Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан сасартӑк капӑр тӳмеллӗ виц-мундир тӑхӑннӑ ҫамрӑк чиновник енне ҫавӑрӑнчӗ те темле ӗҫ хушшинче васканӑ пек — «Мӗн?» тесе кӑшкӑрса ячӗ.
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Чӳречесем хушшинчи стена ҫинче, пысӑках мар комод тӑрринче, Николай Петровичӑн ҫулҫӳрекен художник тӗрлӗ майлӑ тӑратса ӳкернӗ чылаях начар сӑнӳкерчӗкӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; ҫавӑнтах Феничкӑн пачах ӑнӑҫсӑр тухнӑ сӑнӳкерчӗкӗ те ҫакӑнса тӑрать: тӗттӗм рама ӑшӗнче темӗнле куҫсӑр сӑн-пит пикенсех кулса тӑрать, урӑх нимӗн те ӑнланма ҫук; Феничкӑран ҫӳлерех бурка тӑхӑннӑ Ермолов ҫамки ҫине усӑнса аннӑ йӗп тирмелли пӗчӗк пурҫӑн минтер айӗнчен инҫетри Кавказ тӑвӗсем ҫинелле хаяррӑн та тӗксӗммӗн пӑхса тӑрать.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Эпӗ вӑл шапасенчен хӑратӑп, — терӗ йӗтӗн сӳсе пек шурӑ ҫӳҫлӗ, ҫӳлелле тӑракан ҫухаллӑ казакин тӑхӑннӑ, пӗр ҫичӗ ҫулсенчи ҫара ураллӑ ача.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хыҫалти пӗчӗк пӳлӗмре, пысӑк арча ҫинче, кӑвак тӗслӗ ӑшӑ кофта тӑхӑннӑ, тӗксӗм ҫӳҫӗсем ҫине шурӑ тутӑр витсе янӑ ҫамрӑк хӗрарӑм — Феничка ларать.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Юрать, тасалас пулать-ха, — ответлерӗ те Аркадий, алӑк патнелле кайма тытӑннӑччӗ, анчах ҫав самантра гостинӑя вӑтам пӳллӗ, тӗттӗм тӗслӗ акӑлчан костюмӗ тӑхӑннӑ, шукӑль вӑрӑм галстук ҫыхнӑ, лакпа ҫутатнӑ кӗске кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ ҫын — Павел Петрович Кирсанов пырса кӗчӗ.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Утмӑл ҫулсене ҫитнӗ, шурӑ ҫӳҫлӗ, ырхан та тӗксӗм ӳтлӗ, йӗс тӳмеллӗ хӑмӑр фрак тӑхӑннӑ, мӑйне кӗрен тутӑрпа ҫыхнӑ ҫын кӗчӗ.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Господасене йышӑнса илме крыльца ҫине дворовӑйсен ушкӑнӗ тухмарӗ; малтанах мӗнпурӗ те вуникӗ ҫулсене ҫитнӗ пӗр хӗрача кӑна курӑнчӗ, ун хыҫҫӑн пӳртрен герблӑ шурӑ тӳмеллӗ, кӗл тӗслӗ ливрейлӑ куртка тӑхӑннӑ, шӑп та шӑпах Петр евӗрлӗ ҫамрӑк йӗкӗт — Павел Петрович Кирсановӑн тарҫи тухрӗ.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Николай Петрович хӑвӑрттӑн ҫавӑрӑнчӗ те, тин ҫеҫ тӑрантас ҫинчен аннӑ ҫӳллӗ пӳллӗ, вӑрӑм ярапаллӑ балахон тӑхӑннӑ ҫын патне пырса, унӑн вӑраххӑн тӑсса панӑ ҫара та хӗрлӗ аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ.
II // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
1859 ҫулти майӑн 20-мӗш кунӗнче шоссе ҫинчи постоялӑй дворӑн лутра крыльци ҫине тусанланнӑ пальтопа клеткӑллӑ панталон тӑхӑннӑ ҫын, тин ҫеҫ хӗрӗхелле ҫитнӗ улпут, ҫара пуҫӑн тухса тӑчӗ.
I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Сарӑ кӑтра каччӑсем таса кӗпесем ҫийӗн пиҫиххийӗсене пилӗкрен аяларах ҫыхнӑ, хӑнтӑр тытнӑ кунчаллӑ йывӑр атӑсем тӑхӑннӑ; вӗсем, тӑварнӑ урапа ҫине кӑкӑрӗсемпе тӗреленсе, хивре сӑмах ваклаҫҫӗ, шӑл йӗреҫҫӗ.
Ял // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 164–165 с.
Ҫине кивӗ кӗпе тӑхӑннӑ, ҫӳҫне хыҫалалла туранӑ, хӑй кантӑк умне вырнаҫнӑ та пӗр хускалмасӑр тӗрӗ тӗрлесе ларать, сӑпайлӑн, шӑппӑн ӗҫлет, ӗмӗрне те урӑх нимӗн те туман пек.
V // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Апатланса пӗтерсенех, Ася тӑчӗ, пирӗн умра книксен турӗ, унтан, шлепкине тӑхӑннӑ май, Гагинран: Луизе фрау патне кайма юрать-и тесе ыйтрӗ.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ман куҫ умӗнче илемлӗ ҫамрӑк ҫын тӑрать, вӑл карттус, шалпар куртка тӑхӑннӑ; хӑй пӗчӗкрех пӳллӗ, пуҫне улӑм шлепке тӑхӑннӑ хӗре хулӗнчен тытнӑ, шлепки хӗрӗн ҫамкине, куҫӗсене йӑлтах хупласа хунӑ.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
— Мӗн унта? — ыйтрӑм эпӗ, ҫине плис пиншак, урине кӑвак чӑлхапа тӑхаллӑ пушмак тӑхӑннӑ старик ман пата пырса тӑрсан.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Павильон алӑкӗ уҫӑлчӗ те, каллех яланхи тумне тӑхӑннӑ Муцие малаец ҫавӑтса тухрӗ.
XIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Кашни чашӑкӗ тавра хутран-ситрен ылтӑн куҫӗсене ялкӑштарса илекен пӑхӑр тӗслӗ пӗчӗк ҫӗлен ункӑланса выртнӑ; Муций умӗнче, пӗр-ик утӑмра, малаецӑн вӑрӑм кӗлетки тӑсӑлса тӑрать; вӑл ула-чӑла парча тумтир тӑхӑнса, пилӗкне тигр хӳрипе ҫыхнӑ, пуҫне мӑйракаллӑ тиара евӗрлӗ шлепке тӑхӑннӑ.
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Урамра, манран пӗр хӗрӗх утӑмра, йывӑҫ пӳртӗн уҫӑ кантӑкӗ умӗнче ман атте тӑра парать; кӑкӑрӗпе вӑл чӳрече янаххи ҫине таяннӑ, пӳртре, чӳрече карри хыҫӗнче, хура платье тӑхӑннӑ хӗрарӑм аттепе калаҫса ларать; ҫав хӗрарӑм Зинаида пулчӗ.
XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Аялта — ҫул ҫинче — ҫӳхе кӑвак платье тӑхӑннӑ, хулпуҫҫи ҫине кӗрен сунчӑк хунӑ Зинаида васкаса утать.Внизу, по дороге, в легком сереньком платье, с розовым зонтиком на плече, поспешно шла Зинаида.
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
— Тӗрӗс мар, — терӗҫ Беловзоровпа тепӗр господин, отставкӑри капитан тенӗскер, вӑл хӗрӗхелле ҫывхарнӑ, нӗрсӗр шатра питлӗ, арап пек кӑтра, курпунтарах, кукӑр ураллӑ, эполетсӑр тӑхӑннӑ ҫар сюртукне тӳмелемен.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Княгиньӑпа хӗрӗ кӑнтӑрлахи апатчен ҫур сехет маларах пычӗҫ; карчӑкӗ эпӗ пӗлнӗ симӗс платье ҫийӗн сарӑ шел тутар уртса янӑ, пуҫне кивелнӗ, вут тӗслӗ лентӑсемпе эрешленӗ ҫӳхе калпак тӑхӑннӑ.
VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.