Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланман (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Епле курмастӑр вара эсир?.. — ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн сасси татӑлчӗ, вара вӑл хӑйне ӑнланман ҫынсене те, ҫынсене ӳкӗте кӗртме пултарайманнишӗн хӑйне те ҫиленчӗ.

 — Как же вы не видите? — голос оборвался, ее охватила досада на людей, не хотевших понять ее, и на самое себя, не сумевшую убедить их.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Халь анчах, Авдотья колхозӑн вуншар гектар ҫӗрӗпе усӑ курма шутланине электромоторсемпе Василиса ӑнланман киловатсем ҫинчен епле ҫӑмӑллӑн калаҫнине илтсен ҫеҫ, Василиса ӑсӗпе мар, чӗрипе ӑнланчӗ: Василиса хӑй мӗн тӳснине, Авдотья тӳсме пултараймасть, тӳсме тивӗҫлӗ те мар, тесе шутларӗ вӑл.

И только сейчас, слушая, как распоряжается Авдотья десятками гектаров колхозной земли, как свободно рассуждает она об электромоторах и непонятных Василисе киловаттах, она вдруг не умом, а сердцем поняла, что не может и не должна Авдотья терпеть то, что терпела сама Василиса.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл Авдотьйӑна ӑнланман, ҫавӑнпа ӑна вӑл Василий пайӗнчен тухса кайнӑшӑн айӑпланӑ!

Она не понимала Авдотью и осуждала ее за уход от Василия:

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сехет ҫурӑна пынӑ лекци вӑхӑтӗнче вӑл Авдотья ӑнланман кӑшни сӑмаха кӗскен те ыттисем асӑрхамалла мар ӑнлантарса пачӗ.

В течение всей полуторачасовой лекции он ни разу не забыл коротко и незаметно для других пояснить Авдотье каждое незнакомое слово.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Авдотья ун пичӗ ҫине тӗлӗнсе те ӑнланман пек пӑхрӗ.

Авдотья с любопытством и недоумением смотрела на его лицо.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑйпе пӗрле ларса пыракансене вӑл килӗшекен е килӗшмен уйрӑм ҫынсем вырӑнне хумарӗ, вӗсенче вӑл ӑнланман пӗр-пӗтӗмӗшлӗхӗн, ӗнер пӗтӗҫсе, пӗр сывлӑшпа сывласа, йывӑр вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ, паян каллех туслашса, пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса, савӑнса та хавасланса ӗҫлекен, ҫӗршывӑн хуҫалӑхне ҫӗклекен халӑха курчӗ.

Она видела в своих спутниках не отдельных симпатичных или не симпатичных ей людей, но одно неразделимое и огромное целое — народ, который, вчера сплотившись и дыша одним дыханием, победил в тяжкой войне, который сегодня тоже дружно, один к одному, радуясь и увлекаясь, работал и поднимал хозяйство страны.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ку пӗтӗмпех ӑнланман пирки.

По несознательности все это…

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл хӑйӗн вӑкӑр тирӗнчен тухасшӑн асапланнӑ пек, хӑй ӑнланман тӗнчене пӗлесшӗн пулнӑ пек туйӑнать.

Казалось, он мучительно силится вылезть из своей бычьей шкуры и постигнуть мир, недоступный его пониманию.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василий хыттӑн каланинчен, кӗске сӑмахсем вырӑнлӑ пулнинчен тата Матвеич аллине майӗпен сулла-сулла илнинчен Валентина ҫакна курчӗ: ку калаҫу ӑнсӑртран пулса тухман, кашни сӑмахрах вӑл ӑнланман темле вӑрттӑнлӑх пур кунта.

По резкому тону Василия, по рассчитанности коротких фраз и медлительных жестов Матвеевича Валентина видела, что разговор этот не случаен и что в каждом слове есть какая-то непонятная ей подоплека.

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Валентина шкул тӗлне ҫитсен, ӑнланман япала тӗпренех паллӑ пулса тӑчӗ: крыльца ҫинче Матвеич ачин ачи, Славка, йытпулли текенскер, ларать, вӑл такам туса панӑ шӑхличне, хурлӑхлӑ сасӑллӑ пулнипе ялта «сӑрнай» тенӗскерне, тӑрӑшсах вӗрет.

Когда Валентина поравнялась со школой, загадка окончательно разъяснилась: на крыльце сидел внучонок Матвеевича, по прозвищу Славка-головастик, и старательно дул в самодельную дудку, которую за жалостные звуки в селе прозвали «жалейкой».

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Валентина ӑна ӑнланчӗ, анчах хӑйне Андрей аран-аран кӗтсе илнӗ пулсан та, каллех хӑех нумай километр инҫене хӑваласа ярас шухӑш тӑнсӑрла та хӑрушла пулнӑ пек туйӑнчӗ те, вӑл ӑнланман пек каларӗ:

Валентина поняла его, но мысль о том, что, едва дождавшись, Андрей сам отрывает ее от себя и опять гонит за многие километры, показалась такой нелепой и чудовищной, что она сказала с недоумением:

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Асламӑшӗ юри ҫапла тунине ӑнланман вӑл — анчах асламӑшӗ ӑна хурлантарасшӑн пулман.

Он не понимал, что бабушка это делает нарочно — не хочет его расстраивать.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Раймонд хӑй ӑнланман сӑмахсене итлет, вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлме тӑрӑшать.

Раймонд вслушивался в непонятную речь, стараясь разгадать ее смысл.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ҫавӑрттарса пӗтернӗ пӳлӗмелле ним ӑнланман пек пӑхса, амӑшӗ салхуллӑн пӑшӑлтатса илчӗ:

Недоуменно рассматривая развороченную комнату, мать тоскливо прошептала:

X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Атте сана хӗнетчӗ, — вӑл хӑйӗн хуйхине — хӑйӗн пурнӑҫри хуйхине сана хӗнесе сирсе яма тӑрӑшнине ӑнланатӑп эпӗ халь, хуйхӑ пусса тӑнӑ ӑна, анчах вӑл ҫав хуйхӑ ӑҫтан тухса тӑнине ӑнланман.

Отец тебя бил, — я теперь понимаю, что он на твоих боках вымещал свое горе, — горе своей жизни; оно давило его, а он не понимал — откуда оно?

IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Матвей йӑлтах ӑнланман пулин те питӗ тимлӗ итленӗ, пӑлханса кайнӑ.

Матвей слушал с усилием и напряжением, не вполне понимая, но испытывая странное волнение…

XXXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Анчах кунта та ӑна никам ӑнланман.

Но и тут его никто не понял.

XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Ҫак ҫырӑва Хуркайӑк хӑй тата нимӗн те ӑнланман Сережкӑпа хӑйӗн тус-тантӑшне — Марина Лебедевӑна ытла та час-час вуласа панӑран пӑхмасӑрах калама вӗренсе ҫитнӗ.

Журавушка читала это письмо так часто — самой себе, ничего не понимающему Сережке и подруге Марине Лебедевой, — что теперь знала его наизусть.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Глафира аппа итлерӗ те йӗкӗлтӳллӗн кулчӗ, хул пуҫҫисене ҫӗклентере-ҫӗклентере илчӗ, ҫапла тунипе вӑл хӑй тӗлӗннӗ пек тата нимӗн те ӑнланман пек кӑтартма тӑрӑшрӗ: «Кур-ха, еплерех ҫырса тултарнӑ унта!»

Тетенька Глафира слушала и ехидно ухмылялась, то и дело шевеля плечами, выражая таким образом и удивление, и недоумение: «Эко, мол, насочинял?»

Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ревизи комиссийӗн председателӗ Иван Михайлов, ҫав чӑхсене хӑйсен тивӗҫне ҫав териех ӑнланман чунсем-ши тесе тӗрӗслесе пӑхма шутланӑччӗ, анчах Глафира аппа правленире хӑйӗн кӳренӗвне ҫав тери ӑста, вӗри куҫҫуль юхтарсах, выляса кӑтартма пултарчӗ те, Виктор Сидорович, колхоз председателӗ, ал сулчӗ.

Председатель ревизионной комиссии Иван Михайлов хотел было проверить, такой ли уж действительно малосознательный народ эти несушки, но тетенька Глафира столь искусно разыграла в правлении сцену величайшей обиды, пролила так много безутешных слез, что Виктор Сидорович, председатель колхоза, махнул рукой.

Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех