Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗленче шарсене мачча ҫумнех хӑпартса лартнӑ, унта ҫекӗлсем ҫинче, тӗтӗм тӗтри ӑшӗнче, кӑваккӑн йӑлтӑртатса ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗлле суту-илӳ начар, ҫавӑнпа та усламҫӑсен куҫӗсем сыхланчӑкӑн, ҫӑткӑнӑн, йӑлтӑртатса тӑни ҫук, ҫулла пулсан ҫавӑ вара вӗсене пӑртак илем парса чӗрӗлтерсе тӑрать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пит хурланмалла пекчӗ; карташӗнче праҫник кунӗ йӑлтӑртатса тӑрать, ҫуртӑн крыльцине, хапхана ҫамрӑк хурӑнсемпе капӑрлатнӑ; кашни тумба ҫумнех чӗрӗ вӗрене, пилеш турачӗсене ҫыхса лартнӑ, пӗтӗм урам савӑнӑҫлӑн ешӗрсе тӑратчӗ, пурте пит ҫамрӑк, ҫӗнӗ; иртенпех мана ҫурхи праҫник нумайлӑха килсе ҫитнӗ пек, ҫак кунтанпа пурӑнӑҫ тасарах, ҫуттӑрах, савӑнӑҫлӑрах пулса каяс пек туйӑнатчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫынсем ырланӑ пек туса шикленнӗ пек саланса карӗҫ; тӗттӗмрех ҫенӗхре эпӗ кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмӑн ҫаврака шурӑ пичӗ ҫинче шывланнӑ куҫӗсем ҫилленчӗклӗн йӑлтӑртатса тӑнине куртӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ман тӗлте симӗс турачӗсем ҫинчен сывлӑм тумламӗсене силентерсе лӑсӑллӑ вӑрман янтраса ларать; сулхӑнра, йывӑҫсем айӗнче, упа саррин тӗрӗллӗ ҫулҫисем ҫинче ирхи тӑм кӗмӗл парча пек йӑлтӑртатса тӑрать.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ҫырма хӗрринче ларать, тутӑр сарса хунӑ, ун ҫине ҫӑкӑр, хӑярсем, ҫарӑк, улмасем хунӑ; ҫав мӗнпур ырлӑх хушшинче хрусталь пробкӑллӑ — Наполеон пуҫӗллӗ, пит хитре пӗчӗк графин хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса ларать, графинӗ ӑшӗнче чей курӑкӗ ярса йӳҫӗтнӗ пӗр шкалик эрех пур.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унта уйӑх ҫутин пайӑркисем шӑппӑн курӑнаҫҫӗ, турӑшсем умӗнче нихҫан сӳнтермен лампада ҫути чӗтрет, стена ҫинче ҫӗҫӗсем, пӑр тумламӗсем пек, йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, ҫӳлӗксем ҫинчен — хура ҫӑматсем, такамсен куҫсӑр пичӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чун вӗҫӗ-хӗррисӗр, тӗпсӗр пушӑ ҫӗрте ярӑнса ҫӳрет те, шӑрпӑк ҫути тӗттӗмре сӳнсе ларнӑ пек, сӳнсе пӗтсе ларать, вӑл ҫав пушӑ ҫӗр талккӑшӗнче йӑлтах ирӗлсе каять, унта ҫын ҫитмелле мар ҫӑлтӑрсем ҫеҫ йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫинче пурте пӑчланнӑ, пурте кирлӗ мар, йӑлтах вилнӗ пек туйӑнать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйсем пиллӗкӗшӗ те шлем тӑхӑннӑ, шлемӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑртатса кӑна пыраҫҫӗ.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатса куҫа йӑмӑхтарать, инҫете-инҫете тӑсӑлса каять те унта пачах ҫухалать.Она горела, ослепительно сверкала, переливаясь всевозможными красками, и терялась где-то вдалеке.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӑл ҫӗре шӑтарса пысӑк мар ҫаврашка кӳленчӗк туса хунӑ, унтан вӑл, курӑк ҫинче чӗркӗмӗл евӗрлӗ йӑлтӑртатса, пӗчӗк ҫырманалла ҫинҫен юхса выртать.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Фонтансенчен тӑп-тӑрӑ шыв тапса тӑрать; йывӑҫсем хушшине илемлӗ вазӑсем вырнаҫтарса лартнӑ, вӗсем ҫинчен явӑнса ӳсекен ӳсентӑрансем эрешленсе анаҫҫӗ; ҫурчӗ умӗнчи мрамор юпасем ҫинче куҫкӗски пек икӗ шар йӑлтӑртатса тӑрать, ку тӗкӗрсем вара куҫса ҫӳрекен труппӑна пуҫхӗрлӗ, кулӑшла, авкаланнӑ пек туса кӑтартаҫҫӗ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Уйӑх ҫутинче юрӑн пӑрлак сийӗ тӗрлӗрен тӗспе йӑлтӑртатса выртать.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӑвак спецовка тӑхӑннӑ, шурӑ ҫӳҫлӗ, хаваслӑ каччӑ, ним пулман пек шӑхӑркаласа, пӑравус будки ҫинче ларать, пӑхӑрӗ йӑлтӑртатса тӑракан сигнала юсать.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ку пӑравуса юсаса кӑларни нумаях пулмасть, вӑл пӑхӑр, никель ҫутипе, кӗрен тата шурӑ нитроэмаль ҫутипе йӑлтӑртатса тӑрать.Паровоз недавно вышел из ремонта и сиял медью, никелем, алой и белой нитроэмалью.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Скибан шӑпланчӗ, ҫӗҫӗ ҫивӗччӗшне чӗннипе тӗрӗслерӗ, Кларк ҫине йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗпе пӑхрӗ.— Скибан помолчал, пробуя лезвие ножа ногтем и блестящими глазами глядя на Кларка.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл ҫурма сасӑпа, пӑшӑлтатнӑ пекех, калаҫать, калаҫнӑ май, вӑрӑм та ансӑр ҫӗҫҫе пӗр ывӑҫӗ ҫинчен тепӗр ывӑҫӗ ҫине ылмаштарса хурать, ҫав ҫӗҫӗ, чӑтма ҫук йӑлтӑртатса, Кларк куҫне ыраттармаллипех ыраттарать.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Амӑшӗ хӗрлӗ питлӗ, йӑлтӑртатса тӑракан куҫлӑ хӗр ҫине тинкерсе пӑхрӗ.Мать внимательно посмотрела на розовощекую, с сияющими глазами дочь.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ун катмакӗ ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе хӑвӑрт анать, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑрать.Легко взлетал и стремительно падал, сверкая на солнце, его рогач.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ун ҫумӗпе Карпат тирекӗсем ӳсеҫҫӗ, вӗсем ачаш та йӑлтӑртатса тӑракан пӗчӗк ҫулҫӑсем кӑларнӑ.По его краю росли осокори, уже выбросившие крошечные флажки нежноизумрудных листьев.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.