Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑртатса (тĕпĕ: йӑлтӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ачалла кӗлетки, темӗнле тӗксӗм пусмапа чӗркеннӗскер, креслӑн йӑм хӗрлӗ пуставӗпе пӗрешкел курӑннӑ, ҫавӑнпа та ылтӑн кӑтра ҫӳҫӗсем тата шурӑ пичӗ тӗксӗм фон ҫинче йӑлтӑртатса тӑнӑнах туйӑннӑ.

Ее детская фигура, окутанная в какую-то темную ткань, почти сливалась с малиновой материей кресла, отчего волнистые золотые волосы и бледное лицо точно светились на темном фоне.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кантӑк кӗленчисене тап-таса ҫунӑ та, вӗсем хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑраҫҫӗ.

Оконные стекла были чисто вымыты и блестели на солнце.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак вӗҫев хыҫҫӑн вӑл ырханлансах кайнӑ, анчах унӑн куҫӗсем савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса пӑхаҫҫӗ.

Он даже осунулся за этот вылет, но глаза его радостно блестят.

18. Берлин ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тӗттӗм тӳпере пӗр вӗҫӗмсӗр ҫутӑ йӗрсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, сывлӑша хамӑр авиаци моторӗсен хӑватлӑ сасси чӗтретет, самолетсем ҫинчен пӑрахакан бомбӑсем хыттӑн ҫурӑла-ҫурӑла каяҫҫӗ, пирӗн артиллери чарӑнма пӗлмесӗр персе тӑрать.

Тёмное небо в бесчисленных светящихся трассах, мощный гул наших авиационных моторов, раскаты от бомбовых ударов самолётов, непрерывный грохот нашей артиллерии.

17. Тӑван ҫӗршывшӑн, Сталиншӑн — малалла! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм та, хыҫалта тӑшманӑн йӑлтӑртатса тӑракан икӗ ҫӗнӗ «фокке-вульфне» асӑрхаса илтӗм.

Оглянулся и увидел два новых, блестящих «Фокке-Вульфа».

14. Тӑшман ҫӗрӗ ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Куҫӗсем савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Глазки у него весело блестят.

4. Летчиксен «тусӗ» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Аэродром патнелле ҫывхарнӑ май эпӗ инҫетренех самолетсен стоянкин айккинче хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса тӑракан ҫӗнӗ самолет тӑнине асӑрхарӑм.

Подлетая к аэродрому, я ещё издали заметил на стоянке в стороне от других новенький, поблёскивающий на солнце самолёт.

27. Конев колхозник самолечӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑйне тав туни карчӑка килӗшрӗ пулас — унӑн пӗркеленсе кайнӑ пит-куҫӗ кулӑпа йӑлтӑртатса илчӗ.

Они благодарили хозяйку, и это ей, видимо, было приятно — её доброе морщинистое лицо улыбалось.

23. Сурансене сиплесе тӳрлетесси // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ун ҫинелле пӑхнӑ самантра (ҫак самант секунд чухлӗ те пулмарӗ) сывлӑшра пульӑсем йӑлтӑртатса иртрӗҫ: фашист пеме тытӑннӑ-мӗн.

Пока я приглядывался к нему — а это была доля секунды, — в воздухе блеснула огненная трасса: фашист открыл огонь.

7. Тӑшманпа пуҫласа тӗл пултӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Паллах, — тетӗп эпӗ, — чанасем те, кураксем пекех, йӑлтӑртатса тӑракан япалана юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем лайӑх пуҫтарса хуман пур ҫутӑ япаласене те пухаҫҫӗ.

— Конечно, — говорю я, — и галки, как грачи, любят сверкающую вещь, поэтому они собирают все светлые, плохо убранные вещи.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Кураксемпе чанасем йӑлтӑртатса тӑракан япалана, юратаҫҫӗ.

Вороны и галки любят всё блестящее.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Бишка хӑлхасене чанк тӑратать, куҫӗсем йӑлтӑртатса кӑна тӑраҫҫӗ.

Уши Бишки поднимаются, глаза блестят.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Питҫӑмартисене — шурӑпа, тутасене — хӗрлӗпе сӑрланӑ, куҫ харшисене палӑртмалла туса хуратса янӑ, йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ тумтир ҫумне Чушка ӳкерчӗкӗсене ҫӗле-ҫӗле лартнӑ.

Лицо намазано белым, губы — красным, брови подведены, а на белом блестящем костюме нашиты портреты Чушки.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ӑна вӑл чаплӑ уявсенче кӑна тӑхӑнать, гимнастерка тӳмисене йӑлтӑртатса тӑричченех ҫутатнӑ.

Пуговицы на его военной гимнастёрке (он её надевает в особо торжественных случаях) начищены до блеска.

6. Ялти ҫӗнӗ пурнӑҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫурма-тӗттӗм пӗчӗк пӳртсенчи пысӑк мар ҫӳлӗксем ҫинчи ҫап-ҫутӑ тасатса хунӑ котелоксем, кивӗ кастрюльсем, тимӗр чашӑксем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Начищенные котелки, старые кастрюли и металлические чашки блестели на маленьких полках в полумраке лачуг.

Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Йывӑҫсем хушшипе вӑхӑт-вӑхӑт юханшыв йӑлтӑртатса выртни курӑнкаларӗ, унтан таврана йӑлтах каҫ тӗттӗме карса илчӗ.

Изредка белым светом между деревьями резко светилась река, потом наступал полный мрак.

Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ирхине яр-уяр ҫанталӑкрах, хӗвел йӑлтӑртатса тухать пулин те, тавралла ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланса тӑнипе нимӗн те курӑнмасть.

Утром уже солнце взойдёт, а склоны гор ещё закрыты чёрными тучами дыма.

Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тачанкине виҫӗ чӑп-чӑмӑр хура урхамах кӳлсе тӑратнӑ, урхамахӗсем пурте пӗр пек шурӑ хушка пуҫлӑ, ут хатӗрӗсем те калама та ҫук капӑр, — ҫутатса тасатнӑ йӗс прешкисем ылтӑн пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Тачанка была в упряжке тройки карих рысаков с одинаковыми звездами на лбу, с нарядной сбруей, на которой медные бляхи сверкали, как золотые.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Умлӑн-хыҫлӑн темиҫе курка вӗри чей ӗҫет те хӑмач пек хӗрелсе каять; хӑй пӗтӗмпех хӗп-хӗрлӗ, ҫухалӗпе куҫхаршийӗсем кӑна пас тытнӑ евӗрлӗн шап-шурӑ йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Выпьет несколько кружек горячего чая — красный, как кумач, а борода, брови, шевелюра — белые, как снег.

Уяв парнисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хӗлле, чӳрече умӗнче юр йӑлтӑртатса выртнӑ вӑхӑтра, хваттерте пушшех те хаваслӑ пулатчӗ.

Зимой от сверкания снега под окнами в квартире становилось светло и празднично.

Донбасри сивӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех