Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушши сăмах пирĕн базăра пур.
хушши (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки виҫӗ талӑк хушши акари ҫынсем кӑнтӑрла та, каҫхине те хиртен кӗме пӗлмен, лашисене те, вӑкӑрӗсене те питӗ ывӑнтарса ҫитернӗ, Рагулин бригадирсемпе канашлӑва каяс умӗн колхоз тӗштырӑсене акса пӗтерчӗ.

Последние три дня сеяльщики не покидали поля ни днем ни ночью, сильно приморили лошадей и быков; и к отъезду на совещание Рагулина и бригадиров посев колосовых был завершен.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Прохор Ненашев ҫинчен те ҫавнах калама пулать, анчах уйрӑмлӑхӗ ҫакӑнта: кунта художникӗ пурӑнӑҫ хӑй пулнӑ, — нумай ҫулсем хушши тума пултарнине йӑлтах тунӑ вӑл, туса пӗтернӗ те ҫапла каланӑ: «Ну, ҫак ӗнтӗ Прохор Ненашев пулать, кунта урӑх нимӗн катма та, нимӗн хушма та ҫук».

То же самое примерно можно сказать о Прохоре Ненашеве, с той лишь разницей, что художником здесь была сама жизнь — за многие годы она, казалось, сделала все, что только могла, и сказала: «Ну, вот это и есть Прохор Ненашев, и тут уже ничего нельзя ни убавить, ни прибавить».

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Темиҫе ҫул хушши колхозсенче вӑрӑсемпе жуликсем пуҫлӑх пулса ларни тата эсӗ вӗсене хӳтӗлесе пыни, — пӗлес килсен, ҫакӑ пулать те ӗнтӗ, колхоз уставне питех те хытӑ пӑсни…

А вот то, что столько лет во главе колхозов стояли воры и мошенники и ты их покрывал, — вот это и есть, если хочешь знать, грубое нарушение колхозного устава…

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кубань хӗрринче, станица хыҫӗнче тӑракан шыв арманне йышӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл темиҫе кун хушши исполкома пырса кӗменччӗ.

Приняв водяную мельницу, стоявшую за станицей, вблизи Кубани, он несколько дней не появлялся в исполкоме.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Матроссем, хапха умне купаласа хунӑ пӑрӑссем урлӑ сике-сике каҫса, хӑйсене ирӗклӗн тытнӑ пек кӑтартса, кил хушши тӑрӑх утса кайрӗҫ, казаксем патне пырса сывлӑх сунчӗҫ.

Матросы, перепрыгнув через брусья, наваленные у ворот, шагали по двору с деланно-развязным видом; подошли к казакам, поздоровались.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Ав мӗнле кӗтсе илеҫҫӗ иккен пире, ав мӗскер пытанса тӑрать тулашри илем хыҫӗнче!.. Анчах эпир пӗтӗм Россия умӗнче те ҫапла опричнина сӑнарӗпе тӑратпӑр-ши вара?» — кил хушши варрипе лаша витисем еннелле утнӑ май шухӑшласа пычӗ вӑл, хӑй хыҫӗнчен васкаса лӗпӗстетекен представитель сӑмахӗсене сӳрӗккӗн итлесе.

«Вот как встречают нас, и вот что кроется за внешней, показной стороной!.. Но неужели для всей России мы являемся в образе опричнины?» — думал он, шагая по двору к конюшням и невнимательно, безразлично вслушиваясь в слова спешившего за ним представителя.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бригадӑна тыла илсе тухса хӗлле тӑхӑнмалли вӗр-ҫӗнӗ тумсем панӑ, пӗр талӑк хушши калама ҫук селӗм тӑрантарнӑ, тепӗр кунне вара, вакунсем ҫине вырнаҫтарса, инҫе ҫула кӑларса янӑ.

Бригаду отвели в тыл, снабдили новым зимним обмундированием, сутки превосходно кормили, на другой день, погрузив в вагоны, отправили.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав шутпалах вӑл Дарйӑна йӗтем хыртарса тасаттарчӗ, кил хушши хыҫӗнчи кивӗ вутта шаршанлаттарчӗ, унпа пӗрле хӑй те арпалӑха тасатса тирпейлерӗ.

С этой целью он заставил Дарью вычистить гумно, прибрать на заднем базу старые дрова, вместе с ней чистил мякинник.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Валет ним иккӗленсе шухӑшламасӑр ӑна хӑйӗн ҫирӗм ҫул хушши йывӑр ӗҫре пирчесе хытнӑ аллине тыттарчӗ, вӑйсӑрланнӑ сивӗ пӳрнисене чӑмӑртаса, аллаппине ҫӗклесе кӑтартрӗ.

Валет, не колеблясь, сунул ему свою черствую, изрубцованную двадцатилетним трудом руку, пожал холодные, безвольные пальцы немца и поднял ладонь.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вилӗм ҫулӗ ҫине ҫаврӑнса тухма хатӗрленсе, унта вӗсем лӑпах пӗр талӑк хушши канса тӑраҫҫӗ.

Отдыхали, готовясь к смертной дороге, сутки.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗрлӗ виҫеллӗ ҫӗршер пин снарядсем тӑхӑр кун хушши нимӗҫ окопӗсен икӗ линийӗ хушшинче ҫурӑлса тӑраҫҫӗ.

Сотни тысяч разнокалиберных снарядов в течение девяти дней месили пространство, занятое двумя линиями немецких окопов.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сталинград патӗнче, темиҫе кун хушши юн юхтарса ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн, дивизинче никамах та пӗлмен старший сержант Тутаринов пултарулӑхне, хастарлӑхне, ӑсне генерал питӗ пысӑк хак пачӗ.

Еще под Сталинградом, после многодневных и кровопролитных боев, генерал высоко оценил умение, находчивость и храбрость никому еще не известного в дивизии старшего сержанта Тутаринова.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Улттӑмӗш кунӗнче икӗ ту хушши шӑпах пулчӗ — савӑнӑҫлӑн ҫухрашни, кулни, шӳт туни пӗтрӗ, шыва ӳкекен пӗренесен сасси анчах илтӗнсе тӑрать.

На шестой день в ущелье стояла тишина — не было ни шуток, ни смеха, ни веселых выкриков, слышались только звуки падающих бревен.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Таҫта сӑртсем хыҫӗнче хӗвел хӑпарнӑ, инҫетри вӑрман тӑрри халӗ хӗрлӗ тӗспе мар, кӗрен тӗспе ялкӑшса кайрӗ, ту хушши пӗлӗтрен ӳкекен ҫутӑпа ҫуталчӗ.

А где-то в горах подымалось солнце, вершина далекого леса вспыхнула не красным, а розовым пламенем, и ущелье наполнилось падающим с неба светом.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ту хушши ҫуталчӗ.

В ущелье стало светло.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чубуксунск ятлӑ икӗ ту хушши кун пек шавлӑ нихҫан та пулман.

Никогда еще в Чубуксунском ущелье не было так шумно.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтан тӗнчери лару-тӑру ҫинчен калаҫрӗ; Сергей Ставрополе кайни ҫинчен Федор Лукич шарламарӗ те, ҫак икӗ эрне хушши нимӗн те пулса иртмен пек.

Затем они говорили о международных новостях; о поездке Сергея в Ставрополь Федор Лукич так и не спросил, точно ничего за эти две недели и не произошло.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ тӑватӑ ҫул хушши машинӑсем кӗрленине, моторсен кӗввине итле-итле ҫывӑрнӑ та, вӑраннӑ та, ку манӑн кулленхи пурнӑҫ пулнӑ.

За четыре года я привык к грохоту машин, я засыпал и просыпался под музыку моторов, и это стало таким привычным, обыденным…

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чипер те-ҫке эсӗ, хир, сана ытараймасӑр пӑхса тӑма кунта ҫынсем валли илемлӗ вырӑн та пур, сан тикӗс ҫӗрӳ ҫинче ҫак шурӑкайӑк икӗ ҫӗр ҫул хушши вӗҫет ӗнтӗ…

И хороша же ты, степь, и есть у тебя прекрасное место, откуда люди любуются тобой, и над твоими равнинами вот уже второе столетие летит эта белая птица.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Комисси членӗсемпе пӗрле пӗр эрне хушши ӗҫлесе плановик шутласа кӑларчӗ, пӗтӗм ӗҫе вӗҫне ҫитерсе ҫырса лартрӗ, мӗнпур шутламалли-ҫырмаллине туса ҫитерчӗ.

За неделю плановик вместе с членами комиссии высчитал, подытожил и записал все, что только можно и нужно было высчитать, подытожить и записать.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех