Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тырпул сăмах пирĕн базăра пур.
тырпул (тĕпĕ: тырпул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вагонра та тырпул ҫинчен, ҫӗр ҫинчен, выставка ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

В вагоне тоже шумно говорили об урожае, о земле, о выставке.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Зимин юлташа хӑвах пӗлетӗн, вӑл нимле сӑлтава та шута илмест: кӑлар та хур, тырпул пуҫтарас вӑхӑта тракторсем пӗтӗмпех ҫӗнӗ пек пулччӑр, тет, хӑть те ху тӳрлет… юса…

— Товарищ Зимин — вот ты его узнаешь — никаких обстоятельств не признает: вынь да положь, чтоб к началу уборки все тракторы были, как новенькие, хоть сам чини…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Манӑн кунта сывлама та вӑхӑт ҫук: тракторсенчен ҫуррине «шӑнтса лартнӑ», тырпул пуҫтарса кӗртес вӑхӑт та персе ҫитет.

А мне просто шах и мат: половина тракторов «заморожена», а уборка на носу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тарҫисем саланчӗҫ, тырпул тӑхӑр хут сахал акса тӑвать; вӑкӑрӗсемпе учӗсем ахаль те, тӗрекне ҫухатнӑ хаксӑр-мӗнсӗр укҫалла та картишне пушатса хӑварчӗҫ.

Разошлись работники, вдевятеро уменьшился посев, за так и за пьяно качавшиеся, обесцененные деньги пошли с база быки и кони.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тырпул санӑн чи пысӑк козырь!

Урожай — вот твой главный козырь.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пирӗн ҫӗрӗ аван, вӑл Рагулинсӑр та тырпул аван ӳстерет.

Да у нас земля такая, что и без Рагулина может уродить.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тырпул ӑнтарчӗ те — герой пулса ларчӗ.

Хлеб уродил — стал Героем.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Мӗнле эсир, Стефан Петрович, тырпул ӑсти, ҫапла кая юлтӑр?

«Как вы, Стефан Петрович, мастер урожая, так опоздали?

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Каланӑ пулӑттӑм та, анчах пирӗн районта вӑйлӑ тырпул юррине пуҫлама юрӑ ӑсти ҫук.

— Высказал бы, но у нас нет подходящего запевалы…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла-ҫапла тейӗпӗр, эпир, ялхуҫалӑхӗнче малта пыракансем, рекордлӑ тырпул туса илме сӑмах паратпӑр, унтах тата механизаци пирки хушӑпӑр.

Так, мол, и так, мы, передовики, каждый на свою совесть, берем обязательства добиться рекордного урожая да еще добавим к этому насчет механизации.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пуринчен те, вӑйлӑ тырпул туса илес текен ҫынсенчен, Сталин юлташ патне ҫыру ҫырса ярӑпӑр.

— Давайте всем, кто хочет добиться высоких урожаев, сделаем вызов.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пулма пултарӗ — килӗшрӗ Рагулин, хӑй ӑшӗнче Ефима пурне те калама юрать тесе шухӑшларӗ — Санӑн тырпул тухӑҫӗн планне пӗлес килет?

— Могло быть, конешно, — согласился Рагулин, уже окончательно решив, что Ефиму можно во всем открыться, — Ты заинтересовался моими планами на урожай?

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ыйтӑвӗ ҫапла: мӗнле майпа эсир ҫавӑн пек вӑйлӑ тырпул туса илетӗр?

— Вопрос такой: какими путями вы добиваетесь таких высоких урожаев?

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Тырпул ҫинчен тӗпчет, — шутларӗ Стефан Петрович, — ман шухӑша пӗлес килет унӑн».

«Про урожай пытает, — подумал Стефан Петрович, — хочется ему знать про мои наметки».

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑҫал тырпул мӗнле пулас пек сирӗн? — ыйтрӗ вӑл, кӗсйинчен леш пирус ещӗкнех кӑларса.

А какие у вас нынче виды на урожай? — спросил Ефим, вынимая из кармана ту же коробку папирос.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗнле тырпул?

— Это какой же?

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Вӑл сирӗн тырпул тухӑҫлӑхӗ ҫинчен пӗлесшӗн.

— Его ваш урожай интересует.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав Ефим Меркушев ӑна, тен, ытти председательсене те, вӑйлӑ тырпул туса илме ӑмӑртӑва чӗнмесӗр хӑварас ҫук пек туйӑннӑ ӑна.

Он был почему-то уверен, что Ефим Меркушев непременно вызовет его, а может быть, и других председателей, на соревнование по урожаю.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тен вӑл сцена ҫине тухӗ те ҫапла-ҫапла, тырпул Рагулинран ытларах туса илӗп, тейӗ.

Может он выйти на сцену и сказать: так, мол, и так, беру по зерновым больше, чем Рагулин.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ман шутпа вӑл тырпул тума чи ӑста ҫын, ӗҫе пӗлекен хуҫа…

По-моему, он есть первейший хлебороб и знающий дело хозяин…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех