Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Григорий сасси мӗскӗннӗн, урмӑшнӑн чӗтренсе тухать, ҫамки урлӑ (ӑна Петро, халӗ кӑна асӑрхаса, чун-чӗрипе шикленсе ӳкрӗ) темӗнле урӑхлатнӑ пек, ютшӑнтарнӑ пек курӑнса хӑратса тӑракан хурарах чалпаш ҫӗвек выртать.

— Голос у него жалующийся, надтреснутый, и борозда (ее только что, с чувством внутреннего страха, заметил Петро) темнела, стекая наискось через лоб, незнакомая, пугающая какой-то переменой, отчужденностью.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иванков чӗлпӗрне ячӗ, йӗнерӗ ҫинчен сиксе анчӗ, унтан, енчен-енне сулкаланса кайса, ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Иванков кинул поводья, прыгнул с седла и, закачавшись, упал.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ак! Ак! Хуса ҫитет!» — хӑраса ӳкрӗ Иванков, нимӗҫсене хирӗҫ тӑма та шутлаймарӗ.

«Вот! Вот! Догонит!» — стыла мысль, и Иванков не думал об обороне.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӳкрӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Крючков, урине йӑрана ҫине пусса.

— Упал! — крикнул Крючков, занося ногу в стремя.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӳкнӗ чух Иванков нимӗҫсенчен пӗри епле учӗ ҫинчен персе аннине курчӗ: малтан юлхавлӑн аякалла чалӑшса кайрӗ вӑл, унтан сасартӑк, аллисене саркаласа, ҫӗре ӳкрӗ.

Падая, он видел, как один из немцев валился с лошади: вначале лениво клонился набок и вдруг, кинув руками, упал.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уйӑх ҫинчи лӑпсӑркка пӗлӗте вичкӗн ҫил нимӗн хӗрхенмесӗр туртса сирчӗ те, местечка ҫине, сад пахчисен ярӑмӗсем ҫине, сарай тӑрри ҫине, сӑрт тӳпинелле улӑхса пыракан отряд ҫине шупка сарӑ ҫутӑ ӳкрӗ.

Ветер сорвал с месяца завесу тучи, и на местечко, на купы садов, на шишкастую верхушку стодола, на отряд, выезжавший на взгорье, потек желтый мертвенный свет.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Учӗ унӑн, каялла чакса пырса, кайри урипе ҫул хӗрринчи канава кӗрсе ӳкрӗ.

Лошадь его оступилась и сорвалась задними ногами в придорожную канаву.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӑнни унӑн хӑй ҫине тирӗннӗ этем йывӑрӑшӗпе ҫӗре ӳкрӗ; австриец (савӑл пек шӗвӗр хырман сухалӗ ҫеҫ курӑнать хӑйӗн), пӗтӗмпе чӗтренсе тапаланса, кукӑрӑлса-пӗкӗрӗлсе ларнӑ пӳрнисемпе сӑнӑ аврине хыпашласа чӑрмаланине курчӗ Григорий.

И, под тяжестью оседавшего тела, ронял, чувствуя на ней трепет и судороги, видя, как австриец, весь переломившись назад (виднелся лишь острый небритый клин подбородка), перебирает, царапает скрюченными пальцами древко.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, унӑн пуҫне хӑй курнӑ япалан пӗр сыпӑкӗ ҫирӗпленсе юлчӗ: Прохор лаши, ҫӗрте сарӑлса выртакан хорунжий урлӑ сиксе, шӑлне йӗрсе пӑрахрӗ, унтан, мӑйне пӗксе, ҫӗре кайса ӳкрӗ.

Оглянувшись, Григорий запечатлел в памяти кусочек виденного: конь Прохора, прыгнув через распластанного на земле хорунжего, ощерил зубы и упал, подогнув шею.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗҫ сылтӑмалла, унтан сулахаялла сулӑнса илчӗ те, сывлӑшра, лашин чанк кӑна тӑракан хӑлхи тӗлӗнче кӑшт кӑна чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн, малалла ӳкрӗ.

Шашка накренилась вправо, влево и упала вперед, задержавшись в воздухе повыше торчмя поднятых ушей коня.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий курчӗ: еврей такӑнса ӳкрӗ те, пичӗсене аллапписемпе хупласа, вахмистр еннелле ҫаврӑнчӗ.

Григорий видел, как еврей споткнулся и, закрывая лицо ладонями, повернулся к вахмистру.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Табак енчӗкӗ ӑҫта кайса кӗчӗ манӑн? — вӗткеленсе ӳкрӗ Прохор.

— Куда кисет запропастил? — заметался Прохор.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑвӑнса килекен чӑмакка пӗр вара ӳкрӗ, унтан кӑткӑ кӗлетки пек курӑнакан пулса тухрӗ.

Комочек упал в лощину, выбрался оттуда, увеличенный до размеров муравья.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий хыҫалалла сиксе ӳкрӗ те алӑк патнелле чупрӗ.

Григорий рванулся назад и побежал к дверям.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗрех сиксе ӳкрӗ пирӗн ҫинелле, Нюрка яра пачӗ ӑна ҫапӑпа ҫамки урлӑ.

Как кинется на нас, а Нюрка его хворостиной через лоб.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сывах-ха, чунӑм, сывах! — вӗткеленсе ӳкрӗ Пантелей Прокофьевич.

Здорово, милая, здорово! — засуетился Пантелей Прокофьевич.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, чӳрече витӗрех ашшӗне палласа илсе, нимӗн тума аптраса хыпӑнса ӳкрӗ.

Григорий растерялся, увидев в окно отца.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пырӗ тискеррӗн те вӗрин ыратса кайнипеле вӑл такам кӳсекпе пырса ҫапнӑ пек кайса ӳкрӗ, анчах та, тытӑннӑ ӗҫе туса пӗтерейменнине туйса, тӗтреллӗн ӑнланса илсе, тӑват ура ҫине, унтан чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ; хыпаланса (ӑна кӑкрине кӳлленекен юн хӑратать), чӗтрекен пӳрнисемпе тӳмесене туртса татса, темӗн шутпа кофтине вӗҫерчӗ.

От дикой горячей боли упала, как от удара, и, чувствуя, смутно понимая, что не доделала начатого, — встала на четвереньки, потом на колени; торопясь (ее пугала заливавшая грудь кровь), обрывая дрожащими пальцами кнопки, зачем-то расстегнула кофточку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӗтренсе йӗрсе ячӗ, уҫса хунӑ арча хуппин хысакӗ ҫине кӑкрипе тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

И затряслась в приступившем рыдании, грудью навалилась на поднятую ребром крышку сундука.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий панран ҫур минут малтан вӗҫтерсе ҫитрӗ, учӗ ҫинчен сиксе анчӗ, сунар ҫӗҫҫи тытнӑ аллине хыҫалалла сулса ярса, чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ.

Григорий подскакал на полминуты раньше пана, прыгнул с седла, упал на колени, относя за спину руку с охотничьим ножом.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех