Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каярахпа сăмах пирĕн базăра пур.
каярахпа (тĕпĕ: каярахпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палламан ҫынсем патӗнче Сима хӑйне пачах юттӑн, айӑплӑн тытрӗ, каярахпа именни кӑштах иртнине туйсан тин кил хуҫисем тарават ҫынсем пулнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Унӑн ӑслайӗпе вара каярахпа рельспа та рельссӑр ҫӳрекен электрификациленӗ транспортра, тиев ҫӗклекен крансенче, прокат станӗсенче, автоматика хатӗрӗсенче тата ытти япаласенче усӑ курма пуҫланӑ.

А его изобретение в последующие годы стало применяться на рельсовом и безрельсовом электрифицированном транспорте, в подъёмных кранах, на прокатных станах, в устройствах автоматики и т.п.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

Каярахпа вал Чӑваш кӗнеке издательствинче кӗнеке калӑплакан редактор, унтан — «Сунтал» журналӑн сотрудникӗ.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Каярахпа вара, юлташӗсемпе чухне, йӑлишӗн вӑтанарах сывлӑх сунакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Коллоквиум пачӗ-ши каярахпа Ахах, ӑна астумастӑп, мана вӑл ун пирки ним те шарламан.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Мӗншӗн тесен кӗркуннехи уйӑхсенче, ҫав тери историллӗ пысӑк событисем пулса иртнӗ тапхӑрта (Октябрьти революци, урамсенчи ҫапӑҫу, тупӑ сасси; каярахпа кунӗн-ҫӗрӗн агитаци ӗҫӗ, час-часах пулакан собранисем) пире вӗренӳрен сӗвӗрнӗ, хамӑр та сӳрӗкрех вӗренме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Каярахпа, 1917 ҫул вӗҫӗпе 1918 ҫул пуҫламӑшӗнче, хӑш-пӗр чӑваш вӗренекенӗсем спектакль лартма хатӗрленетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Каярахпа пехотӑна куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Каярахпа «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Ящурӑн малтанхи паллисем ҫапла пулаҫҫӗ: ӗне выльӑх апат ҫими пулать, сахал кавлет, сӗлекине юхтарать, ӳт температури 40,5-41,5 таран ӳсет, вӑл йӑвашланать, каярахпа апат вуҫех ҫими пулать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Каярахпа вӑй йӑлтах тӑна кӗрсе ҫитрӗ.

Затем он очнулся окончательно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗренекенсем чӗнмерӗҫ, хӑш-пӗрисем ҫеҫ «каярахпа» тесе хуллен пӑшӑлтатрӗҫ.

Ученики молчали, кое-кто тихо пробормотал: «Потом».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Каярахпа Вӑл хӑйӗн позицине улӑштарчӗ, Фретича «ҫак талантлӑ инженер» пирки шухӑшласа пӑхма хушрӗ.

И даже когда он, оставил ее, предложил Фретичу заняться «этим врожденным инженером».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачасем чи малтанхи кунсенче нимӗн те ӑнланаймарӗҫ пулсан, каярахпа кӳренчӗклӗн ӳпкелешсе калаҫма пуҫларӗҫ:

Недоумение первых дней перешло в ропот:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫур ҫухрӑмранах шпик шӑрши кӗрекен ҫак «ревизорӑн», технологи урокне тахӑшӗ элеклесе панипе килнӗскерӗн, нимӗнле ӗҫ те тухманшӑн учитель хӑй ӑшӗнче чунтан савӑнчӗ, ҫапах та кунпа пӗрлех ҫакӑншӑн вӑл хӑйне каярахпа аван мар пулассинчен хӑрарӗ те.

Хотя в душе он и радовался комическому провалу этого «ревизора», в котором за версту чувствовался шпик, явившийся, очевидно, по доносу именно на урок технологии, но в то же время учитель опасался и последствий происходящего.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӗнер аван мар эпизод пек кӑна туйӑннӑ ӗҫсем, ҫав лӑпӑр-лапӑр «мужик ҫурисем» ӑнсӑртран сӗм-ҫӗрле хӑтланнисем каярахпа пушшех те нумайрах, час-часрах пулма пултараҫҫӗ.

То, что вчера могло показаться лишь неприятным эпизодом, случайной проделкой этого «мужичья», может принять непредвиденные размеры.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хородничану господина эсӗ каярахпа лайӑхрах пӗлетӗн акӑ.

А господина Хородпичану ты еще узнаешь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Каярахпа писатель ӑна тепӗр хут тӳрлетнӗ, ҫӗнӗ эпизодсемпе пуянлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Самсон Шляху // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с. — 3 с.

Халӑха пахалӑхлӑ тата хӑрушлӑхсӑр коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерсе тӑма Чӑваш Ен Строительство министерстви умне Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствипе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле 2023 ҫулта асӑннӑ хуҫасӑр шутланакан сетьсене каярахпа ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫаврӑнӑша кӗртме тӗллев лартатӑп.

В целях обеспечения качественного и безопасного предоставления коммунальных услуг населению ставлю задачу перед Минстроем совместно с Минэкономразвития Чувашии и органами местного самоуправления в 2023 году вовлечь в оборот обозначенные бесхозяйные сети с последующей их модернизацией.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑл вӗсен пултарулӑхӗн вӑй-хӑватне хӑть хӑш тапхӑрта - шкултан тытӑнса аслӑ шкулта та, ӗҫе вырнаҫнӑ хыҫҫӑн каярахпа та уҫса пама пулӑшать.

Она способствует раскрытию их потенциала на любом этапе – от школы до вуза и после трудоустройства.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех