Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иисус сăмах пирĕн базăра пур.
Иисус (тĕпĕ: Иисус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
61. Вӗренекенӗсем ҫавӑн пирки ӳпкелешнине пӗлсе тӑракан Иисус каланӑ вӗсене: сире ҫакӑ та аташтарать-и?

61. Но Иисус, зная Сам в Себе, что ученики Его ропщут на то, сказал им: это ли соблазняет вас?

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

53. Иисус вӗсене каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Унӑн Юнне ӗҫмесен, сирӗн ӑшӑрта чӗрӗлӗх пулмӗ.

53. Иисус же сказал им: истинно, истинно говорю вам: если не будете есть Плоти Сына Человеческого и пить Крови Его, то не будете иметь в себе жизни.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвӑр хушшӑрта ҫилленсе ан калаҫӑр: 44. Мана янӑ Аттем ертсе пымасӑр Ман патӑма никам та ҫитеймӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ юлашки кун чӗртсе тӑратӑп.

43. Иисус сказал им в ответ: не ропщите между собою. 44. Никто не может придти ко Мне, если не привлечет его Отец, пославший Меня; и Я воскрешу его в последний день.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Иисус каланӑ вӗсене:

35. Иисус же сказал им:

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Иисус вӗсене каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн ҫӑкӑра сире Манӑн Аттем парать: 33. Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл ҫӳлтен анать, тӗнчене чӗрӗлӗх парать, тенӗ.

32. Иисус же сказал им: истинно, истинно говорю вам: не Моисей дал вам хлеб с неба, а Отец Мой дает вам истинный хлеб с небес. 33. Ибо хлеб Божий есть тот, который сходит с небес и дает жизнь миру.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ Турра юрӑхлӑ ӗҫ — Вӑл Кама янӑ, эсир Ҫавна ӗненӗр, тенӗ.

29. Иисус сказал им в ответ: вот дело Божие, чтобы вы веровали в Того, Кого Он послал.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: эсир Мана хӑватсем курнӑран шырамастӑр, ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран шыратӑр, тенӗ.

26. Иисус сказал им в ответ: истинно, истинно говорю вам: вы ищете Меня не потому, что видели чудеса, но потому, что ели хлеб и насытились.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Пӗр ҫирӗм пилӗк е вӑтӑр стади чухлӗ ишсе кайсан, вӗсем Иисус тинӗс ҫийӗн утса пынине, кимӗ патне ҫывӑхарнине курса хӑраса ӳкнӗ.

19. Проплыв около двадцати пяти или тридцати стадий, они увидели Иисуса, идущего по морю и приближающегося к лодке, и испугались.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тӗттӗмленнӗ ӗнтӗ, Иисус ҫаплах вӗсем патне пыман-ха.

Становилось темно, а Иисус не приходил к ним.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Иисус, Хӑйне систермесӗр тытса патшана лартасшӑн пулнине пӗлсе, пӗчченех каллех ту ҫине кайнӑ.

15. Иисус же, узнав, что хотят придти, нечаянно взять его и сделать царем, опять удалился на гору один.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Иисус тунӑ хӑвата куракан ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Пророк, тенӗ.

14. Тогда люди, видевшие чудо, сотворенное Иисусом, сказали: это истинно Тот Пророк, Которому должно придти в мир.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Иисус ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та унтан хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара ларакан халӑха валеҫсе панӑ; пуллипе те ҫаплах тунӑ, кам мӗн чухлӗ илес тенӗ, ҫавӑн чухлӗ панӑ.

11. Иисус, взяв хлебы и воздав благодарение, роздал ученикам, а ученики возлежавшим, также и рыбы, сколько кто хотел.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Иисус каланӑ: вӗсене ларса тухма хушӑр, тенӗ.

10. Иисус сказал: велите им возлечь.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхать те, Хӑй патне темӗн чухлӗ халӑх пынине курса, Филипа калать: вӗсене тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илес-ши пирӗн? тет.

5. Иисус, возведя очи и увидев, что множество народа идет к Нему, говорит Филиппу: где нам купить хлебов, чтобы их накормить?

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иисус ту ҫине улӑхнӑ та унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ.

3. Иисус взошел на гору и там сидел с учениками Своими.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус Галилея тинӗсӗн, — ӑна Тивериада та теҫҫӗ, — тепӗр енне кайнӑ.

1. После сего пошел Иисус на ту сторону моря Галилейского, в окрестности Тивериады.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫакна хирӗҫ Иисус ҫапла каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ашшӗ епле тунине курмасан, Ывӑлӗ Хӑй тӗллӗн нимӗн те тума пултараймасть: Ашшӗ мӗн тӑвать, Ывӑлӗ те ҫавнах тӑвать.

19. На это Иисус сказал: истинно, истинно говорю вам: Сын ничего не может творить Сам от Себя, если не увидит Отца творящего: ибо, что творит Он, то и Сын творит также.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Иисус каланӑ вӗсене: Манӑн Аттем Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп, тенӗ.

17. Иисус же говорил им: Отец Мой доныне делает, и Я делаю.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫав ҫын вара иудейсем патне кайнӑ та хӑйне Сыватаканӗ Иисус пулнине пӗлтернӗ.

15. Человек сей пошел и объявил Иудеям, что исцеливший его есть Иисус.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Кайран Иисус ӑна Турӑ Ҫуртӗнче шыраса тупнӑ та каланӑ: акӑ эсӗ сывалтӑн; хӑвна тата япӑхрах ан пултӑр тесен, урӑх ҫылӑха ан кӗр, тенӗ.

14. Потом Иисус встретил его в храме и сказал ему: вот, ты выздоровел; не греши больше, чтобы не случилось с тобою чего хуже.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех