Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Праҫник сăмах пирĕн базăра пур.
Праҫник (тĕпĕ: праҫник) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахальтен мар паллӑ совет поэчӗ Владимир Харитонов, хӑй ҫак хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсемпе утса тухнӑскер, ӑна куҫҫульпе тулнӑ праҫник тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫӗнтерӳ кунӗ - чи пысӑк уяв» // Алена Аршинова. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

«Ҫак праҫник ӗҫлеме пӗлекенсемпе юратакансене пӗрлештерет. «Ӗҫ», «май» сӑмахсем пирӗн пӗрлехи тӗллеве — пурнӑҫа лайӑхлатассине, ырӑ улшӑнусем тӑвассине — палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Праҫник туса хуни ҫинчен калакан Указа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2012 ҫулта алӑ пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вырӑнти влаҫ — ҫынсемшӗн чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре тата чаплӑрах праҫник йӗркелеме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫапах та ӗҫ нумаях ҫав, Вера Павловна ӗнерхи, виҫӗмкунхи пекех ывӑнчӗ; ҫапла вӑл икӗ уйӑх хушши ывӑнать ӗнтӗ; иккӗмӗш хут качча тухнӑранпа ҫур ҫул ҫитрӗ пулин те, икӗ уйӑх ҫеҫ — мӗнех вара, туй хыҫҫӑн праҫник тумалла пулнӑ-ҫке-ха унӑн, вара вӑл ӑна вӑрах уявларӗ.

Но все-таки много работы, и Вера Павловна устала ныне, как уставала и вчера, и третьего дня, как уставала уж месяца два, только еще два месяца, хотя уже больше полгода прошло со времени второго замужества; что ж, надобно же было сделать себе свадебный праздник, и она праздновала долго.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех