Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйӗн (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бизнесменсен 34% хӑйӗн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ, 22% начар пырать тесе хуравланӑ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗренӳ пайӗн пӗр автомашина кӑна та, вӑл пушӑ мар чухне хӑйӗн транспорчӗпе ҫула тухать.

У отдела образования только одна машина, поэтому иногда в дорогу выходит на своем транспорте.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӑйӗн ӗҫне чунтан юратса пурнӑҫлать.

Всей душевной любовью выполняет свою работу.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ Михаил Резников хӑйӗн сӑмахӗнче республикӑри кооператорсем тӗрӗс ҫулпа пынине, коммерци ыйтӑвӗсене кӑна мар, чи малтанах социаллӑ ыйтусене татса парассине тӗп вырӑна хунине, ҫак ӗҫе халӑхран сӗт, какай, эмел курӑкӗсем туяннипе, пӗчӗк ялсенче пурӑнакансене кирлӗ таварпа, пулӑшупа тивӗҫтернипе пурнӑҫа кӗртсе пынине ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чӑвашпотребсоз канашӗн председателӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов хӑйӗн отчетлӑ докладӗнче чӑваш кооператорӗсен иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӑйӗн юратнӑ предмечӗпе республика шайӗнчи тупӑшура ҫӗнтернӗскер, «Манӑн чи лайӑх урок» темӑпа хисеплӗ жюри членӗсен умне тухса пысӑк хисеп ҫеҫ мар, «За службу образованию» медале те ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Учитель танлăн утать, пурнăç таппинчен юлмасть // Хаҫат редакцийӗ. «Авангард», 2016, пуш, 4

Чылай чухне районти олимпиадӑсемпе тӗрлӗрен конкурсра палӑракан хастар хальхинче хӑйӗн професси ӑсталӑхӗпе педагогӑн маҫтӑрлӑхне ҫӗршывӑн тӗп хулинчех, Мускаврах, кӑтартма май тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Учитель танлăн утать, пурнăç таппинчен юлмасть // Хаҫат редакцийӗ. «Авангард», 2016, пуш, 4

Ҫитес вӑхӑтри мероприятисем пирки те сӑмах пулчӗ, вӗсене ҫитсе кашни хӑйӗн сумлӑ сӑмахне калама пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html

Ҫавӑн пекех унччен пулнӑ тур палли хӑйӗн виҫине, тӗсне улӑштарсан, юнланма пуҫласан, ун ҫинчех мӑкӑль тухсан та тимлӗхе ӳстермелле.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Вун-вун тӗрлӗ чечек хӑйӗн илемӗпе савӑнтарать.

Десятки-десятки видов цветов радуют своей красотой.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Акӑ, Василий Белов «Лад» кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Мӗн ӗлӗкрен килти хуҫалӑха хӗрарӑм - анне, мӑшӑр - тытса пынӑ. Хуҫалӑхри пур ҫӑра та унӑн аллинче, вӑл хӑҫан тата мӗн кирлине лайӑх пӗлет. Праҫниксене уявлассине, типӗ тытассине те хӗрарӑмах йӗркелесе пынӑ. Ҫитӗнекен ачасене те тӗрлӗ ӗҫе вӑлах хӑнӑхтарнӑ. Ҫулсем иртнӗ май ҫемьери хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫӗсене ывӑлӗн мӑшӑрне, кинне, шанса панӑ».

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

– Енчен те ертӳҫӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫакӑ вӗсен тӗллевӗ мар тет тата федераци ресурсне кӗтсе илсен тин мӗнле те пулсан ӗҫ туса ирттерме палӑртать пулсан регионӑн ҫак ертӳҫи кун хыҫҫӑнхи ӗҫсӗрлӗх ӳснипе ҫыхӑннӑ кӑмӑллӑ мар лару-тӑрушӑн яваплӑха хӑйӗн ҫине илӗ, – асӑрхаттарнӑ премьер.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Вӑл хӑйӗн ҫак утӑмне партири чылай ыйту хуравсӑр юлнипе, партин федераци шайӗнчи ертӳҫисем «политикӑлла вылясах кайнипе» сӑлтавлать.

Куҫарса пулӑш

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кӑна пӑхмасӑр пӗр ӳпкев сӑмахӗ те илтӗнмерӗ Розӑн калаҫӑвӗнче, апла тӑк хӑйӗн специальноҫне вӑл чӑн та чунтанах килӗштерет.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Повар специальноҫне алла илнӗскер тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӑйӗн пултарулӑхӗпе те усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Темшӗн хӑйӗн ят-шывне асӑнма килӗшмерӗ.

Почему-то свое имя-фамилию назвать отказался.

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хӑйӗн хастар ӗҫӗпе коллективра, халӑхра сум ҫӗнсе илнӗ, хуҫалӑх уй-хирӗнче, ферминче лӑш курмасӑр вӑй хурса орден-медале тивӗҫнӗ, тӑван республикӑмӑрӑн историйӗнче йӗр хӑварнӑ ҫӗр-ҫӗр хӗрарӑм ятне мӑнаҫланса вулатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Самолет штурвалӗ те пӑхӑнать ӑна, транспорт рулӗ те парӑнать хӗрарӑмӑн ҫепӗҫ аллине, тӗнчен тӗпсӗр уҫлӑхӗ те хӑйӗн алӑкне яриех уҫать унӑн умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чылайӑшӗ хӑйӗн ирӗкӗпе фронта тухса кайрӗ, тухтӑр, санинструктор, снайпер, зенитчица, разведчица, ҫыхӑнуҫӑ, повар пулчӗ, пӗр хут ҫеҫ мар вилӗме куҫа-куҫӑн тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Юрӑ-кӗвӗре, калав-романра, сӑрӑ, кино искусствинче тивӗҫлипех сӑнарланнӑ, хӑйӗн хастарлӑхӗпе ялан палӑрнӑ, йывӑрлӑхра хуҫӑлман, никам умӗнче нихӑҫан та пуҫа усман, ҫемье ӑшшине упракан, ывӑл-хӗрне ырӑ кӑна сунакан, мӑнукӗсене малашлӑха пиллекен, тӗрӗсрех каласан, Турӑпа юнашар тӑмалли ҫын вӑл – пурнӑҫ пуҫламӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех