Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑчӗҫ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Валтиелсем икӗ ушкӑна пуҫтарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем тӑваттӑшӗ, алла-аллӑн тытӑнса юмана ыталаса илме тӑчӗҫ, анчах пултараймарӗҫ, йывӑҫӗ ытла та кутамас.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслупа Аҫтӑрхан иккӗшӗ месерле кайса ӳкнӗ ҫын патне пырса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ачакассисемпе ытти ҫарҫыннисем васкамарӗҫ-ха, вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫса, шӳтлесе, Ахпӑлатпа пуп епле шалча ҫинче тӗртленнине пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем каллех пӗр саманта шӑпӑртах тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

…Пӳрте, патька-патша чӗннипе, Алюновпа Укаслу кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑшместӗр тахҫанах туса хатӗрленӗ ҫӗрпӳрте Ишмук, Аҫтӑрхан, Эмир тата Атлай кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тем кӗтмен инкек сиксе ан тухтӑр тесе, Ахмар ҫумне Ишмукпа Аҫтӑрхан пырса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара чӑвашсем урӑх ятлӑ пулса тӑчӗҫ: Ҫтаппан, Ваҫилей, Йӑван, Микулай…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах йӗкӗтсем кун пирки шухӑшламарӗҫ, вӗсем халӗ элчӗ килсе ҫитнӗшӗн савӑннӑ, ун куҫӗнчен тарҫӑсем пек пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыттисем, ҫак сӑмаха илтсен, ун сӑмахне ҫирӗплетнӗн, харӑссӑн урисем ҫине ҫӗкленчӗҫ те калаҫаканни ҫумне тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тимофей тата вӑрӑм пӳллӗ, хӗсӗк куҫлӑ йӗкӗт шала кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн пуласса кӗтсе, ҫынсем сывлӑш ҫавӑрма хӑраса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем, вӗсене ҫул парса, пӑрӑна-пӑрӑна тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗнтерӳҫе саламлама тухнӑ шурсухалсем те ҫынсем кӑштах саланасса кӗтсе тӑчӗҫ, Пинер патне пыраймарӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине тата вӑйӑ хуҫи шурсухалсем те кансӗрлесех тӑчӗҫ, кам та пулин хӗрсен картине ан пӑстӑр тесе, ун-кун пӑхкаласах ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иккӗшӗ те пӗр тапхӑра шӑпланса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, сан улӑху ҫеҫ мар, ытти чылай ҫыннӑн та ман ҫӗр пулса тӑчӗҫ мар-и?

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑхӑр Тӑрӑн тӑчӗҫ, Ункӑ ҫине анчӗҫ, Маркасемпе майлӑ Урхан ҫӗрне касрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех