Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айне (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эй, радист-пулеметчик! — кӑшкӑрчӗ Сергей, бурка айне пӑхса.

— Эй, радист-пулеметчик! — крикнул Сергей, заглянув под бурку.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лавҫисем анчах ҫумӑртан пытанман — ура ҫине тӑрса, кӑкӑрӗсене ҫапса ҫӑвакан ҫумӑр айне туса, шӑхӑрса та ҫухрашса, лашисене васкатнӑ.

Одни возчики не прятались от дождя — со свистом и криком торопили лошадей, поднявшись во весь рост и подставляя грудь косой струе воды.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йӗпе те пылчӑклӑ ҫулпа вӗсене хирӗҫ строительсем таврӑннӑ: вӗсем бричкӑсем ҫине ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ларнӑ, хӑшӗ пуҫне утиялпа чӗркенӗ, хӑшӗ бурка айне пытаннӑ, хӑшӗ пуҫ тӑрринче брезент карса пынӑ…

Навстречу им по вязкой и хлюпкой дороге ехали строители: они сидели на бричках скученно — кто прикрылся рядном, кто подлез под бурку, кто натянул на голову брезент…

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫил хӑваласа пыракан тӗттӗм-кӑвак пӗлӗт Сергее хирӗҫ шурӗ, часах «виллис», шыва чӑмакан кӑвакал пек, лӳшкетсе ҫӑвакан ҫумӑр айне пулчӗ.

Гонимая ветром темно-серая туча с шумом двигалась навстречу Сергею, и вскоре газик нырнул в ливень, как ныряет утка в воду.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑшӗ пуҫне бричка айне, хӳтте пытарса, урисене сарса пӑрахнӑ; хӑшӗ кустарма ҫумне, питне хӗвелтен тутӑрпа е картузпа хупласа, нӳрлӗ те сулхӑн ҫӗр ҫинех выртнӑ; хӑшӗ эретнелле тӗртнӗ утиял карса, пуҫне унта чикнӗ.

Кто спрятал голову под бричку, в тень, широко раскинув ноги; кто поудобней устроился возле колеса, на влажной и прохладной земле, прикрыв от солнца лицо платком или картузом; кто соорудил из рядна подобие шатра и сунул туда голову…

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем лутра катӑркас айне ҫерем ҫине ларчӗҫ.

Они сели на зеленом холмике, поросшем низкими кустами боярышника.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗсрине вӑл колхоз витине илсе каймарӗ, лупас айне ӗнепе юнашар кӑкарчӗ те, пӗр ҫӗклем утӑ пӑрахса парса, пӳртне кӗчӗ.

Кобылу он не стал отводить на общую конюшню, а привязал под навесом, возле лежавшей коровы, бросил охапку сена и пошел в дом.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анфиса кӑштӑртатса хывӑнчӗ, утиял айне кӗрсе выртрӗ, ӑшӑнас тесе Ҫемен ҫумне тӗршӗнчӗ.

Анфиса, шурша юбкой, разделась, подлезла под одеяло и прижалась к нему, желая согреться.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Ун айне динамит хурасчӗ, — шухӑшланӑ Ҫемен, — ҫурса пӑрахӗччӗ…»

«Подложить бы под нее динамиту, — думал Семен, — да и рвануть…»

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шӑп ҫав мӑръе айне вут чӗртнӗ, виҫӗ ураллӑ такан ҫине хуран лартнӑ.

Как раз под ней горел костер, на треноге стоял казанок.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗпелти кӗтессе, турӑш айне, купӑс калакан лапсака ҫӳҫлӗ, ӳхӗ пек пысӑк куҫлӑ ачана лартрӗҫ.

В переднем углу, под иконой, посадили гармониста — чубатого парня с большими глазами, похожего на сыча.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лаша е вӑкӑр кӳлнӗ урапасем калла-малла чупаҫҫӗ, юнашар, сиккелесе, пушшисемпе хӑмсарса, хӑвалакан ачасем чупса пыраҫҫӗ: хӑма сарнӑ сукмак тӑрӑх, вӑчӑра пек тӑрса тухса, ҫӗр тиенӗ наҫилккасем ҫӗкленӗ хӗрарӑмсем утаҫҫӗ; вӑйпитти йӗкӗтсем пӗр кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, пичӗсем хӗрелсе хуралсах кайнӑ, вӗсем лумсемпе ҫӗр катаҫҫӗ, ҫӗрӗ вара кӑмака пысӑкӑш катӑла-катӑла ӳкет; икӗ ача ҫинче кантра тӑсса пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн кӗрӗк ҫинчен брезент плащ тӑхӑннӑ ҫын хул айне кӗнеке хӗстерсе утать; ачасем шӑннӑ ҫӗре юпа ҫапса хӑвараҫҫӗ те кантрана малалла туртаҫҫӗ; пӗр ушкӑн вӑкӑр — ултӑ мӑшӑр — пӗр касӑллӑ плуга туртаҫҫӗ; плуг аврине икӗ маттур арҫын пӗтӗм вӑйпа пусса утаҫҫӗ, плуг, вӗтӗ чуллӑ ҫӗре шӑтӑр-шӑтӑр касса кӗрсе, чӗркуҫҫи таран йӗр хӑварса пырать…

Взад и вперед катятся то бычьи, то конные упряжки, рядом бегут погонычи, подпрыгивая и взмахивая кнутами; по дощатому настилу идут люди с носилками, груженными землей; молодые парни в одних рубашках, с красными до черноты лицами валят ломами глыбу земли величиной, с добрую печь; два подростка тянут шнур, а за ними идет мужчина в брезентовом плаще поверх шубы, с книгой под мышкой; мальчуганы втыкают в мерзлую землю дротяные палочки и тянут шнур дальше; движется вереница быков — пар шесть, запряженных цугом, — они тянут однолемешный плуг; на чапигах висят два плечистых дядька, плуг врывается в голышеватую землю и с треском роет борозду глубиной в колено…

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Юр ҫинче пута-пута утрӗ те утрӗ вӑл, ура айне пӑхса пырса хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне аса илчӗ.

Он шел по снегу то и дело проваливаясь, смотря себе под ноги он вспоминал свою жизнь.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ларса юлать вара турбина хир варринче, выртӗ ҫул ҫинче юр айне пулса, иртен-ҫӳренсем кулма тытӑнӗҫ: ав епле Усть-Невински ҫыннисем!

Застрянет турбина где-нибудь в степи, будет лежать в снегу на дороге, а проезжие люди станут насмехаться: вот, мол, какие устьневинцы!

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫул тарӑн та кӑпӑш юр айне пытаннӑ.

Дорога пряталась в глубоком и пушистом снегу.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗрнӗ алӑ айне лекекене кӳрентерсен те — ан ҫилленӗр.

А ежели под горячую руку кого и обижу — так не прогневайтесь…

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗве-ту тӗтре айне пулнӑ.

Верблюд-гора тонула в тумане.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эрехне сӗтел айне лартрӗ.

Водку поставила под стол.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Реставрацишӗн ниҫта кайса кӗрейми хыпӑннӑ этемсем вара ҫав ялав айне пур енчен те капланса пырса тӑнӑ.

И под это знамя стекались отовсюду страстно желавшие реставрации.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсир ахаль те ӗҫ айне пулнӑ, Александр Сергеевич.

Ведь вы, Александр Сергеевич, завалены работой.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех