Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уйрӑмах сăмах пирĕн базăра пур.
Уйрӑмах (тĕпĕ: уйрӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑмах ҫуркунне ултӑ пӗвере шыв юххи пысӑк пуласси хӑратать.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Хуҫалӑхра ӑна ытларах выльӑх-чӗрлӗхе тӑрантарма янине шута илсен куккурус уйрӑмах меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Тутлӑхлӑ апат выльӑх-чӗрлӗхшӗн уйрӑмах усӑллӑ, тухӑҫӗ пысӑк, гектар пуҫне 120 центнера яхӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Мана сӗт хакӗ канӑҫ памасть. Кӑҫал вӑл уйрӑмах чакса пыни хӑратать. Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш тӑрӑхӗнче ҫынсенчен 1 литрне 15-16 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Капла пулсан ҫулла вӑл миҫене ҫитӗ-ши?» - пӑшӑрханса пӗлтереҫҫӗ Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫыншӑн, уйрӑмах ватӑшӑн, мӗн паха?

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Уйрӑмах - мӑшӑрсӑр юлнӑ хӗрарӑмсене.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Путене ҫӑмарти ҫын организмӗшӗн уйрӑмах усӑллӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Уйрӑмах сӑвва илемлӗ вулассипе, юрӑ-ташӑра палӑрать Юля.

Куҫарса пулӑш

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Уйрӑмах ҫулла, симӗс апат ура айӗнче чухне, укҫа аван тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗчӗк вулакансене уйрӑмах А.Галкинан «Аптраман Раман», В.Давыдов-Анатрин «Ӳссен эсӗ кам пулан?», А.Миллинан «Мухтанчӑк» тата ытти кӗнекесем килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем кӗнекесемпе паллашнӑ // С.ПЕТРОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

90-мӗш ҫулсенче ялсенчи культура ҫурчӗсенче тӑтӑшах кино кӑтартни асрах, ялта пурӑнакансем Инди фильмӗсене уйрӑмах кӑмӑлласа пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Ачасене - уйрӑмах сусӑрсене, тӑлӑхсене - пулӑшу кӳни ыркӑмӑллӑхӑн чи ҫӳллӗ шайӗ. Ҫынсен чунран тухакан туйӑмӗ иксӗлменни савӑнтарать», - тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов хӑйӗн сӑмахӗнче.

Куҫарса пулӑш

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Сӑвӑс ӑшӑ ҫанталӑкра уйрӑмах активлӑ пулнипе палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫанталӑк ӑшӑтсан ӳтӗн инфекци чирӗсем уйрӑмах анлӑ сарӑлаҫҫӗ, вӗрӗлсе аптратаҫҫӗ.

С потеплением климата кожные заболевания особенно широко распространяются, мучают рецидивами.

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫавӑнпа та вӗренекенсемпе пушар хӑрушсӑрлӑх темипе, уйрӑмах ҫулла умӗн, калаҫусем час-часах ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Промышленноҫ производствин индексӗ пӗлтӗр 95,1% танлашнӑ, республикӑра уйрӑмах вӑйлӑ аталанакан предприятисем – «Хӗвел» ООО, «Экоклинкер» ООО, «ВНИИР-Прогресс» ОАО тата ыттисем – промышленноҫ призводствине чакма паман.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫамрӑксенче пуласлӑх тетпӗр, ялта ӗҫлесе пурӑнакан яшсемпе хӗрсенче вара вӑл уйрӑмах.

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Уйрӑмах уголовлӑ ӗҫсене тишкерме тытӑнсан илӗртсе кӗрсе кайрӗ.

Особенно, когда начали анализировать уголовные дела, меня совсем затянуло.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Уйрӑмах йывӑр преступленисемпе ӗҫлекен пайра та арҫынсемпе танах тӑрӑшаҫҫӗ хӗрарӑмсем.

Даже в отделе по расследованию особо тяжких преступлений женщины работают наравне мужчинами.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Куракансене уйрӑмах «Салампи» тата «Ӗмӗт» ансамбльсен юррисем килӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех