Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулмарӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман курнӑҫса пулмарӗ те унпа, анчах вӑл мӗнле хуйхӑрнине витӗрех пӗлсе тӑратӑп… — саншӑнах ӗнтӗ.

Мне не удалось повидаться с нею, но я знал, что она в отчаянии… очевидно, из-за тебя.

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Шӑв-шав ҫӗкленчӗ, ӗҫӗ пулмарӗ, инкекӗ ҫеҫ хулана ҫакланать.

— Подняли шум, а дела не сделали, только беду на город накликали.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав упа хуҫине те тытса пулмарӗ, тытнӑ пулсан ӑна та Кандовпа юлташӗсене пӗтернӗ пек пӗтереттӗмӗр.

Досадно, что и «медвежатника» не удалось поймать, а то б и с ним разговор был короткий, как с Каидовым и другими, — сказал Стефчов.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах хуларан тухса ҫӳреме никам та хаяймарӗ — ӗҫпе те, уҫӑлса ҫӳресе ҫутҫанталӑкӑн хӗвеллӗ илемӗпе савӑнаканни те пулмарӗ.

Но никто еще не осмеливался выйти за черту города — ни по делам, ни за тем, чтобы погулять и полюбоваться солнечной красотой природы.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗн хулана ҫитичченех ӑна пӗр чун та хирӗҫ пулмарӗ; уйсенче ҫын ҫук, хула хӗрринче пуҫланакан урам та пуш-пушах.

До самого города ей не попалось навстречу ни одной живой души; безлюдны были поля, опустела и улица, что начиналась у окраины города.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл мӑнастир хӗррипе те тухрӗ, хаклӑ вӑхӑчӗ нумай иртнипе Натанаил игумен патне кӗрсе чӑрмантарасшӑн пулмарӗ.

Он проходил мимо монастыря, но к игумену Натанаилу не зашел: и без того он потерял много драгоценного времени.

V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вырлиштиицӑра тӗрӗксемччӗ ӗнтӗ, унтан иртесси пулмарӗ

На Вырлиштнице уже турки — туда не пойдешь…

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Килнӗ ҫынна паллайрӗ-ши вӑл, паллаймарӗ те-ши, пӗлме ҫук, анчах ҫапла пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн та хапӑл пулмарӗ.

Узнал ли он гостя или нет, неизвестно, но осмотр не произвел на него благоприятного впечатления.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗнтересси пулмарӗ.

Борьба окончилась полным поражением, паническим страхом.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сӑмах вӗҫҫӗн те пулин ун патне хыпар-хӑнар пулмарӗ.

ни письменно, ни устно, —

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах Рада, ӳкӗте кӗмерӗ, вӑл унпа пӗрле каясшӑн пулмарӗ.

Но, невзирая на все ее уговоры, Рада отказалась за ней последовать.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ҫывӑрасшӑн пулмарӗ, ҫывӑрма та юрамастчӗ-ха ӑна.

Огнянов решил не спать, да и нельзя ему было уснуть.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнпа Огнянов вӗсене ним чухлӗ те хӗрхенесшӗн пулмарӗ.

И Огнянов решил действовать беспощадно.

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак хушӑра ӑна Карнарти ҫуртра пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки асне илмешкӗн аванах та пулмарӗ, анчах ҫак хӑрушӑ ҫынсен хушшинче Огнянов шӑлтах тусӗ пек курӑнса кайрӗ те, хайхискерӗн тинех чӗлхи уҫӑлчӗ.

Правда, он сохранил не очень-то приятное воспоминание об Огнянове, но среди этих страшных людей Огнянов показался ему своим человеком, чуть ли не приятелем, и язык у него развязался.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каблешков экспедицийӗ Копривштицӑна таврӑнасса таврӑнчӗ те ӗмӗтленни усси пулмарӗ.

Экспедиция Каблешкова вернулась в Копривштицу, не добившись никаких результатов.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тарма тытӑннӑ жандармсене пӑшалсемпе печӗҫ, усси ҫапах та пулмарӗ, лешсем ту ҫинелле тарма ӗлкӗрчӗҫ.

Стреляли по убегающим полицейским, но безуспешно, — им удалось спастись бегством в горы.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унтан: «Вӑрҫӑ пуҫланчӗ, чӗремӗр сикет» юрра юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн Караджов хӗрӳллӗ сӑмах каларӗ, унччен те пулмарӗ, Клисурӑ хулинче чан ҫапса ячӗҫ, ку вӑл халӑх пӑлхава ҫӗкленнине пӗлтерчӗ.

После пения «Бой наступает, сердца наши бьются» Караджов произнес пламенную речь, и вслед за этим Клисура под звон колоколов и восторженные клики объявила себя восставшей.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах вӑл хальхинче чире хыврӗ, каласшӑн пулмарӗ.

Но он отказался говорить, ссылаясь на недомогание.

XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл хӳхлесе йӗнинче нимӗн те илтсе юлма пулмарӗ, каласа пӗтермен сӑмахсем, амӑшӗ чунтан юратни те, ӑнран тухас пек аптраса ӳкни те — ҫаксем пӗтӗмпе чӗрене пӑрлӑ йӗппе чиксе шӑтараҫҫӗ — чиксӗр пысӑк суран та нуша.

Она начала причитать, лепеча какие-то невнятные, недосказанные, безумные слова материнской любви и отчаяния, — слова, что ледяными иглами пронизывают сердце и заставляют волосы шевелиться на голове. Каждое ее слово было как вырванный кусок сердца, каждый крик — море страданий и неизбывной боли.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах вӑл ӑна курасшӑн те пулмарӗ, кӑмӑлӗ ҫаплах хӗрсе тӑчӗ.

Но он не хотел этого видеть и пылал по-прежнему.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех