Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулмарӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сутӑнчӑка вӗлерес ӗҫ Кандовшӑн ҫӗнӗ япалаччӗ-ха, унта вӑл тем пек пӑшӑрханасса сиссех тӑратчӗ, ҫапах та ҫав ӗҫ ӑна пархатарлӑ пек туйӑнчӗ те, тытнӑ шухӑшӗнчен сивӗнесшӗн пулмарӗ.

Именно убийство предателя, дело новое для Кандова, сопряженное с тяжкими переживаниями, но в конечном счете благородное, особенно привлекало его.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Текех вара ҫӗмрӗк ӑрӑм умӗнче чӗркуҫленсе тӑрасшӑн та пулмарӗ.

А преклонять колена перед разбитым кумиром он уже не мог.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах пӗлӗтрен-мӗнрен пӗлтересси те, аслатипе тӑвӑл пуласса сунтараканни те нимӗн пулмарӗ, пӗртен пӗр ӑрӑм вӑл: «Турцiа ке падне — 1876» тени кӑна шанакан ҫынсене кӑна мар, чи шанманнисене те тӗрлӗ май шухӑшлаттарса пӑтраштарчӗ…

Но небесных знамений, предрекавших бурю, не было, если не считать грозного пророчества: «Турция ке падне — 1876», обошедшего страну и смутившего умы самых безнадежных скептиков…

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аллӑ ҫул пурӑнать вӑл ҫут тӗнчере, пӑлхарсене симӗс тӑхӑнма юрамастчӗ, юлан утпа пыратӑн пулсан, кашни тӗрӗке курмассерен лаша ҫинчен сиксе анмаллаччӗ, ҫавна пӗтӗмпе ас тӑвать-ха; пусмӑрта пурӑнан халӑх ывӑлӗ пулнӑ май хӑех вӑл мӗн-мӗн кӑна курнӑ та мӗн чӑтса ирттермен пуль те, халь тесен хӑй мӗн курнине ӗненесшӗн пулмарӗ.

Пятьдесят лет прожил он на белом свете и помнил то время, когда болгарам было запрещено одеваться в зеленое и предписывалось соскакивать с коня при встрече с каждым турком; он сам, как сын порабощенного народа, столько видел, пережил, испытал, безропотно проглотил столько унижений, что теперь глазам своим не верил.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй ҫав пӑлхава хутшӑнас пулсан та ачисене унта кӗртесшӗн пулмарӗ.

Он хотел, чтобы они остались в стороне от потока, волны которого захлестнули его самого.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Виҫӗм кунхине ун патне Николай Недкович пырса кӗчӗ те, черешньӑ вулли шыра-шыра йӑлтах супса ҫитрӗм, тупса пулмарӗ, тесе сӑмах хускатрӗ.

Три дня назад к нему пришел Николай Недкович и рассказал, что никак не может раздобыть черешневые стволы.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫумӑра пула хальхинче лару Мичо байӑн садӗнче пулмарӗ, садра улмуҫҫипе ҫӳллӗ самшит йывӑҫҫи нумайччӗ, ҫынсем хуҫа пӳлӗмӗнче пуҫтарӑнчӗҫ.

Шел дождь, и на этот раз заседание состоялось не в саду Мичо — под яблонями и высокими самшитами, — а в комнате хозяина.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек ӑнланмалла пулса тухрӗҫ ӗнтӗ унӑн темле кӑшкӑрашса каланӑ сӑмахӗсем, аллисемпе тем кӑтартма хӑтланнисене, тепӗр тесен ҫавсемех пулӑшрӗҫ те пуль, тен, Огнянова тытса парас ӗҫре, анчах ҫавӑн пирки хӑҫан та, кама пӗлтерме пултарнӑ-ши — ҫавна тӗплӗн пӗлсе пулмарӗ.

Так объяснились теперь его загадочные жесты и восклицания, которые в конце концов, очевидно, и выдали Огнянова, но когда и кому, осталось невыясненным.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Туссем малалла утрӗҫ, вӗсем хӗллехи ту илемне пӑхса савӑнма вӑхӑтран вӑхӑта чарӑнкаларӗҫ, анчах сӑмах-юмах пулмарӗ.

Товарищи двигались вперед, время от времени останавливаясь, чтобы полюбоваться зимним очарованием гор, но полюбоваться молча.

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ушкӑнри ҫынсем ҫакӑ мӗне пӗлтерни пирки шухӑшланӑ хушӑра йывӑҫ хӳттинчен пӗр тем пысӑкӑш тӗттӗм кӗлетке курӑнах кайрӗ, паллах ӗнтӗ, ку йытӑ тавраш пулмарӗ, темле тӗлӗнтермӗш, акӑш-макӑш пысӑк упа тейӗн, кайри ури вӗҫҫӗн чӗвен тӑнӑн курӑнчӗ ҫак кӗлетке.

Пока товарищи продолжали недоумевать, из-за деревьев появилась громадная темная фигура, напоминавшая уж, конечно, не собаку, но скорее чудовище, невиданного гигантского медведя, вставшего на задние лапы.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов унӑн хӑш-пӗр сӑмахне итлекелерӗ, хӑшне-пӗрне хӑлхи урлӑ ҫеҫ ирттерсе ячӗ, ҫакӑнта мӗн курса тӑни ӑна калама ҫук хаваслантарчӗ, улах пирки хӑйне ӑнлантарса тӑмашкӑн кирлӗ те пулмарӗ.

Огнянов слушал в пол-уха бесконечные объяснения Цанковицы; он был целиком поглощен самим зрелищем и не очень нуждался в его толковании.

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов куҫ харшине пӗрӗнтерчӗ, пуҫне чикрӗ, хӑйне вӑл ытлах тинкерттерсе пӑхтарасшӑн пулмарӗ.

Огнянов сдвинул брови и опустил голову, чтобы избежать этих назойливых взглядов.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл хӑйӗн сӑнне-питне кунти ҫынсене питех кӑтартасшӑн пулмарӗ, сӗтел ҫинерех ӳпӗнсе ларчӗ те чӗлӗмне тапак тултарма тытӑнчӗ.

И, низко склонившись, чтобы по возможности скрыть лицо от чужих взглядов, Огнянов стал набивать себе трубку.

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бяла Черквана тӳрех тухас пулсан ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫнелле каймаллаччӗ, анчах Огнянов, хӑйне ирӗксӗрех хӑратакан Эмексиз-Пехливан ялӗ витӗр иртес мар тесе, тӳрӗ тухасшӑн пулмарӗ.

Прямой путь в Бяла-Черкву шел на северо-восток, но Огнянов от него отказался, чтобы не проезжать через деревню Эмексиз-Пехливана, которая невольно внушала ему страх.

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ан хӑра, Марко чорбаджи ӑна хӑйсен тӑванӗ патне вырнаҫтарнӑ, эп ҫавӑнта кӗрсе тухасшӑнччӗ те — ҫуртне тупса пулмарӗ, юлташсем те хама пит васкатрӗҫ.

— Чорбаджи Марко пристроил ее к своим родственникам, только я не мог найти их дом, а мои спутники торопились…

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл сылтӑмалла тӗкӗнчӗ, сулахаялла тӗкӗнчӗ — усси нимӗн чухлӗ те пулмарӗ: халӑх хӳми урлӑ ҫаплах иртме ҫук.

Ткнулся направо, ткнулся налево — в кромешной тьме, — но тщетно: стена была непроницаема.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тухтӑр яхӑнне те ярасшӑн пулмарӗ.

Доктор махнул рукой.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах вӑл мӗн чухлӗ ӳкӗтлемерӗ пуль халӑха, сӑмах чӗнекен пулмарӗ.

Но, сколько он ни взывал к толпе, никто не откликнулся.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Конак ҫумӗпе иртсе, хӑйӗн хула аяккинче пурӑнакан тӑванӗ патне кайрӗ, анчах лешӗ килӗнче пулмарӗ.

Пройдя мимо конака, он отправился к одному своему родственнику, жившему на окраине, но не застал его дома.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах никам та вӗсем пирки аса илтерекен пулмарӗ, ҫав юла юпса каланӑ сӑмахсене пӗлместчӗҫ-ши вара е вӗсене вырӑна хумастчӗҫ-ши.

Но никто и не заикнулся об этом, то ли потому, что о пасквилях ничего не знали, то ли потому, что отнеслись к ним с презрением.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех