Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫара каяссинчен пуҫӗпех хӑтӑлса, ӗлӗкхи майлах кӳсе питлӗ Аникушка, батареецсем Томилин Иванпа Такан Яккӑвӗ таврӑнчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн Шамиль Мартынӗ, Захар Королев, Иван Алексеевич, килпетсӗр тӑсланка Борщев ҫитрӗҫ; декабрь уйӑхӗнче кӗтмен-туман ҫӗртен Митька Коршунов килсе тухрӗ; тепӗр эрнерен 12-мӗш полкри казаксем — Мишка Кошевой, Прохор Зыков, Кашулин старик ывӑлӗ Андрей Кашулин, Епифан Максаев Синилин Егор — пысӑк ушкӑнпа таврӑнчӗҫ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗвел ҫинче тӗссӗрленнӗ парусина ҫил чӳхентерсе тӑнипе ҫав мӗлкесем, тӑллаттарса утса иртекен ҫынсен урисем айӗнчен хӑтӑлса тухма ӑнтӑлнӑ пек, варкӑша-варкӑша илеҫҫӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Евгений Николаевич тӑрӑшнипе Григорий лагере каяссинчен хӑтӑлса юлчӗ те, утӑ ҫулнӑ ҫӗрте ӗҫлет, хутран-ситрен ватӑ панпала станцие кайса килет, ытти вӑхӑтсенче вӗсем, панпа иккӗшӗ, хир чӑххисем тытма сунара ҫӳреҫҫӗ е тата Григорий пӗчченех наганпа персе хир кӑрккисем тытма кайкалать.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӗнчене шыв илнӗ чух ҫав урапа мӗнле майпа хӑтӑлса юлнӑ-тӑр, вӑл пачах паллӑ мар.Совершенно неизвестно, каким образом спаслась она от потопа.
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл тӗксӗм шӑтӑка курма ӗлкӗрнӗ, ҫӗр пӳртре хӑтӑлса юлма пултарассине те шутласа илме пултарнӑ.Он успел увидеть черную нору и успел подумать, что может спастись в землянке.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫунса кайнӑ «КВ» танкӗн экипажӗнчен Кривцов ҫеҫ хӑтӑлса тухма пултарчӗ; ыттисем е танк ӑшӗнче е ун ҫывӑхӗнче тӑшман пули тивнипе вилсе выртнӑ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ку вӑрмантан часрах хӑтӑлса тухмалла пулнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— Аран-аран хӑтӑлса тухрӑмӑр, — терӗ Марийка.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кондратьев шухӑшлать те ӑнланма пултараймасть: мӗнле-ха вӑл, пурнӑҫ пурӑнса курнӑ ҫын, хӑй тунӑ ҫитӗнӳсене ытла пысӑка хурассинчен хӑтӑлса ҫитнӗскер, ҫакӑн пек тӳрлетме ҫук йӑнӑш тума пултарчӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Темиҫе секундран вара инҫетри уй хӗрринче, нимӗҫсен хӑтӑлса юлнӑ хӑш-пӗр танкӗсем каялла пӑрахса кайнӑ ҫӗрте, пӗчченҫи юлнӑ салтакӗсем чупкаланӑ ҫӗрте, пайӑркаллӑ вут-ҫулӑм хумӗсем сиксе выляма тапратрӗҫ те — пӗтӗм хӗвеланӑҫне ҫӑра тӗтӗм хупласа илчӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унпа калаҫса кӑна ӑшне пусарнӑ вӑл, унпа калаҫса ҫеҫ мӗнле те пулин вӑрҫӑпа вилӗмрен хӑтӑлса юлас шанчӑкне, аран ҫеҫ тӗлкӗшекен вӑйсӑр шанчӑкне упракаланӑ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Темле, ӑнсӑртран тенӗ пек ҫеҫ хӑтӑлса юлчӗ Андрей.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
«Мӗн курма пӳрнинчен хӑтӑлса юлаймӑн, тырра тивертнӗшӗн Ольховкӑра камӑн та пулин ответ тытса, асап тӳссе ирттермеллех пулать», тенӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.Судьбы не миновать: в Ольховке кто-то должен ответить и пострадать за поджог хлеба.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ӑнсӑртран тенӗ пек ҫеҫ вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ артиллеристсем хушшинче тӗрлӗ расчётсенчен пухӑннӑ ҫынсем, анчах вӗсем пӗр-пӗрине куҫпа пӑхсах ӑнланаҫҫӗ; мӗн тума кирлине, харпӑр хӑй ӗҫне — вӑр-вар та хӑвӑрт тӑваҫҫӗ.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Этем кӳлеписен чӗрӗ картин чӑрмавӗнчен хӑтӑлса, ирӗке тухнипе хӗпӗртенӗ тейӗн, янӑравлӑраххӑн та хаваслӑраххӑн чупса кайрӗҫ маршӑн таса та уҫӑ сассисем Ромашова хирӗҫ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Эпӗ тӑратӑп, эпӗ чӗнместӗп, — полковник хӑлхинчи алкана куҫ илмесӗр пӑхса, салхун шухӑшларӗ Ромашов, — манӑн ӗнтӗ тытмалла та каласа ҫеҫ хумалла: эпӗ хам та ҫав ҫемйене хисеплеместӗп, хуть те халех унран хӑтӑлса тухма, запаса кайма хатӗр, темелле.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вара вӑл ҫав тӑкӑс та арпашӑнчӑк шухӑшсемпе темӗнчченех, ҫак ӑна сасартӑк, пӗр самант хушшинчех йӗрӗнтерсе, йӑлӑхтарса лартичченех аппаланчӗ: пуҫ купташки айӗнче унӑн шупка-хӑмӑр, вараланчӑк эрешмен карти сарӑлса, ейӗлсе кайнӑ та, унран ниепле хӑтӑлса пӗтме ҫук тейӗн.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫав кунтан пуҫласа вара эпӗ ку тыткӑнран хӑҫан та пулин хӑтӑлса ирӗке тухасси ҫинчен, хӑтӑлнӑшӑн эпӗ хамӑн тусӑма тав тумалла пуласси ҫинчен шанчӑклӑнах ӗмӗтленме пуҫларӑм.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫак утрав ҫинчен мӗнле хӑтӑлса тухмалла-ши — ҫапла шавах шухӑшлаттӑм эпӗ ку таранччен; пӗр-пӗр карап куҫа курӑнса каймӗ-ши тесе сехечӗ-сехечӗпе тинӗселле, таҫта аяккалла, пӑхса тӑраттӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пыр тӗпӗнчен темле хӑйне майлӑ йӗкӗлтевлӗ-ҫӗнтерӳллӗ сасӑсем кӑларса, вӑл пӗр пӑлханмасӑр лашасем ҫинчи шӑна-пӑвана ҫапа-ҫапа ҫӳрерӗ, тӗл тивертеймесен кашнинчех ӳкӗнӗҫлӗн эхлете-эхлете илчӗ, вилӗмрен хӑтӑлса чӗрӗ юлнӑ телейлӗ кашни шӑна-пӑванах сывлӑшра чылайччен пӑхса ӑсата-ӑсата ячӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.