Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вут сăмах пирĕн базăра пур.
Вут (тĕпĕ: вут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫултан пӑрӑнтӑм та пӗр икӗ километр кайрӑм — икӗ урапа лараҫҫӗ; пӗр мучи вут ҫинче пӑтӑ пӗҫерет, урапа айӗнче вӑкӑр пек тӗреклӗ, сарлака пит-куҫлӑ йӗкӗт выртать, ура тупанне хыҫкалать, ҫулҫӑллӑ туратпа шӑнасене хӑвалать.

Свернул в сторону, проехал километра два — стоят две брички; какой-то дедок кашу на огневище мастерит; здоровый, как бугай, мордатый парень лежит под бричкой, пятки чешет и мух веточкой отгоняет.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗччен юлсан вӑл ҫавӑнтах, хӑй сисмесӗрех, курман куҫӗсемпе таҫта, иртсе кайнӑ вӑхӑта тинкернӗ, чунне килӗшекен Лушкӑн кирек хӑҫан та типӗ, тӑп-тӑп тутисен шӑршине, унӑн ялан улшӑнса тӑракан вут пек куҫӗсене аса илнӗ.

Стоило ему остаться наедине с самим собой, как тотчас он, сам того не замечая, уже смотрел куда-то в прошлое невидящими глазами, улыбался с задумчивой грустинкой, вспоминая милый сердцу запах Лушкиных губ, всегда сухих и трепетных, постоянно меняющееся выражение ее горячих глаз.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Урине вӗсем унӑнне ҫамрӑк качака тирӗнчен ӑсталанӑ хӗрлӗ сандали тӑхӑнтарнӑ, тӗттӗмрех вут тӗслӗ кӑтрисене типӗтнӗ те шултра хура ӗнчӗ ҫипсемпе ҫивӗтлесе янӑ, аллисене чӑнкӑртатса тӑракан сулӑсемпе хитрелетсе эрешленӗ.

Они обули ее ноги в красные сандалии из кожи молодого козленка, они осушили ее темно-огненные кудри, и перевили их нитями крупного черного жемчуга, и украсили ее руки звенящими запястьями.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех