Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынпа (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫалхи 10 уйӑхра Шупашкар хулинчи пӗтӗм тӗнчери аэропорт пассажирӗсен шучӗ 400 пине ҫитнӗ, чукун ҫулӑн хула ҫумӗнчи маршручӗсенче ҫак йыш 350 пине яхӑн ҫынпа танлашнӑ, шыв транспорчӗпе - 83,5 пин, автомобиль транспорчӗн яланхи маршручӗсем ҫинче - 73 пин ытла пассажир.

За 10 месяцев текущего года международный аэропорт г. Чебоксары перевез почти 400 тысяч пассажиров, железнодорожным транспортом в пригородном сообщении – почти 350 тысяч пассажиров, водным – 83,5 тысяч пассажиров, а автомобильным транспортом по маршрутам регулярных перевозок – более 73 тысяч пассажиров.

Олег Николаев транспорт ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/20/ole ... ika-transp

Индонезири Ява утравӗ ҫинче 5,6-мӗш магнитудӑпа ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ, вилнисен шучӗ хальхи вӑхӑтра 162 ҫынпа танлашать, ҫав вӑхӑтрах ҫӑлавҫӑсем чӗрӗ юлнисене шырама пӑрахмаҫҫӗ.

Землетрясение магнитудой 5,6 произошло на острове Ява в Индонезии, число погибших в настоящее время составляет 162 человека, в то время как спасатели продолжают поиски выживших.

Индонезире ҫӗр чӗтреннӗ, 160 ҫын ытла вилнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33518.html

Сирӗнпе хутшӑнма ҫунакан ҫынпа тимлӗ пулӑр.

Внимательно отнеситесь к человеку, который ждёт общения с вами.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗн тӑвас тен эс, тутӑ ҫынпа выҫӑ ҫын юлташ мар тенӗ.

Что поделаешь, сытый голодного не разумеет.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, ҫынпа калаҫса чунне пусарасшӑн вӑл?

Может, ему хочется поговорить, открыть душу?

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗнер вӑл пӗр ҫынпа куҫма-куҫ тӑнӑ, паян виҫӗ ҫын ӑна хирӗҫ.

Вчера она была с глазу на глаз с одним мужчиной, а сегодня против нее стоят двое.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах, чӗре татӑлса анас пек сурсан та, пуҫӗпе ҫухалнӑ ҫынпа пӗрле вилме ҫук.

Но как ни больно сердцу, вместе с умершим живым в гроб не ляжешь.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чирлӗ ҫынпа ӳсӗр ҫын куҫне темӗн те курӑнӗ.

А больному да нетрезвому все что угодно может привидеться.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах вӑл, ҫынпа ун ӗҫне-хӗлне, ун ӗненӗвне хисеплеме пӗлекенскер, Ваҫук пек павраса тӑмарӗ, пӑрӑнчӗ те утрӗ ҫеҫ.

Но он отвернулся и ушел, не болтая так, как Васек, с человеком и его действиями, уважающими его веру.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах ҫынпа калаҫма сӑмахӗ ҫук ун.

Но говорить с ними он не умеет (или не хочет?).

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Канаш ыйтаканни, ҫынпа калаҫса ӑшне пусарма пынисем, ҫыру, жалоба е ҫӑхав ҫырса пама тархаслакансем.

Были и такие, кто просил совета; кто-то просто хотел отвести душу в беседе с грамотным человеком; некоторым надо было написать письмо, жалобу, прошение.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Килен-каян ҫынпа хӗрсене чӑрмантаратӑп тесе хӑрани ахалех пулчӗ.

Опасения стеснить своим появлением дочерей Элендея оказались напрасными.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамрӑк хӗре ҫӗрле ӳсӗр ҫынпа кӑларса яни мӗне пӗлтерчӗ вӑл? — терӗ хӗр тепӗр хут.

Послать ночью меня с пьяным парнем, — в глазах Малюк стояли слезы.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку ӗнтӗ вӑл пӗчӗк ачана урамра хӑйсене мӗнлерех тытмаллине вӗрентнӗ евӗрех: мӗнрен асӑрханмалла, палламан ҫынпа калаҫмалла мар тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Ҫур енне кайсан ҫимелли тӑнчах пӗтсе ҫитет те, Серентей хӑйӗн ҫуртне тепӗр ҫынпа улӑштарать, пӳрчӗ ҫине сӗтев илет.

К весне и вовсе голодать стал Серендей и надумал обменять свой дом на другой домишко, чтоб, значит, получить хлеба впридачу.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Юратсан ют ҫынпа ун пек калаҫмалла мар пек-ҫке…

— Ведь если любишь, каждую минутку хочется видеть, говорить, быть рядом, глядеть не наглядеться…

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗреннӗ ҫынпа вӗренменни пек вӗсем.

Они как ученый и неученый человек.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Элексантӑр атте» мӗн пӗчӗккӗллех ҫынпа чӗререн калаҫма пӗлнӗ.

Отец Александр с самого раннего детства умел говорить с народом.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Итле ӑна, йӑваш пул, Усал ҫынпа ан ҫыхлан, Ӗҫне ӗҫле, ӗҫчен пул, Кирлӗ марпа ан хӑтлан! — Атте-анне ӳкётлет Хӗр куҫҫульне юхтарса.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫынпа чап сахалрах — колхоз ытла пӗчӗк.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех