Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫапла… акӑ мӗн каласамӑр: эсир йывӑҫ вулли тӑрӑх шуса куҫаятӑр-и?
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унан хӑрушла хуллен ҫӗкленекен хура хупанкисен айӗнчен чӗтресе те йӑлтӑртатса салху-тӗксӗм куҫӗсем шуса тухрӗҫ — тӗлӗнмелле те уҫӑмсӑр йӑлтӑрав; самантлӑх ҫеҫ ҫиҫкӗнчӗ ҫакӑ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл пукан ҫинче айккӑн ларать, ун хыҫнелле сылтӑм аллине уснӑ, ҫӗрелле шуса аннӑ плащне сулахаййипе тытнӑ.Он сидел боком на стуле, свесив правую руку через его спинку, а левой придерживая сползший плащ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл манӑн тӗпӗ-йӗрӗпе кӑтартса ҫырнӑ пысӑк ыйтӑва вулама тытӑнсан, унӑн шупкарах куҫ хӑрпӑкӗсемпе ҫуркаланнӑ тутисем ҫинчен ҫӑмӑллӑн кулни шуса иртнӗ пек туйӑнчӗ.
XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ калта пек хӑвӑрт шуса пытӑм та, пӗренесен ҫумне хӑлхана ҫыпӑҫтарсанах капитан каланӑ сӑмахсен ҫурма пайне илтме ӗлкӗртӗм.
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӑмӑллӑн ӳсӗркелени илтӗнчӗ, алӑк хыҫӗнче хут татӑкӗ шуса кӑштӑртатрӗ те пӳлӗмелле пӗр ҫӳллех мар, сухалӗсене начар хырнӑ, ҫутӑрах та кӑвак сӑнлӑ, кивелнӗ пижамлӑ, ҫара урине туфли тӑхӑнса янӑ пӗр старик пырса кӗчӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Бинокль кӗленчи карта хӗррипе ерипен пӳрт ҫийӗ тӑрӑх, унтан Чубукпа иксӗмӗре хӳтӗлесе таракан мӑрье труби ҫинелле шуса улӑхрӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ улӑма шӑтарса пуснӑ ҫӗртен ура пуҫне кӑлартӑм та, аялалла шуса анса пӗр самӑр сысна ҫине персе антӑм, сысна ҫухӑрса ярса пӗр хӗрринелле сирпӗнчӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӳҫӗсем кӑвакара пуҫланӑ, куҫ таврашӗсем пӗркеленнӗ Чубук манпа юнашар пӳрт тӑрринче ларни, шуса анасран урисене сарса мӑрье хыҫӗнче лапсӑркка пуҫне тӑскаласа тӑни мана темӗншӗн тӗлӗнмелле туйӑнчӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӳрт ҫийӗнчи улӑм ҫийӗ яка, аялалла шуса персе анасран эпӗ ҫавӑрӑнкаламасӑр ларма тӑрӑшрӑм, атӑ пуҫӗпе улӑма сиркелесе урапа пусса тӗрекленмелли вырӑн турӑм.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫырма тӗпне шуса анса сылтӑмалла сулӑнсанах пӗр йывӑҫ тӗмӗ патӗнче пӗрне-пӗри ҫавӑрса тытӑҫнӑ икӗ ҫын йӑваланнине курах кайрӑм.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ ӑна шыраса тупма аялалла шуса анма хатӗрленсе тӑнӑччӗ, ҫырман сулахай енче йывӑҫ тӗмӗ хускалкаланине курах кайрӑм.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ хырӑмпа шуса калта пекех хӑвӑрт поезд хӳри патнелле ӳпеленсе кайрӑм.Распластавшись, быстро, как ящерица, я пополз к хвосту поезда.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вагон пӑван ҫыртса аптӑратнӑ лаша евӗрлӗ чӗтренкелесе тата тикӗс мар силленкелесе рельсӑсем тӑрӑх шуса пырать.Вагон вздрагивал, как искусанная оводами лошадь, и неровными толчками продвигался по рельсам.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӗтӗм ҫак вӑхӑтра Тинг чунӗ пин-пин ыйтӑва авӑртать-тӗпретет, анчах вӗсенчен пӗрин хуравне те тӗшмӗртеймест, мӗншӗн тесен лешӗ — хӑй те пурнӑҫ илемӗ тӑрӑх ҫӗҫӗлле сиввӗн те пӑхӑнуллӑн шуса иртнӗскер — унран чылай инҫетре.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Ку тӗрӗсех, — сунарҫӑ Блюм сӑн-питӗнчен куҫӗсемпе шуса иртрӗ, ларчӗ те кулӑпа витӗнсе куҫӗсене хупрӗ.— Это правда, — охотник скользнул взглядом по лицу Блюма, сел и, улыбаясь, закрыл глаза.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Пушмак тӗпӗ сухан пуҫне лапчӑтрӗ те — Мери чутах шуса ӳкетчӗ.Раздавленная луковица сунулась под каблучок танцовщицы, сделав его скользким.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.
Тергенс малалла шуса иртрӗ те иккӗмӗш шӑтӑк тӗлне урисене тӑсса вырнаҫрӗ.Тергенс пополз вперед и сел у второго выхода, протянув ноги.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Асӑрханса пӑрахнӑ яккӑр шӑппӑн шӑмпӑртатрӗ; кливер ӳкрӗ те шыва шлюпка шуса анчӗ.Всплеснул тихо отданный якорь; кливер упал, и на воду осела с талей шлюпка.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Апла хӑй тӗллӗнех, тӗллевсӗрех шуса пыни аван…».
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.