Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Макар сăмах пирĕн базăра пур.
Макар (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сана вӑл япӑхах ҫитермен, пӑхман пулмалла», — кӳренсе шухӑшларӗ Макар, йывӑррӑн, питӗ йывӑррӑн ҫатан пусми ҫинелле ярса пусса.

«Видать, кормила она и холила тебя неплохо», — с горечью подумал Макар, тяжело, очень тяжело занося ногу на порожек перелаза.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Каяс умӗн Макар виле ҫине юлашки хут пӑхса илчӗ, вара халӗ тин ун тӗрӗллӗ кӗпине нумай пулмасть кӑна ҫунине, симӗс шалаварӗн чӗркуҫҫине питӗ тирпейлӗ — хӗрарӑм аллисем пулмалла — ҫӗлесе лартнине курчӗ.

Перед тем как уйти, Макар в последний раз взглянул на убитого и только тут разглядел, что вышитая рубашка на нем была свежевыстирана, а защитные штаны на коленях аккуратно — очевидно, женской рукой — заштопаны.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вилнӗ ҫынна лӑпкӑн пӑхса тӑнӑ май, Макар халӗ ывӑннисӗр пуҫне урӑх нимӗн те туймарӗ — ни паҫӑрхи пек ҫилленмерӗ вӑл, ни кӑмӑлӗ тулнине туймарӗ.

Ни недавней злобы, ни удовлетворения, ничего, кроме гнетущей усталости, не испытывал теперь Макар, спокойно разглядывая убитого.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ҫапах та мӑнтӑрланнӑ эсӗ!», — шухӑшларӗ Макар.

«Однако отъелся ты, парень!» — подумал Макар.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар вилнӗ ҫынна атӑ пуҫӗпе тӗкӗнчӗ:

Макар носком сапога коснулся, убитого, тихо спросил:

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар тӑчӗ, Тимофей патне пычӗ.

Макар встал, подошел к Тимофею.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тата тепӗр вун пилӗк минут Макар хускалмасӑр выртрӗ.

Еще минут пятнадцать Макар лежал не шевелясь.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар таптаса хытарнӑ сукмак ҫине вӑл ӗнсипе хыттӑн лаплатса ӳкнине илтрӗ.

Макар услышал, как он глухо и тяжело стукнулся затылком о твердую, утоптанную землю тропинки.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Винтовкине ӳкерсе, урисене чӗркуҫ тӗлӗнчен хутлатса, Тимофей майӗпен, Макар шутланӑ тӑрӑх, месерле ӳкме пуҫларӗ.

Роняя винтовку, подгибая в коленях ноги, Тимофей медленно, как казалось Макару, падал навзничь.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пружинпа сиктерсе янӑ пек, Тимофей малалла, унтан — айккинелле сиксе ӳкрӗ, винтовкипе пеме хатӗрленчӗ, анчах Макар маларах ӗлкӗрчӗ.

Будто подброшенный трамплином, Тимофей прыгнул вперед и в сторону, вскинул винтовку, но Макар опередил его.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вара Макар, ҫапла выртнӑ халлӗнех, хыттӑн: — Вилӗм енне питӳпе ҫаврӑн, ҫӗлен! — терӗ.

И Макар, не меняя положения, громко сказал: — Повернись лицом к смерти, гад!

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗрер ҫекунд пек Макар тӑхтаса тӑчӗ.

Секунду Макар помедлил.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чавса тӗлӗнчен хутлатнӑ сулахай алли ҫине Макар хуллен наган кӗпҫине хучӗ.

На согнутую в локте левую руку Макар тихонько положил ствол нагана.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар кантӑр хушшинче сывламасӑр тенӗ пек выртать.

Макар лежал в конопле затаив дыхание.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар ун ури айӗнче тӑм чӑштӑртатнине те, хыт хуран типӗ тунисем хуҫӑлнине те илтменччӗ, хӑйӗнчен пӗр пилӗк утӑмра малалла ӳпӗнсе тӑракан ҫын мӗлкине курсан, вӑл шартах сикрӗ.

Макар не слышал ни шороха глины под его ногами, ни хруста сухой ветки бурьяна, и когда в пяти шагах внезапно возник силуэт слегка наклонившегося вперед человека, Макар вздрогнул от неожиданности.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫук, ӗлӗкхи — маттур та тӳрӗ пӳ-силлӗ — Макар Нагульнов мар пырать халӗ шурӑмпуҫ умӗнхи кӑвак ӗнтрӗкпе витӗннӗ Шырланпуҫ тӑкӑрлӑкӗсемпе…

…Нет, не прежний — бравый и стройный — Макар Нагульнов шел в предрассветной синеющей темноте по пустынным переулкам Гремячего Лога…

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Виҫӗ талӑк тытса усратӑп эпӗ вӗсене кунта, ытларах вара — пултараймастӑп, Макар.

— Трое суток я продержу их тут, а больше не могу, Макар.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр пилӗк минутран чаплах мар ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннӑ Лушка: — Эпӗ хатӗр, Макарӑмҫӑм, — терӗ; вара Макар ҫине лӑпланнӑ, кӑштах салхулӑх пуснӑ куҫӗпе пӑхса илчӗ.

Через пять минут Лушка, одетая в скромное ситцевое платье, сказала: — Я готова, Макарушка, — и подняла на Макара присмиревшие и чуточку опечаленные глаза.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар ун ҫине пӑхмарӗ: маншӑн пурпӗрех, тенӗ пек пӑхакан куҫӗсемпе ҫаплах чӳрече енне тинкерчӗ…

Макар не смотрел на нее: равнодушный и как бы застывший взгляд его был устремлен в окно…

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах Макар вӑхӑтра тата темле вӑй хумасӑрах алӑка хӑй енне туртрӗ, малти пӳлӗме кӗчӗ, сассине хӑпартса: — Санпа шӳт тумаҫҫӗ! Тумлан, тарма ан та шутла. Эпӗ сан хыҫҫӑн чупас ҫук, сана, ухмаха, пуля хӑваласа ҫитӗ. Ӑнлантӑн-и? — тесе асӑрхаттарчӗ.

Но Макар вовремя и без особого усилия рванул на себя дверь, вошел в горницу, предупредил, повысив голос: — С тобой не шутки шутят! Одевайся и не вздумай убегать. Я за тобой не погонюсь, тебя, дуру, пуля догонит. Ясно?

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех