Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑп сăмах пирĕн базăра пур.
шӑп (тĕпĕ: шӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле кирлӗ, шӑп ҫавӑн пек, — терӗ Юргин, Андрей окопӗнчен тухса.

— А как раз такой, какой надо, — сказал Юргин, вылезая из окопа Андрея.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫитменни ҫине тата, юри тенӗ пекех, шӑп уйрӑлнӑ сехетре пулса тухрӗ.

И случилось, как назло, в час разлуки.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шӑп ҫак вӑхӑтра ҫӳҫӗсем кӑчкӑ кӑлараҫҫӗ, тӳремрех вырӑнсенче ту персикӗ ҫеҫкене ларать.

На земле в это время уже появляются побеги на иве, ранний горный персик раскрывает цветы.

Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.

Пӑтранчӑк шухӑшсем таҫта кайса ҫухалчӗҫ, пӗтӗмпех шӑп, лӑпкӑ пулса тӑчӗ.

Избавился от всей этой путаницы, обрел, наконец, тишину и покой.

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Кӗскен каласан, ку шӑп та шай хӑйне евӗр принциппа килӗшсе тӑрать.

Словом, поступил согласно «учению о середине»…

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ иртнӗрен пулас, хупахра ытла та шӑп, сӗтелӗсем те, манӑннисӗр пуҫне, пурте пушӑ.

Потому, вероятно, что время едва перевалило за полдень, здесь было тихо — все столики, кроме моего, пустовали.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Кун пек ҫӗрлехи вӑхӑтра пӗтӗм ҫемье ҫывӑрать, пӳртре ҫав тери шӑп.

Там все уже спали, и кругом царила тишина.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Тулта питӗ шӑп.

На улице было тихо.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Шӑп ҫак вӑхӑтра тӗтреллӗ ҫанталӑк пуҫланчӗ.

Погода стояла пасмурная.

Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.

Пирӗнпе пӗрле пурӑнакан тӑвансем тухса кайнӑ та ӗнтӗ, пӳртре шӑп.

Почти вся родня, видимо, уже выехала — в доме было тихо.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Ҫӗр айӗнче тӗттӗм те шӑп.

Темно и тихо стало под землей.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пурте шӑп пулчӗҫ, амӑшӗн чӗрҫи ҫинче ёлка ҫинчи пӗчӗк лампӑсене куҫ илмесӗр ларакан пӗчӗк Оля Лазарева ҫеҫ урисене сулласа, кӗлисемпе пукана шаккани илтӗнет.

Стало очень тихо, только слышно было, как болтает ножками, стукая каблуками о табурет, маленькая Оля Лазарева, притихшая на коленях у матери и не сводившая глаз с лампочек на елке.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пурте шӑп пулчӗҫ.

Все замолчали тоже.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Акӑ мӗншӗн, Володя ҫӳле тухсан, поселокра шӑп пулнӑ.

Вот почему такая тишина встретила в поселке Володю, когда он выбрался из каменоломен на поверхность.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Трамм!.. — янӑрать шӑп урӑмсенче.

Трамм!.. — раздавалось на тихих улицах.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах поселокра паҫӑрхи пекех шӑп, нимӗнле хускану та курӑнман.

Но все в поселке оставалось тихим и неподвижным.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Йӗри-тавра малтанхи пекех шӑп.

Но вокруг все по-прежнему было тихо.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Йӗри-тавра шӑп.

Куҫарса пулӑш

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Шӑп ҫавӑнта касма тытӑнатпӑр та.

Вот там в станем прорезать.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Партизансен пуҫ тӗлӗнче хӑйсен усал ӗҫне тӑвакан нимӗҫсем ан илтчӗр тесе, шӑп пулма тӑрӑшса, хӑрушӑ сектор патне тухакан коридорсене, шалта, стенасене купаласа пӳлме тытӑнчӗҫ.

В полной тишине, чтобы не привлечь внимания немцев, продолжавших орудовать над самой головой у партизан, начали возводить внутренние стены и перегораживать ими коридоры, которые вели к опасному сектору.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех