Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынпа (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынпа калаҫма пӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей те темиҫе ҫынпа пӗрле килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Упӑшки йӑлисене лайӑх пӗлет вӑл: хӑҫан эрех ӗҫнине те, ҫынпа калаҫса чунне пусарманнине те, кирек хӑш ыйтӑва та никампа канашламасӑр хӑй пӗччен татса панине те тата нихҫан та йӑнӑшманнине те…

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апла тес, ҫынпа хирӗҫес йӑли ҫук та темелле-ха…»

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эрне пуҫламӑшӗнче туссемпе, юратнӑ ҫынпа хутшӑну япӑхланать.

В начале недели, возможно, ухудшатся отношения с друзьями и любимым человеком.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратнӑ ҫынпа клуба е ташӑ каҫне каймалли лайӑх вӑхӑт.

Это хорошее время для посещения клуба или вечеринки с любимым человеком.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫемьеллисен эрне пуҫламӑшӗнче юратнӑ ҫынпа хирӗҫмесен лайӑхрах.

В начале недели состоящим в браке лучше не вступать в споры с партнёром.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку ҫулҫӳревре е халӑх тетелӗнче кӑсӑклӑ ҫынпа паллашнипе ҫыхӑннӑ.

Поводом к этому может стать знакомство с интересным человеком в дальней поездке или в социальных сетях.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йывӑр ӗҫсем те ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫланӗҫ, ҫынпа калаҫнӑ чух сӑмах патне кивҫене каймастӑр.

Даже сложные дела даются с лёгкостью, а общение с людьми не заставлять лезть за словом в карман.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑхӑта юратнӑ ҫынпа ирттерӗр.

Проведите время с любимым человеком.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ик ҫӗр ҫынпа каҫсан тапӑнма хӑяймаҫҫӗ тесе шутларӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫук, эс Данилӑпа, Кӗпӗрьянпа тата темиҫе ҫынпа пӗрле Шупашкара каятӑн.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗмӗрте перре ҫамрӑксем хушшинче ҫынпа тап саркаланса ҫӳресшӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынпа тан пулӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килти хуйха-суйха пусарма сӑлтав та тупӑнчӗ Аттенейшӗн — ӑна ялти темиҫе ҫынпа пӗрле Кӑрмӑша «халӑх ӗҫӗпе» ҫӳреме, ҫӗр ыйтӑвӗпе тӗрлӗ ҫӗре чупма суйларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лере кайнӑ чух ҫынпа виҫ сӑмах ҫыпӑҫуллӑн калаҫма пӗлместчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр турхана качча тухнӑ та пурӑнать Ар тӑрӑхӗнче ҫав чирлӗ ҫынпа.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Саррие пуринчен ытла Янчурапа Элӗк сӑпайлӑхӗ, вӗсем хӑйсене ялан ҫынпа тан тытни, эпӗ те эпӗ тесе тӑманни кӑмӑла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫакӑ-и сан вырӑсусем, Северьян? — терӗ вӑл икӗ ват ҫынпа хӗрарӑм патне ҫывӑхарах пырса.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗр валеҫес полсан ҫынпа тан эпӗ те ҫӗр ыйтатӑп.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех