Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ытлашши сăмах пирĕн базăра пур.
Ытлашши (тĕпĕ: ытлашши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пулӑнни пек куҫлӑ, теветкел вахмистр Каргин, срокран ытлашши службӑра пулнӑшӑн нашивкӑсем ҫӗленӗскер, Григорий ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ чух: — Хӑш станицӑран? — тесе ыйтрӗ.

Бравый лупоглазый вахмистр Каргин с нашивками за сверхсрочную службу, проезжая мимо Григория, спросил: — Какой станицы?

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аслӑ урядник — срокран ытлашши служит тунӑшӑн хӑюсем ҫӗлесе тултарнӑ ватӑ-ватӑ маттур казак — пухӑннисене йӗркеленсе тӑма команда пачӗ.

Старший урядник — бравый престарелый казак с нашивками за сверхсрочную службу — скомандовал «строиться».

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн кӑвак мундирӗн ҫанни ҫинче виҫӗ ука хӑю — срокран ытлашши службӑра пулнӑшӑн ҫӗлесе ларнӑскерсем — хӑмпӑлчӑланса илчӗҫ.

На рукаве его голубого атаманского мундира морщились три золотые загогулины — нашивки за сверхсрочную службу.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан, хӑйӗн ытлашши янравлӑ хулӑн сассинчен вӑтанарах тур кӗтессинелле пӑхса, сӑхсӑхса илчӗ.

И, сконфузясь зычного своего голоса, лишний раз перекрестился на образ.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ксюша, ытлашши сӑмах персе ятӑм, ну, ан ҫиллен…

— Ксюша… сбрехнул словцо, ну, не обижайся…

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Килте ӗҫсем те тем чухлех, тепӗр енчен тата унӑн ҫулӗсем те ытлашши нумаях мар-ха.

Тут делов пропастишша, а тут-таки и годков ей не дюже чтоб много.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эхер те мехер салтак арӑмӗ патне — Аксинья патне — Григорий ҫынсенчен пытарма тӑрӑшнӑ пек туса ҫӳрес пулсан, Аксинья Григорипе вӑрттӑнтарах, ыттисене те хӑйӗнчен тӗртсе ямасӑр, пурӑнас пулсан, — кунта нимӗн ытлашши куҫа ҫисе тӑраканни пулман пулӗччӗ.

Если б Григорий ходил к жалмерке Аксинье, делая вид, что скрывается от людей, если б жалмерка Аксинья жила с Григорием, блюдя это в относительной тайне, и в то же время не чуралась бы других, то в этом не было бы ничего необычного, хлещущего по глазам.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Утине ытлашши лайӑх тесе калама ҫук.

Трава не особо чтоб дюже добрая.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӑкӑрсене ӗҫпе ытлашши ан касӑлтар, атте.

— Лысых работой не нури, батя!

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чышки те ӗнтӗ, ытлашши чышкӑ темеллех те мар, ҫиме юрӑхсӑр пӗчӗк кавӑн чӑмӑркки пек ҫеҫ; пӗрре хирте вӑл тенепле вӑкӑр ҫине тарӑхнӑ пулнӑ, аллинче пушӑ пулман та, пӗррех панӑ вӑл вӑкӑра чышкипеле — вӑкӑр ҫавӑнтах суха касси ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, ик хӑлхинчен юн тапса тухнӑ, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса илнӗ.

И кулак не особенно чтоб особенный — так, с тыкву-травянку величиной; а случилось как-то на пахоте на быка осерчать, кнут затерялся, — стукнул кулаком — лег бык на борозде, из ушей кровь, насилу отлежался.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗррехинче, — чӑнах, вӑт халь пулса иртнӗ пек, — хӗвел те анса ларма пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, асатте арбузсем ҫинчен ҫулҫӑсем пуҫтарса ҫӳрет, кӑнтӑрла вӑл вӗсемпе, хӗвел ытлашши хӗртесрен, арбузсене витсе хуратчӗ.

Раз, — ну вот, право, как будто теперь случилось, — солнце стало уже садиться; дед ходил по баштану и снимал с кавунов листья, которыми прикрывал их днем, чтоб не попеклись на солнце.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Эсир, ваше величество, ытлашши кӑмӑллӑ.

— Вы, ваше императорское величество, слишком милостивы.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эс вӑт мӗншӗн ҫывхартрӑн!» терӗ кум, ытлашши пӑлханмасӑр.

А отчего ты допустил? — сказал хладнокровно кум.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах туйрӗ, михӗ ытлашши йывӑр.

Но почувствовал, что он слишком тяжел.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ун ӑшӗнче темскер калать те ӗнтӗ, эс ӑна ытлашши хытӑ кӳрентеретӗн, тет.

Уже внутри ее что-то говорило, что она слишком жестоко поступила с ним.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫав мӗнпур пурлӑха хам хуҫалӑх ҫумне хушсан ытлашши пулмӗччӗ, тет Солоха, хӑй ӑшӗнче.

Все это Солоха находила не лишним присоединить к своему хозяйству,

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Халӑх пуххинче голован ытлашши иртӗнме закон ҫук пулин те, хӑйне хирӗҫ калаҫакансене пӑхса тӑмасть вӑл, кирек хӑҫан та ҫиеле тухать, хӑй ирӗкӗпех, ҫул юсама, е канав чавма кайма кама ярас килет, ҫавна ярать.

В мирской сходке, или громаде, несмотря на то что власть его ограничена несколькими голосами, голова всегда берет верх и почти по своей воле высылает, кого ему угодно, ровнять и гладить дорогу или копать рвы.

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах аллӑрсене ытлашши хыҫалалла тытса утма кирлӗ мар, урӑхларах каласан, пит вӗҫкӗнленсе ан ҫӳрӗр, мӗншӗн тесен пирӗн кунта, хуторсенче, ҫулӗсем, сирӗн чаплӑ ҫуртӑрсем умӗнчи пек, ытла яках мар.

Прошу, однако ж, не слишком закладывать назад руки и, как говорится, финтить, потому что дороги по хуторам нашим не так гладки, как перед вашими хоромами.

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Нумайӑшӗсем ҫӗрле ҫил-тӑман алхасасса кӗтрӗҫ, анчах вӑл пӗрмаях пӗр майлӑ, шӑхӑрмасӑр, хуллен вӗҫтерчӗ, — йывӑҫсем ҫинчен ытлашши юра силлесе тӑкса вӗтӗ тӗмесене витрӗ, типӗ варсенче юр хушӑкӗсем турӗ, ҫул-йӗрсене шӑлса лартрӗ, тискер кайӑк йӗрӗсене пытарчӗ…

Многие ожидали, что ночью вьюга разгуляется, но она все время играла ровно, без азарта, даже не подсвистывая себе, отряхивала лишний снег с деревьев, поплотнее засыпала им мелкие кусты, переделывала закутки в оврагах, пересыпала дорожки и тропы, заметала следы зверей…

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Партбюро секретарьне, Вознякова, вара сасартӑк пӳлӗмре коммунистсем хӑй пӗр минут каялла, вӗсем ларнӑ чух шутланинчен нумай ытлашши пулнӑ пек туйӑнчӗ..

Секретарю партбюро Вознякову вдруг показалось, что в комнате гораздо больше коммунистов, чем он думал минуту назад, когда они сидели.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех