Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑчӗҫ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урӑх вӗсем нимӗн ҫинчен те калаҫса ӗлкӗреймерӗҫ — кӗвӗ вӗҫленчӗ, ташланисем, пиҫсе вӗҫне ҫитнӗ, татса ҫиес чие е черешня пек шӗл хӗрелнӗскерсем, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, сӑмахпа саланчӑклӑн перкелешсе, шӳтлесе-кулса, хӑйсен вырӑнӗсене кайса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех икӗ каччӑ хӗр патне пӗр вӑхӑтра, пӗр тан ҫитсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытти хӗрсемпе каччӑсем, хальлӗхе пӗр-пӗриншӗн пӗр класра вӗреннӗ юлташсем пек ҫеҫ юлнӑскерсем, чӗре тӗпӗнчи чи таса, асамлӑ туйӑмӗсене кунта «курӑнман» пулас мӑшӑрӗсемшӗн упраканскерсем, икӗ ушкӑна пайланса тӑчӗҫ: пӗрисем пӗр тӗлте, теприсем — вӗсене хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗнтӗ ача ҫине хӑр-тӑлӑх мӗлки пекки те ӳкрӗ, анчах чӗрӗ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ те типсех лармарӗ, чӗрӗ пурнӑҫ кӑвайчӗ те сӳнсех кӗлленмерӗ: вӗсем Ула Тимӗре ҫутӑ шанӑҫа ҫухатмасӑр малаллах талпӑнма, пурӑнма, телейшӗн кӗрешме хӗтӗртсе, иксӗлми вӑй кӳрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫу каҫа ӑшалакан хӗвелпе пиҫсе хурални, ӳт-тире йӗпе-сапа та витрелетсе ҫӑвакан ҫумӑр витӗрлени кӑна мар, чӗре карти татӑлмаллах выҫӑпа кавсӑлни те, кунсерен ыйхӑ татни те, ытти таппа-тан йывӑрлӑхсем те пулчӗҫ кунта, анчах каллех вӗсене чӑтма ир тӑрсан та, каҫ выртсан та куҫ умӗнчех тӑракан Полина сӑнарӗ, унпа хӑйӗнпе кӗҫ-вӗҫ курнӑҫас шанӑҫ чун ҫирӗплӗхӗ те тӳсӗмлӗх парса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ кӳлленчӗкӗн ум енче машина кустӑрмисем те курӑнчӗҫ, сасартӑк хӑй, машина, куҫӑм хӑвӑртлӑхне шалтах ҫухатса, пач чарӑнса ларчӗ, мӗкӗрчӗ, кисренчӗ, хыҫалти кустӑрмисем, бензин шӑршиллӗ хура тӗтӗмпе пӗрле кӗселеннӗ шӗвек лачрашкана, наркӑмӑшлӑ хура тӑхлана пулеметран тӑрӑлтаттарнӑ пек хыҫалалла пӗрӗхтерсе, паклаттарса «сурса», арҫури алхасуланса ҫавӑрттарнӑн пушшӑн ҫеҫ ҫаврӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малтанлӑха ватӑсем нимӗн те ӑнланмарӗҫ-ха, вӗсем аяккалла пӑрӑнса тӑчӗҫ, анчах культмассовик ыйтнипе кинемейпе мучин вӑтана-вӑтанах сцена ҫине хӑпарма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Сима сестраран Тамара патне палатӑна кӗме ирӗк ыйтас тесе сӗтел патне пычӗ ҫеҫ, ун умне Тимошӑпа Микола, пӗрле ӗҫлекен ытти хӗрсем тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ларисӑпа Сима чӑрӑш ҫывӑхнерех тухрӗҫ кӑна, вӗсем патне иккӗн пырса та тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Сима участока ҫитсе транспортер линине ӗҫлеттерме те ӗлкӗреймерӗ, унта цех начальникӗпе мастер пырса та тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫак самантра пӳлӗме тулли сеткӑсем йӑтнӑ Ольӑпа амӑшӗ кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӳлӗме Алексей Даниловичпа цехком председателӗ, Лида, Люба, наладчикпа Андрей кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тепӗр самантран пӳлӗме виҫҫӗн кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑна вӑл урам вӗҫӗнче, хула халӑхӗсенчен пушаннӑ каҫхи ыйхӑпа тӗлӗрсе ларакан ҫӑкасем хушшинче хӑваласа ҫитрӗ, иккӗшӗ те тӑп чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Айта тухса ташлар, — пырса тӑчӗҫ Лидӑпа Люба патне Корнеев Иванпа наладчик.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӑюллӑраххисем ҫавӑнтах ташӑ картине кӗчӗҫ, хӑюсӑртараххисем айккинче пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тарӑн вар пуҫӗнче вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ, ҫӑлкуҫӗнчен сивӗ шыв ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Урама тухсан та, ун куҫӗ умӗнче Оля ашшӗн сӑнӗпе хӑй ашшӗн сӑнӗ выляса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петровичпа Андрей умне виҫӗ арҫын ача тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Контролерпа аслӑ мастер пырса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех