Шырав
Шырав ĕçĕ:
26. Ҫав ҫын кайран хетсен ҫӗрне кайнӑ та [унта] хула лартнӑ, ӑна Луз тесе ят панӑ.26. Человек сей пошел в землю Хеттеев, и построил [там] город и нарек имя ему Луз.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ҫапла Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн ашшӗсене пама тупа тунӑ ҫӗре пӗтӗмпех Израиль халӑхне панӑ, вара вӗсем ӑна еткерлӗхе илсе унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Иисус ҫапла пӗтӗм ҫӗре йӑхсерен уйӑрса тухсассӑн, Израиль ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа хушнипе, Иисуса хӑйне пай кӑларса панӑ, ӑна вӗсем хӑй ыйтнӑ хулана — Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фимнаф-Сара хулине — панӑ, ҫапла Иисус хӑй ыйтнӑ хулана илсе юсаса лартнӑ та унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ. Израиль ывӑлӗсем пушхирте ҫӳренӗ чухне ҫул ҫинче ҫуралнисене ӳт кастарман пулнӑ, кайран Иисус ӑна туса ҫитернӗ; ӗнтӗ ӳт каснӑ чул ҫӗҫӗсене вӑл Фимнаф-Сара хулине пуҫтарса хунӑ.]
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫавӑнпа Дан ывӑлӗсем Ласем ҫине вӑрҫӑпа кайнӑ, ӑна туртса илсе хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ, ӑна еткерлӗхе илсе унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ, Ласема хӑйсенӗн тӗп ашшӗ ячӗпе Дан теме тытӑннӑ, [аморрейсем Еломпа Саламин хулисенчех пурӑнма юлнӑ, анчах вӗсене Ефрем ывӑлӗсем пӑхӑнтарнӑ та хырҫӑ тӳлеттере пуҫланӑ.]
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ Силома пухӑннӑ та унта пӗрле пуҫтарӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫавӑнти ҫӗр ӗнтӗ вӗсен аллинче пулнӑ.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иссахарпа Асир хушшинчи ҫӗр Манассияна тивнӗ, унта Беф-Сан хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Ивлеам хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Дор ҫыннисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Ен-Дор ҫыннисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Фаанах ҫыннисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Мегиддон ҫыннисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Нафеф ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш пайӗ [тата ун таврашӗнчи ялсем] пулнӑ.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Халев — Кенезей ҫынни, Иефонния ывӑлӗ — ӑна каланӑ: Кадес-Варни хулинче манпала сан ҫинчен Ҫӳлхуҫа Моисее, Турӑ ҫыннине, мӗн каланине пӗлетӗн эсӗ; 7. Ҫӳлхуҫа чури Моисей мана Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма янӑ чухне эпӗ хӗрӗхреччӗ; эпӗ ӑна мӗн курнине, чӗремре мӗн пуррине, каласа патӑм: 8. манпа пӗрле ҫӳренӗ тӑванӑмсем хӑйсен сӑмахӗпе халӑха хӑратса пӑрахрӗҫ, эпӗ вара шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑм; 9. ҫав кунхине Моисей тупа туса каларӗ: «санӑн уру утса ҫӳренӗ ҫӗр ӗмӗрлӗхе санӑн, санӑн ачусен еткер ҫӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑн» терӗ; 10. акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Хӑй каланӑ пек, мана паянхи кунччен усрарӗ; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫав сӑмаха каланӑранпа хӗрӗх пилӗк ҫул иртсе кайрӗ, Израиль халӑхӗ пушхирте ҫӳрерӗ; халӗ акӑ эпӗ сакӑрвун пиллӗкре; 11. анчах эпӗ халӗ те Моисей мана ҫӗр пӑхма янӑ чухнехи пекех ҫирӗп: унччен мӗнле вӑй-халлӑ пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех — вӑрҫӑ вӑрҫма та, кӗрсе-тухса ҫӳреме те пултаратӑп; 12. эппин, ҫав кунхине Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ҫак ту-сӑрта мана пар; ҫав кунхине эсӗ ху та илтрӗн, унта Енак ывӑлӗсем [пурӑнаҫҫӗ], хулисем вӗсен пысӑк, тӗреклӗлетнӗ хуласем; тен, Ҫӳлхуҫа манпа пӗрле [пулӗ те], эпӗ вӗсене, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑваласа ярӑп, тенӗ.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Унтан Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Давир хули патне ҫитсе ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 39. хулана туртса илсе, унӑн патшине те, ҫывӑхри пур ялне те хӗҫ айне тунӑ, унта мӗн пуррине, [вӗсене,] мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ: пӗри те ҫӑлӑнайман; Хевронпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливнӑпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Давирпа унӑн патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Еглонран Хеврон хулине кайса ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 37. Израиль ҫыннисем Хеврона туртса илсе хулине те, патшине те, ҫывӑхри ялсене те, унти мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ; никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, ӑна Еглона мӗн кӑтартнинех кӑтартнӑ: ӑна, унта мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Лахисран Еглон хулине кайнӑ, ун ҫывӑхне тапӑрӑн вырӑнаҫса, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 35. [Ҫӳлхуҫа ӑна та Израиль аллине панӑ,] ӑна ҫав кунах туртса илсе, ӑна тата ҫав кун унта пулнӑ мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, ӑна та Лахиса тупаланӑ пекех тупаланӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вара Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Македран Ливна хулине кайса ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 30. Ҫӳлхуҫа Ливнӑна та Израиль аллине панӑ, [вара ӑна,] унӑн патшине [ярса илнӗ], Иисус хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ: унта никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман]; Иерихон патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливна патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӳрӗ ҫын кӗнекинче шӑпах ҫавӑн ҫинчен ҫырман-и ӗнтӗ: унта: «Хӗвел чӑн тӳпере тӑнӑ, кунӗпе тенӗ пекех вӑл анӑҫалла шума васкаман» тенӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Адониседек — Иерусалим патши — Иисус Гай хулине туртса илсе ӑна тупаласа тӗп туни ҫинчен, Гай хулипе унӑн патшине те Иерихон хулипе унӑн патшине пӗтернӗ пекех пӗтерни ҫинчен, Гаваон ҫыннисем [Иисуспа тата] Израильпе килӗшӳ туса вӗсем хушшинче юлни ҫинчен илтсессӗн 2. сехӗрленсех ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн Гаваон патша хулисенчен кая мар, Гайран та пысӑкрах хула [пулнӑ], ҫыннисем те унта харсӑр ҫынсем пулнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Израиль ҫыннисем хӑйсене хирте, пушхирте хӑваланӑ Гай халӑхне аркатса тӑксассӑн, лешӗсем пӗр ҫын юлмиччен хӗҫ ҫивӗчӗш айне пулса пӗтсессӗн, Гай хулине таврӑннӑ та унта юлнисене пӗтӗмпех хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫапла вара унта виҫӗ пин ҫынна яхӑн кайнӑ, анчах вӗсем Гай ҫыннисенчен каялла тарса таврӑннӑ; 5. Гай ҫыннисем вӗсене хула хапхи патӗнчен Севарима ҫитиччен хӑваласа кайнӑ, ту ҫинчен аннӑ чухне вӗсен вӑтӑр ултӑ ҫыннине вӗлерсе пӑрахнӑ; ҫавна пула халӑх чӗри хавшаса ӳксе шыв пек шӗвелнӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хулана, унта мӗн пуррине пӗтӗмпех вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ; кӗмӗлпе ылтӑнне, пӑхӑр-тимӗр савӑтсене анчах [Ҫӳлхуҫа ятне пултӑр тесе] Ҫӳлхуҫа ҫурчӗн пурлӑх управӑшне панӑ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Священниксем ҫиччӗмӗш хут трупа кӑшкӑртса ярсассӑн, Иисус халӑха: кӑшкӑрӑр, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа хулана сирӗн аллӑра пачӗ! тенӗ; 16. хулана хура ылхан ҫитрӗ, унта мӗн пурри — [ҫӳлти ҫарсенӗн] Ҫӳлхуҫине; аскӑн арӑма Раава анчах чӗрӗ хӑварӑр: ӑна хӑйне те, унӑн килӗнчисене те никама та ан тивӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл эпир янӑ ҫынсене сыхласа хӑварчӗ; 17. анчах та тупаланӑ япаларан сыхланӑр, тупаланине илсе хӑвӑрӑн та тупаланмалла ан пултӑр, Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрне тупалани ан ҫиттӗр, ӑна инкек ан пултӑр; 18. пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗл, пӗтӗм пӑхӑр-тимӗр савӑт Ҫӳлхуҫа ятне пултӑр, Ҫӳлхуҫа пурлӑхӗн ҫӳпҫине кӗтӗр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсем Иисуса каланӑ: Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] ҫак ҫӗре пӗтӗмпех пирӗн аллӑмӑра панӑ, унта пурӑнакансем пурте пирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем кайнӑ, ту ҫине ҫитнӗ те хӑйсем хыҫҫӑн хӑваласа пынисем каялла таврӑниччен унта виҫӗ кун тӑнӑ.22. Они пошли и пришли на гору, и пробыли там три дня, доколе не возвратились гнавшиеся за ними.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.