата та ытларах хуйхӑ, асап кураҫҫӗ.

Из тех, кто уехал за счастьем на чужбину, многие находят лишь горести и неудачи.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тулли сӗтел тулӑхлӑ пурӑнӑҫ ҫинчен каласа парать.

Вид накрытого стола говорил о полном довольстве.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Икӗ тус пӗр-пӗччен чуллӑ ҫӗр ҫинче — вот ӑҫта вӑл пурӑнӑҫ!

Два друга на одинокой скале — вот истинное счастье!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла вара, чӑн пурӑнӑҫ сирӗн аслаҫӑр Дефоран нумай малтан унӑн романне ҫуратнӑ.

И действительность гораздо ранее вашего знаменитого соотечественника Дефо создала его роман.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Нимӗнле суту-илӳ те, нимӗнле йӗркеллӗ пурӑнӑҫ та ҫук.

Никакой торговли, ни следа деловой жизни!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл Тӑвар утравӗнчен те иртрӗ, ку утрав ҫинче нимӗн те ӳсмест, унта пурӑнӑҫ ҫук, чӑн-чӑн хӑйӑрлӑ масар, вӑл унтан пӑрӑнса кӗрсе коралл рифӗсенчен иртсе кайрӗ, святой Яков утравне хыҫа хӑварчӗ, ҫав утравӑн урлӑшӗпе базальт тӑвӗсен йӗрки ҫурҫӗртен кӑнтӑр еннелле пырса икӗ тӳрӗ сӑртсемпе пӗтет.

Он миновал уже пустынный и бесплодный остров Соль, настоящую песчаную могилу, обогнул коралловые рифы, оставил за собой остров Св. Якова, пересечённый с севера на юг Цепью базальтовых гор, оканчивающейся двумя высокими вершинами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ Индине кайса курас тесе пӗтӗм пурӑнӑҫ тӑрӑшшӗпе ӗмӗтленсе пурӑннӑ, ӗнтӗ манӑн ӗмет ҫитрӗ!

Всю свою жизнь я мечтал увидеть Индию, и эта мечта моей жизни скоро осуществится!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫити-ҫитмен меслетсӗр йывӑр пурӑнӑҫ, мӗнпур вӑйне хурса, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫлесе тупнисенчен хӑйне пӗр хӗлхемне илмесӗр, мӗнпурне шӑлнӗ ҫине ярса пырса, ҫапла вӑл уншӑн амӑшӗ вырӑнӗнчех пулса тӑчӗ.

Ценой жесточайшей экономии и лишений, напрягая все силы, работая день и ночь, отказывая себе во всём, целиком посвятив себя воспитанию брата, она сумела заменить ему мать.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халь акӑ, пӑхӑр, пурӑнӑҫ патне чаваланса тухрӗ.

А он, смотрите, выцарапался в жизнь.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех