Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иисус сăмах пирĕн базăра пур.
Иисус (тĕпĕ: Иисус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
13. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак шыва ӗҫекенӗн кирек камӑн та татах ӗҫесси килет; 14. Эпӗ парас шыва ӗҫекенӗн вара ӗмӗрне те ӗҫесси килмӗ; Эпӗ парас шыв унӑн ӑшӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫалла юхакан шывӑн ҫӑлӗ пулса тӑрӗ, тенӗ.

13. Иисус сказал ей в ответ: всякий, пьющий воду сию, возжаждет опять, 14. а кто будет пить воду, которую Я дам ему, тот не будет жаждать вовек; но вода, которую Я дам ему, сделается в нем источником воды, текущей в жизнь вечную.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ Турӑ ырӑлӑхне пӗлес пулсан тата хӑвна «Мана шыв ӗҫтерсемччӗ» теекенӗ Кам пулнине пӗлес пулсан, ху Унран ыйтӑттӑн, Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ, тенӗ.

10. Иисус сказал ей в ответ: если бы ты знала дар Божий и Кто говорит тебе: дай Мне пить, то ты сама просила бы у Него, и Он дал бы тебе воду живую.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус ӑна: Мана шыв ӗҫтерсемччӗ, тет.

Иисус говорит ей: дай Мне пить.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫул ҫинче ывӑннӑскер, Иисус ҫав пусӑ патне ларнӑ.

Иисус, утрудившись от пути, сел у колодезя.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудея ҫӗрне пынӑ; унта Вӑл вӗсемпе пӗрле пӗр хушӑ ҫынсене шыва кӗртсе пурӑннӑ.

22. После сего пришел Иисус с учениками Своими в землю Иудейскую и там жил с ними и крестил.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Иисус ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ — Израиль вӗрентекенӗ-ҫке, мӗнле-ха ҫакна пӗлместӗн?

10. Иисус отвечал и сказал ему: ты - учитель Израилев, и этого ли не знаешь?

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иисус хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран, Сывлӑшран ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ: 6. ӳтрен ҫурални — ӳтех, Сывлӑшран ҫурални — сывлӑш.

5. Иисус отвечал: истинно, истинно говорю тебе, если кто не родится от воды и Духа, не может войти в Царствие Божие. 6. Рожденное от плоти есть плоть, а рожденное от Духа есть дух.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ, тенӗ.

3. Иисус сказал ему в ответ: истинно, истинно говорю тебе, если кто не родится свыше, не может увидеть Царствия Божия.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Фарисейсем хушшинче иудейсенӗн Никодим ятлӑ пӗр пуҫлӑх пулнӑ; 2. вӑл ҫӗрле Иисус патне пынӑ та каланӑ Ӑна: Равви?!

1. Между фарисеями был некто, именем Никодим, один из начальников Иудейских.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Анчах Иисус Хӑй вӗсене шанман: Вӑл вӗсене пурне те пӗлнӗ, 25. Ӑна ҫын ҫинчен каласа кӑтартни кирлӗ пулман: ҫын ӑшӗнче мӗн пуррине Вӑл Хӑй пӗлсе тӑнӑ.

24. Но Сам Иисус не вверял Себя им, потому что знал всех 25. и не имел нужды, чтобы кто засвидетельствовал о человеке, ибо Сам знал, что в человеке.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак Турӑ Ҫуртне аркатӑр, Эпӗ ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартӑп, тенӗ.

19. Иисус сказал им в ответ: разрушьте храм сей, и Я в три дня воздвигну его.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Иудейсенӗн Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ, Иисус Иерусалима пынӑ, 14. Вӑл унта Турӑ Ҫуртӗнче вӑкӑрсем, сурӑхсем, кӑвакарчӑнсем сутнине, укҫа улӑштаракансем ларнине курнӑ.

13. Приближалась Пасха Иудейская, и Иисус пришел в Иерусалим 14. и нашел, что в храме продавали волов, овец и голубей, и сидели меновщики денег.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫапла Иисус хӑватлӑ ӗҫсем тума Галилейӑри Кана хулинче пуҫланӑ, унта Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартнӑ; вара вӗренекенӗсем ӗненнӗ Ӑна.

11. Так положил Иисус начало чудесам в Кане Галилейской и явил славу Свою; и уверовали в Него ученики Его.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Иисус тарҫӑсене: савӑтсене шыв тултарӑр-ха, тет.

7. Иисус говорит им: наполните сосуды водою.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Иисус калать Ӑна: эй Анне, Санпа Манӑн мӗн ӗҫ пур унта?

4. Иисус говорит Ей: что Мне и Тебе, Жено?

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

50. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «Эпӗ сана смоква йывӑҫӗ айӗнче куртӑм» терӗм те — эсӗ ҫавӑнпа ӗненетӗн; унтан та ытларах курӑн-ха, тенӗ.

50. Иисус сказал ему в ответ: ты веришь, потому что Я тебе сказал: Я видел тебя под смоковницею; увидишь больше сего.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвна Филипп чӗничченех, эсӗ смоква йывӑҫӗ айӗнче чухнех, куртӑм Эпӗ сана, тенӗ.

Иисус сказал ему в ответ: прежде нежели позвал тебя Филипп, когда ты был под смоковницею, Я видел тебя.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

47. Хӑй патне Нафанаил пынине курсассӑн Иисус ун ҫинчен ҫапла калать: акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, унра чеелӗх ҫук, тет.

47. Иисус, увидев идущего к Нему Нафанаила, говорит о нем: вот подлинно Израильтянин, в котором нет лукавства.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шухӑш тытнӑ; Вӑл Филипа тӗл пулать те ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет.

43. На другой день Иисус восхотел идти в Галилею, и находит Филиппа и говорит ему: иди за Мною.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: эсӗ — Иона ывӑлӗ Симон; эсӗ Кифа ятлӑ пулӑн, тенӗ.

Иисус же, взглянув на него, сказал: ты - Симон, сын Ионин; ты наречешься Кифа,

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех